Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 05.02.2021, 10:57 Просмотров: 595

Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне хăйĕн пĕрремĕш Çырăвĕпе тухрĕ. Ăна итлеме хутшăннисен йышĕнче район пуçлăхĕ Владимир Мурайкин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров пулнине палăртмалла.

Халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси - хăйĕн сăмахне Олег Николаев патшалăх тата муниципалитетсен влаçĕсен умĕнчи тĕп тĕллеве палăртнинчен пуçларĕ. Çак тĕллеве пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине хакламалли индикаторсене Владимир Путин Президент йышăнăвĕсем палăртаççĕ. Вĕсене тĕпе хурса наци проекчĕсене хатĕрленĕ. Республика пĕлтĕр социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх программине йышăнса саккунпах çирĕплетрĕ. Çавăн пекех 2035 çулчченхи аталану стратегине палăртнă. "Ĕçĕн уçăмлă планĕ пур", - терĕ Олег Алексеевич.

Халăх пĕрле вĕрсе хапха уçма пултарнине аса илтернĕ май вăл Чăваш Енре пурăнакансем вăрçă çулĕсенче Сăр тата Хусан енче окоп чавни çинчен каларĕ. Тĕлĕнмелле пысăк тата паттăр ĕç: "Эпир вара - çав çынсен тĕпкĕчĕсем, пĕрле пулсан темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултарăпăр". Паттăрлăх тенĕрен, Олег Алексеевич вĕсене халалласа Куславкка районĕнче палăк лартма йышăннине палăртрĕ, ун валли хăйсен харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене тỹлевсĕр пама килĕшнĕ çынсене хушаматран асăнсах тав турĕ.

Иван МИХОПАРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне тухнă Çырăвне итлеме ĕçтешсемпе пĕрле эпĕ те хутшăнтăм. Олег Алексеевич хăйĕн сăмахне республикăра пурăнакан халăхăн пурнăç шайне ỹстересси тĕп тĕллев пулнинчен пуçларĕ. Пĕтĕмпе вара вăл 21 тĕллев палăртрĕ. Çаксене пурне те пурнăçласан, чăнах та, халăх пурнăçĕ лайăхланать тесе шутлатăп. Çырура палăртнă сăмахсем кашнинех пырса тивеççĕ, тĕрлĕ министерство-ведомствăра ĕçлекенсене те, район ертỹçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те... Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн пурин те ĕçлемелле.

Олег Алексеевич хăйĕн Çырăвĕнче чылай сферăри çивĕч ыйтăва хускатрĕ. Хамăр районшăн çакă паллă пулчĕ: пирĕн инвесторсем валли условисем туса памалла. Сăмахран, район территорийĕнче усă курман çĕр нумай. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртмен, унта кам кĕтỹ пăхать, кам выльăх валли утă хатĕрлет. Çак çĕрсен паспортне тумалла, вĕсем çинче опытлă, укçаллă çынсем ĕçлеме пултарччăр. Çакна та асăнса хăварас килет. Сăмахран, эпир иртнĕ çул район центрĕнче нумай хваттерлĕ çурт тума шутларăмăр, тума пуçличчен виçĕ уйăх иртрĕ. Чи малтан лаптăкне тасатрăмăр, çĕр документне турăмăр, çавăнпа вăхăт тăсăлса кайрĕ.

Регион ертỹçи кадрсем çитменни пирки те асăнчĕ. Ман шутпа, ку тĕрĕс. Чылай сферăра специалистсем çитменни палăрать. Кадрсемпе шкул саккинченех ĕçлеме пуçламалла. Студентсемпе те çыхăну тытсах тăмалла, района кирлĕ кадрсем ĕçлеме таврăнччăр.

Çырури 19-мĕш пункт пирĕн район валлиех пулчĕ. Вăл туризм аталанăвĕпе çыхăннă. Пирĕн Турă пани - Сăр юханшывĕ - пур, вăл пилĕк ял тăрăхĕ витĕр (Атнартан пуçласа Пантьăка таран) юхать. Унпа пирĕн усă курма пĕлмелле, туристсене илĕртмелле. Çавăнпа та çак ял тăрăхĕсен кашнин ку енĕпе паспорт тăвас енĕпе ĕçлемелле.

Çулсем пирки сăмах хускатнă май Олег Николаев Элĕкпе Хĕрлĕ Чутай районĕсене çыхăнтаракан çул тума палăртни пирки пĕлтерчĕ. Ку пирĕншĕн ырă хыпар пулчĕ. Çавăн пекех пирĕн районта кăçал "Аликово - Старые Атаи - Сура - Верхнее Аккозино - Кузнечная" автомобиль çулĕ çинче калăпăшлă юсав иртĕ.

Сывлăх сыхлавне модернизацилеме, больницăсенче юсавсем ирттерме тата çĕнĕ оборудовани туянма палăртнине те ырласа йышăнатăп. Вĕренỹ тытăмĕнче те улшăнусем пулĕç. Акă кăçал республикăри ялти тата пĕчĕк хуласенчи шкулсенче пурĕ 61 "Точка роста" центр уçăлмалла, вĕсенчен пĕри Питĕркассинчи шкулта хута каймалла. Çавăн пекех кăçал Атнарти, Çĕн Атикассинчи шкулсенче, "Пилеш" ача садĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем иртмелле. "Вĕрентỹ" наци проекчĕн "Кашни ачан ăнăçăвĕ" направленийĕпе Мишеркассинчи шкулта спортзал юсавне пурнăçламалла.

Культура отрасльне аталантарасси пирки те калаçу пычĕ. ЧР Культура министерстви пулăшнипе эпир те ялсенчи Культура çурчĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе пыма тăрăшатпăр. Кăçал районти Культура çуртĕнче, Атнарти, Мăн Этменти клубсенче капиталлă юсав тума шутлатпăр. Кунсăр пуçне Серенкассинчи клубра та юсав иртмелле, Штанашри Культура çуртне модернизацилемелле.

Регион Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Çырăвĕ халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстерес, республикăн пĕлтерĕшлĕ отраслĕсене аталантарас тĕллевлĕ. Çырура асăннă пур тĕллевпе задача та пирĕн малашнехи ĕç ориентирĕ пулса тăрĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртес тесен пирĕн хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех пурнăçламалла.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31