Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вăйă урлă профессисемпе паллашатпăр

Категория: Общество Опубликовано: 25.10.2017, 08:55 Просмотров: 695

Шкул çулне çитменнисен учрежде-нийĕн воспитанипе вĕрентỹ ĕç-хĕлĕнче вăйăсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вăйăсем ачасене пĕр-пĕр япала çине тимлĕх уйăрма, ăс-тăна, калаçу чĕлхине, фантазие, шухăша аталантарма, тăван тавралăха лайăхрах пĕлме пулăшаççĕ. Ачасем хăйсем тĕллĕн вăйă вылянă чух ытларах пурнăçри сюжетсене илеççĕ, аслисем пек тыткалаççĕ, калаçаççĕ. Аслисен пурнăçне выляни ачасене савăнăç кỹрет, вĕсем хăйсем ỹссен мĕнле пулассине курса тăраççĕ. Çавăн пек вăйăсене выляса ачасем хăй сене общество, çемье тата пулас професси валли хатĕрлеççĕ, хăнăхса пыраççĕ. Шăпах вăйăсем урлă ачасем профессисем, тĕнчери ĕç-сем пирки пĕлме пуçлаççĕ.

Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнĕнчи ачасене эпир профессисемпе тĕл-левлĕн паллаштарма тăрăшатпăр. Ачасене аслисен пур ĕçĕ те хисепе тивĕçлине ăнлантарса паратпăр. Занятисенчен пĕринче, акă, ме-дицина ĕçченĕсен - тухтăрпа медицина сестрин - ĕçĕпе паллашрăмăр. Çак професси пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, медицина ĕç ченĕсем çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнине сỹтсе яврăмăр. Çавна май эпир ачасемпе медицина пỹлĕмне çитсе куртăмăр. Унта ачасем çĕннине нумай пĕлчĕç. Медицинăри хальхи оборудованипе хатĕрсене тимлĕ тишкерсе пăхрĕç, медицина ĕçченĕн ĕçне те интересленсех сăнарĕç. Медицина сестри вĕсене сывлăха çирĕплетес тесен витаминсем ĕçмеллине пĕлтерчĕ. - Ачасем, чирлес мар тесен тата мĕн тумалла? - ыйтрăмăр эпир. - Кашни ирех зарядка тумалла! Спортпа туслă пулмалла! - хуравларĕç ачасем. Вĕсен ăс-тăнне, тавракурăмне экскурсирен таврăнсан тĕрĕслесе пăхрăмăр - ачасене ỹкерчĕкри япаласенчен медицинăра усă кураканнисене кăтартма сĕнтĕмĕр. Маттур - пурте тĕрĕс хурав пачĕç.

Унтан ачасем хаваспах "Тухтăрла" вăйă выляма килĕшрĕç. Тухтăр чирлĕ çынна мĕнле пулăшнине, ĕçре мĕнпе усă курнине тĕрĕс евĕрлесе кăтартрĕç. Эпир ачасене вăйăра медицина профессийĕпе килĕшсе тăракан сăмахсемпе усă курмаллине аса илтертĕмĕр. Сăмахран, "Тухтăрла" вылянă чух калаçура "Хăвăртрах сывалăр", "Ан чирлĕр", "Ăшă тăхăнса çỹрĕр", "Зарядка тăвăр", "Витаминсем ĕçĕр" тата ытти сăмахсемпе усă курма сĕнтĕмĕр. Çапла ачасем тухтăр чирлĕ çынна итлесе е градусник лартса пăхнисĕр пуçне сĕнỹ-канашпа пулăшма пултарнине ăнланчĕç. Çавăн пекех чăн пурнăçра ачасен тухтăрсене итлемеллине, эмелсене аслисенчен ыйтмасăр хăйсен ирĕкĕпе тытма юраманнине те аса илтертĕмĕр.

 Çак занятире медицина профессийĕ çинчен илнĕ пĕлỹ ачасене пурнăçра питĕ кирлĕ пуласса, тен, вĕсенчен хăшин те пулин тухтăр пулас ĕмĕт çураласса шанса тăратпăр.

Н.ТИТИЛКИНА, Мишеркасси шкулĕ çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕн воспитателĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5