ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул иртрĕ ĕнтĕ. Сăр хỹтĕлев чиккине тунăранпа 80 çул çитет пулин те вăрçăн йывăр çулĕсене паянхи кун та куççуль витĕр аса илсе: "Çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăр. Эпир тỹснĕ йывăрлăха никам та ан куртăр", - тет вăрçă хĕн-асапне, хуйхи-суйхине, пысăк çухату чун-чĕрене амантса хăварнине тỹссе ирттернĕ, пĕр ĕмĕр урлă каçнă манăн асанне - Ирина Алексеевна Герасимова.
103 çула çитрĕ пулин те, асаннен тăнĕ питĕ çирĕп, пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине халĕ те питĕ лайăх астăвать, кашни самантне аса илсе каласа кăтартать.
Манăн асанне, Ирина Алексеевна Герасимова (хĕр чухнехи хушамачĕ Игушкина), 1917 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Трапай ялĕнче çуралнă. Амăшĕнчен кăкăр ачи юлнăскерне, ашшĕпе аппăшĕсем пăхса ỹстернĕ. Асанне Трапай, Турхан, Хĕрлĕ Чутай шкулĕсенче ăс пухнă хыççăн Етĕрнери педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. "1935 çулта математика учителĕн специальноçне алла илтĕм, тăван тăрăха вĕрентекен пулса таврăнтăм. Унтан Мăн Этменти вăтам шкулта ачасене вĕрентме тытăнтăм. Çамрăклах пĕлỹ çуртне ура ярса пусрăм пулсан та ачасене çирĕп тытаттăм. Вĕренекенсем те мана хисеплетчĕç, юрататчĕç. Çак шкулта ĕçленĕ вăхăтра хамăн пулас мăшăрăмпа, Павел Михайлович Герасимовпа, паллашрăм", - каласа парать иртнине аса илсе вăл. Пирвайхи юратăвне аса илсен асаннен куçĕ халĕ те телейлĕн çиçет. "Пĕррехинче шкулта РОНО-ран урок итлеме Павел Герасимов инспектор килчĕ. Аллине папка тытнăскер, манăн математика урокне итлеме кĕчĕ. Эпĕ урок ирттеретĕп, вăл мана куçран пăхать. Вăтанса кайрăм, унăн сăн-пичĕ те хĕрелчĕ. Пĕр-пĕрне çавăн чухне саврăмăр. Урока епле ирттертĕм-ши? Питĕ пăлхантăм... Тепĕр çулнех эпир çемье çавăртăмăр", - тет асанне савăнăçлăн.
Асатте, Павел Михайлович Герасимов, 1912 çулхи январь уйăхĕнче çуралнăскер, Ваçкаçырми ялĕнчен пулнă. 1931-1932 çулсенче Мăн Этменти шкулта вырăс чĕлхи вĕрентнĕ, каярахпа çутĕç пайĕн инспекторĕнче тăрăшнă. Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕскерсен телейпе киленсе пурăнмалла та пурăнмалла пек, анчах ăнсăртран инкек сиксе тухнă. Асанне 20 кун каялла кăна çуратнă ывăлĕпе килте пулнă чухне вĕсем патне шкултан тирпейлỹçĕ чупса пынă та Павел Михайловича йĕрке хуралçисем урокранах тытса кайнине пĕлтернĕ. Çак кун районта 40 çынна, çав шутра 14 учителе, ним айăпсăрах арестленĕ. Вĕсем контрреволюциллĕ организаци йĕркеленĕ имĕш. Çапла вара 20 çулхи Ирина Алексеевна 20 кунхи тĕпренчĕкĕпе "халăх тăшманĕн" арăмĕ пулса юлнă. Асаттене малтан Улатăр тĕрмине çитернĕ, унтан Карелине илсе кайнă. Вĕсене хĕлле вăрман кастарнă, çуллахи вăхăтра шыв тăрăх йывăçсем юхтарса сулăсем çыхтарнă.
Асанне çамрăк чухнех хастар та ăслă пулнă. Пĕчĕк ывăлне асламăшĕпе хăварса асатте патне Карелине çитме пултарнă. Вăрттăн тĕл пулнă вăхăтра асатте ăна çыру ывăтса панă. Вăл хăйне тĕрĕс мар айăпланине пĕлтерсе çĕршыв прокурорĕ патне çырнă. Асанне çак çырăва Мускава кайса тĕп прокурор патне çитернĕ. Çакăн хыççăн асаттене, нумай тĕрĕсленĕ хыççăн: "Айăп çук", - тесе ирĕке кăларнă. Таса ята тавăрнă вĕрентекене шкул директорĕнче ĕçлеме шаннă. "Валерий хыççăн Толя ывăлăм кăна çуралма ĕлкĕрчĕ, хаяр вăрçă пуçланчĕ, çĕршывăмăр йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕ. Хаяр тăшман Мускав патне çывхара пуçларĕ, - тет асанне. - Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Сăр юханшыв хĕрне хỹтĕлев чиккине чавма каймаллине пĕлтерчĕç. Мăшăрăма, Павел Михайловича, Сăр шывĕ тăрăхĕнчи хỹтĕлев сооруженийĕсем тумалли ĕçре начальника çирĕплетрĕç. Вăл çак ĕçе лайăх йĕркелесе ярас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр, киле те килмесĕр, мĕнпур вăй-халтан тăрăшрĕ. Эпĕ те пĕчĕк ывăлăмсене асламăшĕпе хăварса, халăхран юлмасăр, окопсем чавнă çĕре хутшăнтăм. Çак окопсем çын çỹллĕшĕнчен те тарăнрахчĕ. Шăннă тăпрана лумпа катма, кĕреçепе хамран çỹлерех ывăтма вăй çитернĕ эпĕ ун чух. Халăх ялăн-ялăн ĕçлетчĕ. Ытти районсенчен илсе килнĕ çынсем те пурччĕ. Окопсене хăвăртрах чавса пĕтерес тесе тăрăшнипе çавăнтах, çĕрпỹртсенче, çĕр каçни те пулатчĕ. Мăшăрăм ĕçе питĕ лайăх йĕркелесе пычĕ. Вăл ертсе пыракан вăрçăпа вĕрентỹ пункчĕн çыннисем, салтакĕсем, ĕç нормине пĕр кунта 140 процента çитернĕ. Çирĕп дисциплина пулни пулăшнă. Куçса çỹрекен Хĕрлĕ Яла-ва та, тĕрлĕ наградăсене те илме тивĕç пулчĕ вăл. Ăна панă Тав çырăвĕнче çапла çырнăччĕ: "Сăр шывĕ тăрăхĕнчи оборона сооруженийĕсем тумалли вăрçăпа вĕрентỹ пункчĕн начальникĕ П.М.Герасимов - чи лайăххи. Вăл çирĕп дисциплина тытса, ĕçе лайăх йĕркелесе пынипе, кĕске хушăра 4996 кубла метр окоп чавнă, 5 çĕрпỹрт тунă, вут-çулăм пункчĕсем валли 16 пура, 16 комплект амбразура тунă..." 1942 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнчи 93 номерлĕ хушупа асаттене тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Автономлă Советлă Совет Президиумĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Сăмах май, асанне каласа панине çирĕплетекен документсем район архивĕнче упранаççĕ. Унтах асаттене ырласа панă характеристика пур.
