ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Вăрçă ачисем...Мĕн кăна тỹсме-курма тивмен сире хăвăр ĕмĕрĕрте! Ача шутĕнчен тухса ĕлкĕреймен, тин пĕве кĕрсе пыракан çамрăксем Тăван çĕршыв çине хаяр тăшман тапăнса кĕрсен аслисемпе юнашар ĕç фронтĕнче тăрăшнă. Вĕсен черченкĕ, çирĕпленсе ĕлкĕреймен хулпуççийĕсем çине те пысăк яваплăх тиеннĕ.
Туканаш ялĕнче пурăнакан Ванягинсен ачалăхĕпе яш çулĕсем шăп çак вăхăта лекнĕ. Елен аппа вăрçă пуçланнă чухне вунпиллĕкри хĕрача пулнă, Федор пичче - унран ик çул ытла кĕçĕнрех. Хаяр вăрçă çамрăксене пĕлỹ çулĕпе малалла утма чăрмав кỹнĕ, çичĕ класс пĕтернипех çырлахма тивнĕ вĕсен. Ялти вăйпитти арçынсене пĕрин хыççăн теприне фронта ăсатнă. Ĕнерхи ачасен хĕрарăмсемпе, ватăсемпе пĕрле утă хатĕрлеме, хуçалăх уйĕсенчи тырра пуçтарса кĕртме тивнĕ. Сис-месĕрех 1941 çулхи хĕл çитнĕ.
Çĕршывра тыл хутлăхĕнче тăшманран сыхланмалли чикĕсем хатĕрлеме хушу тухнă. Елен аппа та ашшĕпе пĕрле Сăр хỹтĕлев чиккине чавакансен йышне лекнĕ.
- 1941 çулта хĕл ир ларчĕ. Окоп, дзот, çĕрпỹрт чавма пуçларăмăр. Утаркасси, Мишеркасси, Шулю ялĕсенчен инçе мар ĕçлеме тиврĕ. Окопсем тарăнччĕ, икĕ метр таран. Пирвайхи виçĕ кунне Сăр хĕрринчех çĕр каçса пурăнтăмăр. Çапă çунтарса кĕлне шăлса пуçтараттăмăр та, çулăм ăшшине илсе юлнă çĕр çинчех çывăраттăмăр. Кайран хваттере ячĕç. Апатне пĕр хурантанах çинĕ. Пĕрле выляса ỹснĕ тантăшсем Ульха, Санькка та пĕрлеччĕ, 1926 çултан çуралнисене яман ку ĕçсене. Наçтаççи ятлă хĕрарăмăн мăшăрĕ вăрçăраччĕ. Çапах вăл та халăхран уйрăлман, йĕкĕреш ачисене килте хăварса çынпа пĕрле утнă, - аса илет çав тапхăра Елена Ефимовна.
Хỹтĕлев чиккинчи ĕçсене вĕçлесен вăрман касма та çỹренĕ. Каярах ашшĕ (ватлăхне пула фронта илмен ăна) фермăна сурăх пăхма кĕнĕ, хĕрĕ ял Канашне исполнителе вырнаçнă. Кунта канлĕ пулнă тесе калаймăн, икĕ сменăпа ĕçленĕ. Ял тăрăх повестка валеçме чупнă. Нимле ĕçрен ỹркенсе тăман пике, хуçалăхра та тăрăшнă.
1944 çулхи май уйăхĕнче вĕсен çемйине вăрçă хирĕнчен хурлăхлă хыпар çитнĕ. Пиччĕшĕ, фронтра разведчик пулнăскер, Польша çĕрĕнче пуçне хунă. Варшавăран инçех мар пытарнă ăна юлташĕсем, çумĕнчи докуменчĕсене вара килне ярса панă.
Федор Петрович 1928 çулхи январь пуçламăшĕнче çут тĕнчене килнĕ. "1927 çулта çуралнисене çара илсе ĕлкĕрчĕç, çак енчен телейĕм пулчĕ ман", - тет ветеран. 1942 çултан, ашшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн, виçĕ пĕртăван çурма тăлăха юлнă. Арçын ачан текех шкула кайма майĕ пулман, амăшĕ кун чухлĕ вĕреннипе çитет тенĕ. Килте те, колхозра та ĕç аллисем çитсе пыман-çке. Арçын ачасене тăван хуçалăхри вăй çитерекен ĕçсене тума шаннă. Лашасене фронта ăсатнипе вăкăрсене кỹлме, суха касси тума вĕрентме тивнĕ. Йĕрĕ те вăр-варскер, нимрен те шикленме пĕлмен ача аслисен шанăçне тỹрре кăларнă. "Урам урлă Юркка пурăнатчĕ, унпа кутăн выльăхсене пурпĕрех "çăварлăхлаттăмăрччĕ". Турта хушшинче тăнă çĕртех çĕре выртма пултаратчĕç. Вĕсене итлеттермелли меслет тупрăмăр - хут чĕртеттĕмĕр те вăкăр хỹри айне илсе пыраттăмăр. Йăпăр-япăр сиксе тăратчĕç. Колхозра Валет ятлă ăратлă вăкăр пурччĕ, пĕринче ăна урапа кỹлтĕмĕр. Çакскер ĕрĕхсе кайрĕ те йăмра çине пырса тăрăнса мăйракине хуçса пăрахрĕ. Хамăра вăрçасран шикленнипе хуçăлнă вырăна тăпрапа шăлса хутăмăр, выльăха никам куриччен картана кайса ятăмăр. Те какая ячĕç çавскерне - астумастăп ĕнтĕ", - халĕ кулăпа аса илет асăннă пăтăрмаха Хветĕр мучи.
Мирлĕ пурнăç пуçлансан та хуланалла çул тытман вĕсем, кун-çулне тăван ялпах çыхăнтарнă. Федор Петрович "Коминтерн" хуçалăхран бригадир ĕçĕнчен тивĕçлĕ канăва кайнă. Маларах председатель çумĕнче, яваплă ытти вырăнта та тăрăшнă. Елена Ефимовна колхозран пĕр кун та юлман. Ветерансене хастар ĕçшĕн Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе пĕрре мар палăртнă.
Ванягинсен çирĕп çемйи вăрçă вĕçленсен çулталăкран чăмăртаннă. Пурнăç сукмакĕпе çитмĕл тăватă çул алла-аллăн тытăнса пĕрле утать мăшăр. Хăй куç хывнă хỹхĕм те ĕçчен хĕре каччă вăрласа кĕрсе арăм тунă. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Шел те, иккĕшĕн кун-çулĕ кĕске килнĕ, ашшĕ-амăшĕн пĕр хĕрĕпе ывăлĕн тăприсене таптама тивнĕ.
Шутлатăп та, иртнĕ ăрăва хурçăран тунăн туйăнать. Епле çирĕп-çке вĕсем! Ĕмĕрĕнче темле нушапа, кĕтменлĕхпе тĕл пулсан та пуç усман, хуçăлман. Ăçтан кăна вăйне çитернĕ-ши? Тылрисем фронтра тата йывăртарах пулнине ăнланни, унта ашшĕ-пиччĕшĕсем тăшманпа çапăçнине, вĕсем килтен ырă хыпар илнипе пурăннине пĕлни хавхалантарнă пулинех.
М.МАМУТКИНА материалĕ тăрăх Л.ШУРЯШКИНА хатĕрленĕ.
Ноябрь 2024 |