Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Малаллах утма тăрăшатпăр

Категория: Общество Опубликовано: 26.02.2021, 10:43 Просмотров: 588

Ĕçсене пĕтĕмлетсе, тĕллевсене палăртса

Февралĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче анлă канашлу иртрĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ Павел Владимирович Данилов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Ильич Черкесов тата Николай Владимирович Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Михайлович Павлов, район пуçлăхĕ Владимир Иванович Мурайкин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Николаевич Михопаров, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти тĕрлĕ организацисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Унта районăн 2020 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тата 2021 çулта туса ирттермелли ĕçсене тишкерчĕç.

Канашлу ĕçре тата вĕренỹре палăрнисене наградăсем панинчен пуçланчĕ. Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, халăха кăмăл-сипет тата патриотизмла воспитани панăшăн, Чăваш Республики умĕнче ытти тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Николай Денисович Иванейкина, Валентина Матвеевна Коракована, Людмила Николаевна Мадебейкинана, Юрий Александрович Николаева, Эдуард Васильевич Романова, Геннадий Петрович Ухлинова "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" асăну медальне парса чысларĕç.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçе активлă хутшăннăшăн "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕн тĕп инженерĕ Алексей Иванович Воронов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Чăваш Республикин Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертỹçин Тав сăмахне райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Алина Геннадьевна Мурайкина илчĕ.

muzakovaOНумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, район аталанăвне тỹпе хывнăшăн райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ольга Викторовна Музякова, райадминистрацин централизациленĕ бухгалтерийĕн пай начальникĕ - тĕп бухгалтерĕ Светлана Николаевна Эзенкина тата "Свобода" колхозăн машинăпа сăвакан операторĕ Надежда Николаевна Иванова Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Çул-йĕр çинче аманасран ачасем хушшинче профилактика ĕçне лайăх туса пынăшăн Шулю шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Елена Ивановна Инжебейкинана, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн методистне Алина Олеговна Калейкинана, Мăн Этмен вăтам шкулĕн пуçламăш классен учительне Галина Геннадьевна Кукушкинана, Хусанушкăнь шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Вера Алексеевна Нагорована, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн педагог-библиотекарьне Лилия Александровна Чеченешкинана Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Тав çырăвне парса чысларĕç. Çавăн пекех лайăх вĕреннĕшĕн тата активлă пулнăшăн Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен Дарья Сергеевна Романова, Атнарти вăтам шкул вĕренекенĕ Валерия Алексеевна Степанова, Мăн Этменти вăтам шкул вĕренекенĕ Даниил Сергеевич Чернов Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Тав çырăвне илчĕç.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хальхи вăхăтра Питĕркасси шкулĕн директорĕнче тăрăшакан Александр Викторович Башкирова нумай çул ĕçленĕшĕн тата вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн муниципаллă пĕрлешỹсен Пĕтĕм Раççейри конгресĕн хисеп паллипе наградăларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, районăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май, муниципалитет малалла та аталаннине каларĕ. 2020 çулта районăн пĕрлештернĕ (консолидированный) тупăш бюджечĕ 726,9 млн тенкĕлĕх пурнăçланнă, 2019 çулхи кăтартупа танлаштарсан, 276,3 млн тенкĕ ытларах (161,3 процент) кĕнĕ. Харпăр хăй тупăшĕн калăпăшĕ 69,2 млн тенкĕ, 2019 çулхи кăтартупа танлаштарсан, 3,2 млн тенкĕ ытларах (104,9 процент) кĕнĕ. Уйрăм çынсенчен те налук 2,6 млн тенкĕ ытларах кĕнĕ, кунта "Эстет" общество 2 млн тенкĕ ытла тата "Нива" ЯХПК 0,66 млн тенкĕ хывнине палăртмалла.

Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ тăкаксем енĕпе 672,6 млн тенкĕлĕх пурнăçланнă, 2019 çулхи кăтартупа танлаштарсан, 239,3 млн тенкĕ (155,2 процент) ытларах. Тăкаксем хушшинче социаллă культура сфери пысăк вырăн йышăнать, 54,5 процент (366,6 млн тенкĕ), унтан "Наци экономики" - 22,3 процент (208,5 млн тенкĕ), "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх" - 13,7 процент (92,4 млн тенкĕ).

Пĕлтĕр районта 13 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Çавна валли 169,6 млн тенкĕ тăкакланă, 48 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, вĕсен шутĕнче пысăкраххисем:

- "Коминтерн" ЯХПК-ра 600 пуçлăх ĕне ферми (проект хакĕ - 70 млн тенкĕ, 2 ĕç вырăнĕ тунă, уйăхри вăтам ĕç укçи - 25 пин тенкĕ);

- хресченпе ферма хуçалăхне ертсе пыракан М.В. Жерженова 50 пуç выльăх-чĕрлĕх валли вите (проект хакĕ - 3 млн тенкĕ, 2 ĕç вырăнĕ тунă, уйăхри вăтам ĕç укçи - 14 пин тенкĕ);

- хресченпе ферма хуçалăхне ертсе пыракан Ю.С.Лаптев тыр-пул усрамалли кĕлет тунă (проект хакĕ - 2 млн тенкĕ);

- "Эстет" общество вырнаçнă çурта реконструкциленĕ (тăкакĕ - 9,8 млн тенкĕ, 25 ĕç вырăнĕ тунă, уйăхри вăтам ĕç укçи 30 пин тенкĕ);

- "Сирень" кафе, "Пятерочка" суту-илỹ сечĕ, "Московская ярмарка", "У дома", "Сезонный", "Автозапчасти" лавккасемпе В.Н.Хорайкинан парикмахерски уçăлнă тата ытти те.

Район вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфратытăм аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçлас ĕçе активлă хутшăнать. 2020 çулта пурĕ 66,8 млн тенкĕлĕх 79 проект (2019 çулта 30,6 млн тенкĕлĕх 49 проект) пурнăçланă. Вĕсенчен 37 проекчĕ çулсене юсассипе çыхăннă, пĕтĕмпе 23,6 км çул юсанă. Кăçал 59 млн ытла тенкĕлĕх 75 проект пурнăçа кĕртме палăртнă.

"Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераллă проект та ялта пурăнакансен пурнăçне хăтлăрах тăвас тĕллевлĕ. Асăннă программăпа килĕшỹллĕн Хĕрлĕ Чутай салин I-мĕш Завод урамĕнчи 59 тата 65-мĕш çуртсем патĕнчи урам территорине 3,3 млн тенкĕлĕх хăтлăх кỹнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешỹсенче граждансен пурăнмалли хутлăхĕн хăтлăлăхне ỹстермелли хушма мерăсем çинчен" указĕпе килĕшỹллĕн урам территорийĕсене хăтлăлатас енĕпе 15 млн тенкĕлĕх тăхăр проект пурнăçа кĕртнĕ.

"Çурт-йĕр" федераллă проектпа районти ялсенче ĕçлесе пурăнакан тăхăр çамрăк çемьепе специалиста 7,6 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă. Кунсăр пуçне тăлăх 12 ачана пурĕ 12 млн ытла тенкĕлĕх пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.

Юлашкинчен ларăва пухăннисем пĕр саслăн пулса малашне те йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, аталанма майсем тупса, пуррисемпе туллин усă курса тăван района çитĕнỹ çулĕпе уттарма тĕллев лартрĕç.

А.ОРИНОВА, Н.МИДАКОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1