Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Салтак ятне çỹлте тытăр

Категория: Общество Опубликовано: 27.10.2017, 08:54 Просмотров: 1012

Октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çавна май йăлана кĕнĕ тăрăх районти Культура çуртĕнче ытларикун, октябрĕн 24-мĕшĕнче, Призывник кунĕ иртрĕ. Çак мероприятие призывниксем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, шкулта аслă классенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Салтак ячĕ тухнă яшсен çулталăк хушши службăра тăрас пулать. Пулас салтаксене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Алина Ярабаева саламларĕ, Тăван çĕршыва хỹтĕлесси кашни арçыннăн тивĕçĕ пулнине палăртрĕ, яшсене службăна тивĕçлĕ ирттерсе киле, тăван района сывă та таса таврăнма сунчĕ. Унтан Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссариачĕн начальникĕ Александр Прокопьев сăмах илчĕ. Вăл та призывниксене паллă пулăмпа саламларĕ, çĕршыв хỹтĕлевçин ятне çỹлте тытса пыма сунчĕ.

- Призыв комиссийĕн кăтартăвĕсемпе районтан 20 ытла яш хĕсмете тухса кайĕ. Салтак юрри октябрĕн 29-мĕшĕнчен янăрĕ, - палăртрĕ Александр Геннадьевич. Призывник кунĕнче 17 каччă алла повестка илчĕ. Вĕсем: Кив Атикассинчи Роман Яковлев, Иван Ионов, Мишеркассинчи Дмитрий Богатнаев, Туктамăшри Григорий Барышников, Сергей Сарин, Александр Тихонов, Енкĕлтри Дмитрий Захаров, Хирлỹкассинчи Иван Казынкин, Хĕрлĕ Чутайри Сергей Мареев, Иван Пименов, Виталий Патрикеев, Пантьăкри Владислав Морозов, Урикассинчи Алексей Петров, Ишеккассинчи Дмитрий Удиков, Андрей Трифонов, Утаркассинчи Дмитрий Филиппов, Мучикассинчи Дмитрий Шипеев. Салтака кайма хатĕрленекенсен ячĕпе Роман Яковлев сăмах илчĕ.

"Эпир Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшал вăйĕсенче службăра тăма хатĕрленнĕ май атте-анне, ветерансем тата районта пурăнакансем умĕнче салтак ятне çỹлте тытса пыма, çарта малта пулма, хамăрта хăюлăхпа хастарлăха туптама, чыслăха упрама, Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тупа тăватпăр!" - терĕ Роман.

Ытти призывниксем те унпа пĕрле тупа турĕç. Амăшĕсен ячĕпе пулас салтаксене алла повестка илнĕ ятпа Кив Атикассинчи Людмила Ионова саламларĕ. Çавăн пекех призывниксене Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте те пил сăмахĕ каларĕ, пĕчĕк парнепе хавхалантарчĕ. Райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ Алексей Никитин çара кайса килнĕ каччă хисепре пулнине асăнчĕ, салтак атти тăхăнма хатĕрленекен яшсене сывă та çирĕп пулма сунчĕ, спорткомплекса пĕр хутчен каймалли абонемент парнелерĕ. Ачасен искусство шкулне çỹрекенсем, Татьяна Зарубина, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисене савăнăçлă лару-тăрура повестка пани, аслисем халал сăмахĕсем калани пурнăçри çывхаракан улшăнусем çине çирĕппĕн пăхма, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама пулăшатех.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5