Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çынсене пулăшасси - сăваплă ĕç

Категория: Общество Опубликовано: 29.01.2021, 10:01 Просмотров: 456

zmaiorovaСоциаллă хỹтлĕх пайне кун каçипе кам кăна килмест-ши - вăрçă, ĕç, тыл ветеранĕсем, ачаллă çемьесем, репрессие пула шар курнисем тата ыттисем те. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕсен хамăр тăрăхра пурăнакан халăхăн пĕтĕм категорийĕпе тенĕ пекех ĕçлеме тỹр килет. Вĕсен ĕçĕ питĕ яваплă та нумай енлĕ. Кашниех мĕн ыйтупа çитнипе, ăна мĕскер пăшăрхантарнипе кăсăкланмалла, пултарнă таран пулăшу памалла. Ку ĕçре тăрăшакансен ăш пиллĕх, ырă кăмăллăх, тимлĕх, çынсене итлеме пĕлни малти вырăнта тăмалла. Çав вăхăтрах пысăк тỹсĕмлĕх те кирлех. Зинаида Майорован вара, асăннă пайăн эксперт специалисчĕн, çак енсем пурте шайлашуллă.

Ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм çирĕм çула яхăн пĕр вырăнта тимлет. Хăйĕн тивĕçĕсене пĕтĕм яваплăха туйса, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать вăл. Социаллă хỹтлĕх пайне килекенсен ыйтăвĕсене вырăнта татса пама тăрăшать. Ара, çынсем аякри ялсенчен те çитеççĕ-çке, уйрăмах ватăсене темиçе хут çула тухма кансĕр. Çакна шута илсе пĕтĕм документсене кĕске вăхăтра, тĕплĕ тумалла. Граждансене коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен паракан компенсаци укçи-тенкине е телефонпа усă курнăшăн абонент тỹлевне шутламалла-и, социаллă пулăшу илекенсене консультаци кирлĕ-и - Зинаида Петровна çынсемпе яланах тимлĕ. "Ĕç ветеранĕ", "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята памалли документсем те социаллă ĕçченсен алли витĕр тухаççĕ. Çавăн пекех санатори-курортра канма çăмăллăхлă путевкăна тивĕçлисем те вĕсем патне çул тытаççĕ. Пахалăхлă пулăшу панăшăн, сапăр калаçнăшăн Зинаида Петровнăна клиентсем чунтан хисеплеççĕ, тав туса, ырă сунса тухса каяççĕ.

Зинаида Майорова Трапай ялĕнче пурăнать. Куллен-кун юратнă ĕçне васкать маттур хĕрарăм. Вăл тăван коллективра та хисепре. Пĕлĕвне хăй тĕллĕн ỹстерме, çĕнĕлĕхсене алла илме яланах вăхăт тупать, ертỹçĕ хушнине çийĕнчех пурнăçлать. Тăрăшулăхĕшĕн, чылай çул пĕр вырăнта тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна 2018 çулта Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин Тав çырăвĕпе чысланă. "Çынсене пулăшасси - питĕ сăваплă ĕç, манăн тивĕçĕм", - тет Зинаида Петровна. Çавăнпа та унăн сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. 

Л.ШУРЯШКИНА. 

Çынсене пулăшасси - сăваплă ĕç

Социаллă хỹтлĕх пайне кун каçипе кам кăна килмест-ши - вăрçă, ĕç, тыл ветеранĕсем, ачаллă çемьесем, репрессие пула шар курнисем тата ыттисем те. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕсен хамăр тăрăхра пурăнакан халăхăн пĕтĕм категорийĕпе тенĕ пекех ĕçлеме тỹр килет. Вĕсен ĕçĕ питĕ яваплă та нумай енлĕ. Кашниех мĕн ыйтупа çитнипе, ăна мĕскер пăшăрхантарнипе кăсăкланмалла, пултарнă таран пулăшу памалла. Ку ĕçре тăрăшакансен ăш пиллĕх, ырă кăмăллăх, тимлĕх, çынсене итлеме пĕлни малти вырăнта тăмалла. Çав вăхăтрах пысăк тỹсĕмлĕх те кирлех. Зинаида Майорован вара, асăннă пайăн эксперт специалисчĕн, çак енсем пурте шайлашуллă.

Ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм çирĕм çула яхăн пĕр вырăнта тимлет. Хăйĕн тивĕçĕсене пĕтĕм яваплăха туйса, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать вăл. Социаллă хỹтлĕх пайне килекенсен ыйтăвĕсене вырăнта татса пама тăрăшать. Ара, çынсем аякри ялсенчен те çитеççĕ-çке, уйрăмах ватăсене темиçе хут çула тухма кансĕр. Çакна шута илсе пĕтĕм документсене кĕске вăхăтра, тĕплĕ тумалла. Граждансене коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен паракан компенсаци укçи-тенкине е телефонпа усă курнăшăн абонент тỹлевне шутламалла-и, социаллă пулăшу илекенсене консультаци кирлĕ-и - Зинаида Петровна çынсемпе яланах тимлĕ. "Ĕç ветеранĕ", "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята памалли документсем те социаллă ĕçченсен алли витĕр тухаççĕ. Çавăн пекех санатори-курортра канма çăмăллăхлă путевкăна тивĕçлисем те вĕсем патне çул тытаççĕ. Пахалăхлă пулăшу панăшăн, сапăр калаçнăшăн Зинаида Петровнăна клиентсем чунтан хисеплеççĕ, тав туса, ырă сунса тухса каяççĕ.

Зинаида Майорова Трапай ялĕнче пурăнать. Куллен-кун юратнă ĕçне васкать маттур хĕрарăм. Вăл тăван коллективра та хисепре. Пĕлĕвне хăй тĕллĕн ỹстерме, çĕнĕлĕхсене алла илме яланах вăхăт тупать, ертỹçĕ хушнине çийĕнчех пурнăçлать. Тăрăшулăхĕшĕн, чылай çул пĕр вырăнта тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна 2018 çулта Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин Тав çырăвĕпе чысланă. "Çынсене пулăшасси - питĕ сăваплă ĕç, манăн тивĕçĕм", - тет Зинаида Петровна. Çавăнпа та унăн сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

Л.ШУРЯШКИНА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5