Декабрь вĕçĕнче Сăр хỹтĕлев чиккине тумалли ĕçсем вĕçленсен асанне мăшăрне вăрçа ăсатса янă. 1943 çулта асатте Курс пĕкки çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă, лейтенант званийĕпе 605 номерлĕ стрелковăй полкра взвод командирĕ пулнă. Пĕр хаяр çапăçура вăл командира хỹтĕлесе питĕ хытă аманать, Курск хулин 350 номерлĕ госпиталĕнче вилсе каять. Ăна çак хулари офицерсен мемориалĕ çине пытарнă. Асанне ывăлĕсемпе асаттен вил тăприйĕ çине темиçе хутчен те кайса килнĕ, мрамор плити çине унăн сăн ỹкерчĕкне те вырнаçтарнă.
"Çỹлти Турă мана вăрăм кун-çулне те, телейне те панă. Анчах хаяр вăрçă пĕр шелсĕр телейĕме таптарĕ, чун-чĕре суранĕ хăварчĕ", - куççульне шăла-шăла илчĕ асанне.
Çак вăрăм ĕмĕр тăршшĕнче темĕн те курса тỹсме тивнĕ пулсан та асанне халĕ те пурнăçа юратас туйăмне чакармасть, çутçанталăка юратать, уçă сывлăшра пулма кăмăллать. Çуллахи кунсенче мăшăрăм Слава туса панă пахчари чуччу çинче ларать, таврари илемлĕ чечексемпе киленет. Кỹршĕсем çак çулти асанне çутçанталăка юратнинчен, канма пĕлнинчен, яланах сăмах хушнинчен, кашнинчех сывлăх суннинчен тĕлĕнеççĕ. Чăннипех те, асанне халĕ те хăнасене питĕ тарават. Пуринпе те ăш пиллĕн, кăмăл туллин калаçать вăл.
Акă 102 çул çитнипе хăйне саламлама килнĕ сумлă хăнасене, купăс кĕввипе илемлĕ юрăсем шăрантарнине паянхи кун та хĕпĕртесе аса илет вăл: "Мана ват çынна хисеп туса, ыр сунса килнĕшĕн пурне те хамăн пек вăрăм кун-çул, ĕçре çитĕнỹсем сунатăп", - тет.
Асанне пире те, мăнукĕсене, шкулта тăрăшса вĕренме хистетчĕ. Халĕ кĕçĕн мăнукĕсене çавнах калать: "Вĕренни хăвăр валли", - тет. Вăл каланине пуçа хывсах ĕнтĕ, эпĕ те, мăнукĕ, асаттепе асанне çулĕпех кайса вĕрентекен пултăм. Мăн Этменти шкулта 34 çул тăрăшатăп. Кĕçĕн мăнукĕсем те, Вальăпа Аня, шкула ылтăн медальсемпе пĕтерчĕç. Гена та пур предметпа "5" паллăсемпе вĕренчĕ. Аня И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне хĕрлĕ дипломпа вĕçлесе учитель специальноçне алла илнĕшĕн асанне питĕ савăнчĕ. Ăна: "Маттур ватă мамакпа маçак çулĕпе кайнăшăн, Герасимовсен йăх-несĕлĕ, учитель династийĕ малалла тăсăлать. Çакă мана малалла пурăнма вăй-хал парса тăрать", - терĕ тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, шкулта ачасене 43 çул ытла вĕрентнĕ учитель-пенсионер. Вăрçă çулĕсенчи, Сăр хỹтĕлев чиккине тунă ĕçри йывăрлăхсене çĕнтерсе малашлăх ĕмĕт-шухăшĕсене çухатман, халĕ те чун хавалĕпе пурăнакан асаннепе эпир мăнаçланатпăр. Халĕ те çивĕч ăстăнпах пулнинчен тĕлĕнетпĕр, хисеплетпĕр, юрататпăр. Вăл пурришĕн чунтан савăнатпăр. Чăннипех те, паттăр, ырă кăмăллă çын вăл - пирĕн асанне.
Мăнукĕ Ирина Валерьяновна МЕРЗЛАЙКИНА (ГЕРАСИМОВА).
Ноябрь 2024 |