ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Паянхи çамрăксенчен чылайăшĕ совет самани вăхăтĕнче районта кирпĕч завочĕ ĕçленине пĕлмест те пулĕ. Ишеккасси ялĕнче вырнаçнă завод вырăнĕнче халĕ йывăçсем кăна тăлăххăн кашласа лараççĕ, кунта хăй вăхăтĕнче ĕç вĕресе тăнине нимĕн те аса илтермест. Паян манăн асăннă кирпĕч заводне 1981 çултан пуçласа 1992 çулччен ертсе пынă Нина Львовна Васькова çинчен каласа парас килет. Шел те, йывăр чирленĕ хыççăн вăл кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Нина Львовна Ишеккасси ялĕнчи Лев Герасимовичпа Мария Ивановна Васьковсен çемйинче 1936 çулта çуралнă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпỹре библиотекаре вĕреннĕ. 1956 çулта вăл районти ача-пăча библиотекинче ĕçлеме пуçланă, икĕ çултан Ишеккасси ялĕн библиотекине ĕçлеме куçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче вăл ял Канашĕнче, клубпа библиотека заведующийĕнче вăй хунă. 1966-1970 çулсенче вара Чулхулари партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан вĕренсе тухсан райкомăн йĕркелỹ комитетĕнче инструкторта ĕçленĕ. Тепĕр икĕ çултан Нина Львовнăна "Великан" колхоза ертсе пыма шаннă. Кунта çулталăк ытла тимлесен вăл кадрсемпе ĕçлекен инспекторта тăрăшма пуçланă.
1981 çулхи сентябрь уйăхĕнче вара Нина Львовна Васькова кирпĕч заводне ертсе пыма тытăннă. Нина Львовна ертсе пынă çулсенче заводра вун-вун çын вăй хунă, кунта ĕç шавĕ самантлăха та лăпланман. Кирпĕч туянма завода районтан кăна мар, тавраран та пынă. Çав хушăрах ертỹçĕ коллектива канма та май тупса панă, тĕрлĕ хуласене экскурсисене илсе кайнă. Самана улшăнса пынă май кирпĕч заводĕнче те ĕçсем чарăнса ларнă. 1993 çултан пуçласа 2004 çулччен Нина Львовна "Сура" хуçалăхра тĕрлĕ должноçсенче вăй хунă, çав шутра - сĕтпе тавар фермин заведующийĕнче те.
Нина Львовнăпа мăшăрĕ икĕ ачана - хĕрпе ывăла - çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ачисемпе мăнукĕсем район аталанăвне хăйĕн тỹпине хывнă çывăх çыннипе мухтанаççĕ, унăн çутă сăнарне асра тытаççĕ.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |