Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тăрăшса ĕçлени пысăк çитĕнỹсем тума пулăшать

Категория: Общество Опубликовано: 25.10.2017, 08:41 Просмотров: 616

Октябрĕн 20-мĕшĕнче районти потребительсен обществинче отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Унта райпон 2013-2017 çулхи ĕç-хĕлне тишкернипе пĕрлех çитес пилĕкçуллăхра ертсе пыма председатель суйларĕç. Уполномоченнăйсем райпона малашне те ертсе пыма Александр Юрьевич Степанова шанчĕç.

Районти потребительсен обществи республика тата çĕршыв шайĕнче аван аталанса пырать. Юлашки çулсенче вăл производство, хатĕрлев ĕç-хĕлне, обществăлла апатланăва аталантарнăшăн, халăхран сĕт, çĕрулми, пахча çимĕç пухнăшăн, çăкăр тата кондитер изделийĕсем, алкогольсăр сĕткенсем туса кăларнăшăн экономика ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăннă. Хуçалăхăн кăçалхи тăхăр уйăхри пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 363 миллион тенкĕрен иртнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 26 предприяти тавар çаврăнăшне ỹстернĕ.

Райпо хăйĕн лавккисенче сутакан тавартан 30 проценчĕ - хăйсем туса кăларни. Кунта туса кăларакан таварсен калăпăшне çĕнетсех, ỹстерсех пырасшăн. Хăйĕн тытăмĕнче çĕнĕ объектсем хута ярассипе, лавккасенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерессипе райпо тĕллевлĕн ĕçлесе пырать.

- Пирĕн çитĕнỹсенче потребкоопе-рацишĕн чунпа парăнса ĕçлекенсен тỹпи пысăк, - терĕ Александр Степанов.

- Шел те, хальхи вăхăтра райпо тытăмĕнче 30 çула çитмен çамрăксем сахалтарах ĕçлеççĕ - 34 çын. Çак цифра пĕтĕмĕшле ĕç коллективĕн сакăр проценчĕпе танлашать. Пирĕн хушăра ĕçлекен çамрăксем ытларах пулччăр тесе тăрăшмалла. Çав хушăрах Александр Юрьевич тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та райпо тытăмне аталантарассишĕн малалла тă-рăшса ĕçлекенсене тав турĕ.

Пухăва хутшăннă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз ертỹçи Валерий Павлов райпо коллективне чылай кăтартусемпе республика шайĕнче малти вырăнсене тытса пынăшăн, пурлăхпа техника тытăмне пуянлатнăшăн мухтарĕ. Уйрăмах çăкăр завочĕн ертỹçине Юрий Осипович Яндайкина аван ĕçлесе пынăшăн тав турĕ. Пухура çавăн пекех райпо ĕçченĕсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç.

"Раççей Федерацийĕн потребкоопераци ветеранĕ" хисеплĕ ята Владимир Алексеевич Яра-баев водитель тивĕçрĕ. "Чăваш Республикин потребкоопераци ветеранĕ" хисеплĕ ята Римма Михайловна Борисовапа Римма Михайловна Трофимова кондитерсене парса чысларĕç.

Потребкоопераци тытăмĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Зоя Ивановна Чумакова аслă бухгалтер, Зоя Петровна Мидушкина сутуçă, Галина Александровна Федорова лавкка заведующийĕ, Галина Ивановна Тимкина пекарь Центросоюзăн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотине Галина Александровна Ильина рабочи тивĕçрĕ.

Республикăра лавккасем хушшинче халăхран тавар пухассипе 2016 çулта иртнĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн Ишеккассинчи лавкка Диплома тивĕçрĕ. Атнарти пĕрремĕш тата иккĕмĕш номерлĕ лавккасем хатĕрлев ĕçне хастар хутшăнса халăхран сĕт пухассине лайăхлатнăшăн райпон грамотисене тивĕçрĕç. Çавăн пекех Валерий Павлов Сĕнтĕкçырминчи Надежда Андреевна Воробьевана пĕлтĕрхи кăтартусемпе "Ялхуçалăх продукцине чи активлă сутакан" ята тивĕçнине ĕнентерсе Центросоюзăн Дипломне парса чысларĕ. Надежда Воробьева пĕлтĕр райпона 21 тонна сĕт сутнă. Хуçалăхра сакăр ĕне усраканскер кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче те 19 тонна яхăн сĕт сутма ĕлкĕрнĕ. Ĕçчен хĕрарăм ĕнисене алăпах сăвать иккен. Çуллахи вăхăтра вĕ-сене уйра "электропастух" пăхать. Унсăр пуçне Надежда Воробьева пăрусем, сыснасем, чăх-чĕп усрать. Паллах, пĕччен çавăн чухлĕ выльăха пăхса усрама çăмăл мар.

"Ачасем килсе пулăшсах тăраççĕ, кĕçĕнни те ĕç тĕлне пĕлекен пулса çитрĕ", - тет кил хуçи хĕрарăмĕ

. Надежда Андреевна Малиновка ялĕнче çуралса ỹснĕ, вăхăт çитсен Сĕнтĕкçырми каччипе çемье çавăрнă. Шел те, мăшăрĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, чире пула вăл вунă çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Надежда Андреевнăн виçĕ ачине пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Аслисем çемьеллĕ ĕнтĕ халь, Шупашкарта пурăнаççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ çиччĕмĕш класа каять. Выльăхсем валли апат хатĕрлеме Воробьевсем ултă гектар çĕр арендăна илнĕ, унсăр пуçне çĕр пайĕсемпе те усă кураççĕ. Йывăр ĕçе çăмăллатма трактор та туяннă, унпа аслă ачисем ĕçлеççĕ.

Райпо харпăр хăй хушма хуçалăхне тытса пыракансемпе тачă çыхăнура ĕçлени ял çыннисене тупăш илме пулăшать. Вăй хунине çĕршыв шайĕнче асăрхаса хисеп туни малалла тата тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5