ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кил-тĕрĕшре тирпей-илем кỹресси кашнинченех пулмасть. Хăшĕ-пĕрин ун патне алли çитмест. Теприсем вара пурăнма хăтлă пултăр тесе тивĕçлĕ канăва тухсан та кил таврашне тирпейлĕ тытма тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Мареевсен çемйи. Николай Игнатьевичпа Лидия Петровна пĕр пурнăç сукмакĕпе чылай çул ĕнтĕ пĕрле утаççĕ. Ачи-пăчи те, ывăлĕпе хĕрĕ, çемьеллĕ, ашшĕ-амăшне пилĕк мăнук парнелеме ĕлкĕрнĕ. Вĕсем хулара тĕпленнĕ. Апла пулин те тăтăшах яла килсе çỹреççĕ. Унсăр пуçне çак килте Лидия Петровнăн тăван амăшĕ, Ольга Ивановна, пурăнать. Вăл çитес уйăхра 92 çул тултарать. Çамрăк мăшăр пĕрлешнĕ хыççăн кивĕ кил-çурта çĕнетме шутлать. Пурте аван чухлатпăр, çурт çĕклеме çăмăл мар. Унăн хакĕ те йỹнĕ мар. Телей тени вара - лаша мар, тỹрĕ çулпа илсе пымасть. Çак ĕмĕт-тĕллевех вĕсене инçе çула тухма хистет. Вара вĕсем çемйипех, пĕчĕк ачине çавăтса, 1982 çулта Якутинелле çул тытаççĕ, Мирный хулине çитеççĕ, малтанах общежитие вырнаçаççĕ. Николай Игнатьевич ăста водитель пулнă май алмаз кăларакан организацире автобуспа ĕçлет. Мăшăрĕ строительство организацине вырнаçать. 20 çула яхăн ĕçлеççĕ вĕсем унта. Çав хушăра вĕсен иккĕмĕш ачи çуралать. Вăхăт иртсен ĕçе тивĕçлĕ пурнăçланăшăн çемьене хваттер параççĕ. Анчах ют çĕрте йытă та тунсăхлать темеççĕ-и? Тăван яла манмаççĕ вĕсем, унта çĕнĕ кил-çурт çĕклеме ĕмĕтленеççĕ. Хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçланă, ĕçтешĕсем хушшинче хисепре пулнă çемье 1998 çулта тăван тăрăха таврăнать, кил-çурт çĕклет. Хуралтăсем те çулсерен çĕнелсе пыраççĕ. Вăй-хăват тапса тăнă вăхăтра Мареевсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Юлашки çулсенче кăна вĕсем выльăх тытмаççĕ, ытларах сад-пахчара тăрмашаççĕ. Пỹрт умĕнчи чечексем те çăвĕпех илемлĕн курăнса лараççĕ вĕсен, унта пĕр çумкурăк та çук, вĕтрен-пиçен алхасмасть, пĕр çỹп-çап та выртмасть. Пахчари, кил картишĕнчи, çуртри япаласем хăйсен вырăнне тупнă. Кун пеккине сайра-хутра курма пулать. Пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнакансен кил таврашĕ те чечекленет мар-и? Чун тирпейлĕх патне туртăнни лайăх. Вăл тĕнчене тасарах тăвать. Ял та ĕçчен çынна кăмăллать.
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |