Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Кинемей пурнăçне çăлнăшăн

Категория: Общество Опубликовано: 22.01.2021, 09:17 Просмотров: 508

Иртнĕ эрнекун район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров Туктамăшра пурăнакан Александр Пузыркина пушарта çынна çăлнăшăн Хисеп грамоти парса чысланă, граждан тивĕçне пурнăçланă чух паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн тав тунă.

puzyrkinВут-çулăм инкекĕ Туктамăш ялĕнче декабрĕн 29-мĕшĕнче каçхине пулнăччĕ. Александр каласа панă тăрăх, вăл вăрмантан килнĕ хыççăн хăйĕн килĕнчи чỹречерен кỹршĕри çурт çуннине асăрханă. Унта сакăр теçетке урлă каçнă, кĕркуннех хăйĕн урине амантнипе утсах çỹреймен кинемей пурăннине пĕлнипе ним шухăшласа тăмасăр ăна çăлма ыткăннă. Чỹречерен кинемей пỹлĕмре пулнине курнă та хăвăртрах чỹречене çĕмĕрнĕ, вут-çулăм çавăрса илнĕ çуртран кинемее тухма пулăшнă, ун пурнăçне çăлса хăварнă.

Александр Михайлович Пузыркин Туктамăш ялĕнче 1981 çулта çуралнă. Ялти шкул сукмакне такăрлатнă. Хальхи вăхăтра вăл хăй çĕкленĕ çуртра пурăнать, Мускава ĕçлеме çỹрет, çуллахи вăхăтра районтах ĕçлесе пурăнма майсем тупать.

Харсăр та хăюллă Александра малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатпăр, малалла та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх кăна пулмалла пултăр.

Зоя Петровна Полякова, Туктамăш ялĕ:

- Пушар тухнă çурта хирĕçле пурăннă май çак инкеке хам куçпа куртăм. Каçхине выльăхсемпе кил хушшинче аппаланнă вăхăтра тĕтĕм шăршине туйрăм, хапха алăкне уçса ятăм та кỹршĕсен çуртĕнче вут-çулăм алхаснине асăрхарăм. Халăх пухăнма та ĕлкĕрменччĕ, Саша тỹрех кỹршĕ хĕрарăмне çăлма васкарĕ. Юрать, вăл пулчĕ, вăхăтра пулăшу парса çăлчĕ. Варринчи чỹречене урам енчен çĕмĕрсе, шал енне тĕксе ỹкерчĕ, кинемее чỹречерен тухма пулăшрĕ. Çуртра вăл вăхăтра хĕрлĕ автан хытах алхасатчĕ, верандăна та кĕме çукчĕ.

Сашăна пĕчĕклех пĕлетĕп, унăн ачалăхĕ çăмăлах пулмарĕ. Ун пирки ырă сăмах кăна калама пултаратăп. Вăл маттур ача, пулăшма яланах хатĕр, çынна усал туман. Пĕчченех хуçалăхне тытса пырать.

Н.МИДАКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1