Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Райпо ĕçченĕсем иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 26.02.2021, 10:18 Просмотров: 384

Февралĕн 24-мĕшĕнче районти потребительсен обществинче тăрăшакансем 2020 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, кăçал тумалли ĕçсене палăртрĕç.

Уполномоченнăйсен пухăвне Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, райпо Канашĕн председателĕ Александр Степанов хутшăнчĕç.

paleikinaEЧи малтанах 2020 çула пĕтĕмлетекен докладпа райпо председателĕ Александр Степанов паллаштарчĕ, вак суту-илỹри, обществăлла апатланури, промышленность производствинчи тата ытти енĕпе план кăтартăвĕсене пурнăçлас ĕçе тишкерчĕ. Пĕлтĕр хуçалăх ĕç-хĕлĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 471 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Вак суту-илỹри тавар çаврăнăшĕ 311 миллион ытла тенкĕ пулнă. Обществăлла апатлану тытăмне 16 предприяти кĕрет, вĕсен çаврăнăшĕ 45 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул райпо промышленность продукцине 65 миллион ытла тенкĕлĕх сутнă, плана 102 процент ытла пурнăçланă. "Четайское" ТЯО, сăмахран, 2020 çулта çăкăрпа булка изделийĕсене 997 тонна пĕçернĕ. Вĕсенчен: çăкăр - 693 тонна, булка изделийĕсем - 183,1 тонна, шушкă изделийĕсем - 82,5 тонна, сухари - 35,9 тонна, кондитер изделийĕсем - 150,6 тонна.

Районта суту-илỹпе конкуренци пысăк пулни райпо ĕçченĕсене çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме хистет. Кунта çулсерен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе пыма тăрăшаççĕ. 2020 çулта ăна çĕнетме 14 миллион та 167 пин тенкĕ янă.

Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче райпо çулсерен чылай кăтартусемпе палăрать, кунта ирттерекен конкурссенче малти вырăнсене йышăнать. 2020 çулхи виççĕмĕш кварталти республикăри экономика ăмăртăвĕнче райпо пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 500 миллион тенкĕрен сахалрах потребительсен обществисем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хатĕрлев ĕç-хĕлне, кунсăр пуçне производство ĕç-хĕлне аталантарнăшăн пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çăкăр пĕçерессипе чи лайăх кăтартупа палăрнăшăн райпо иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Çĕрулми тата пахча çимĕç туянассипе чи лайăх кăтартусем тунăшăн та виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех райпо республикăра 2020 çулта иртнĕ "Потребительское общество - лидер работы с личными подсобными хозяйствами Чувашпотребсоюза" конкурсра çĕнтерсе иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2019 çулшăн вара райпо "Лучшее потребительское общество по организации работы с личными подсобными хозяйствами в ЦС РФ" ята тивĕçнĕ. Çак мĕнпур малти вырăнсемшĕн райпо коллективне Валерий Михайлович Дипломсемпе сертификатсем парса чыс-ларĕ. Кунсăр пуçне Валерий Павлов "Хурăн шывĕ" напиток Пĕтĕм Раççейри "100 лучших товаров России" конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн мухтарĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн Тав çырăвне пачĕ.

semgaikinaLПухура чыслав та пулчĕ. Чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, кооперацие аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн тата Чăвашпотребсоюз йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ май "Четайское" ТЯО-н тĕп бухгалтерне Елена Александровна Палейкинана РФ Центросоюзĕн Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. 1-мĕш номерлĕ гастрономра тăрăшакан Семгайкина Лидия Ивановна "Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" ята тивĕçрĕ. "Четайское" ТЯО-н кăлпасси цехĕн мастерĕ Елена Григорьевна Глибина тата Шулю лавккинче тăрăшакан Мария Александровна Тунейкина "180 лет потребительской кооперации Российской Федерации" медале илме тивĕç пулчĕç. Çавăн пекех чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райпо водителĕ Николай Федорович Шуськин Чăвашпотребсоюз Канашĕн Хисеп грамотине, "Четайское" ТЯО закройщикĕ Зоя Александровна Картмасова Чăвашпотребсоюз Канашĕн Тав хутне тивĕçрĕç.

Унсăр пуçне чылай ĕçчене ĕçри лайăх кăтартусемшĕн райпон Хисеп хучĕсемпе наградăларĕç.

Н.МИДАКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5