Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕçре палăрнă ентешĕмĕре хисеп туса

Категория: Общество Опубликовано: 12.03.2021, 20:38 Просмотров: 548

Шăп Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче Туктамăш ялĕнче Социализмла Ĕç Паттăрĕн Дарья Никитична Григорьеван (хĕр чухнехи хушамачĕ - Кортунова) тăван килĕнче унăн астăвăм хăмине çакрĕç. Ку ĕçе пуçараканĕ - ГСВГ (Германири совет çарĕсен ушкăнĕ) ветеранĕсен районти уйрăмĕ. Ăна 2018 çултанпа Олег Николаевич Зайцев ертсе пырать. Патриотизм туйăмне мала хуракан асăннă уйрăм пурнăçран уйрăлнă тата паянхи кун пурăнакан районти паллă çынсен, район е çĕршыв аталанăвне пысăк тỹпе хывнă маттур ентешсен паттăрлăхĕ пирки çамрăк ăру ан мантăр, пĕлтĕр тесе ку ырă ĕçе малалла та тăсасшăн.

GrigorevaDКам-ха вăл Дарья Никитична Григорьева? Мĕнпе палăрнă вăл? Çамрăксем кăна мар, аслăрах çулхи пур район çынни те çак ыйту çине тỹрех хурав параймасть пуль. Дарья Григорьева - хăйĕн тăрăшулăхĕпе ĕçри пысăк кăтартусене тивĕçнĕ ентеш. СССР-ăн Аслă Канашĕн Президиумĕн 1966 çулхи мартăн 22-мĕшĕнчи указĕпе вăл Социализмла Ĕç Паттăрĕн ятне тивĕçнĕ, ăна Ленин орденĕпе тата "Серп и молот" медальпе наградăланă.

Дарья Никитична 1913 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче Туктамăш ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче кун çути курнă. 12 çултах амăшĕсĕр тăрса юлнă вăл, асли пулнăран кил-хуçалăхри пур ĕç те унăн хулпуççийĕ çине тиеннĕ, çавна пулах унăн шкулта вĕренме пăрахма тивнĕ.

1936 çулта Дарья Никитична Вăрнар каччине - В.Г.Григорьева - качча тухнă. Çамрăк мăшăр Свердлов облаçĕнчи Белоярски районне ĕçлеме тухса кайнă. Дарья Григорьева Хромцевăри совхозра поварта ĕçлеме тытăннă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пур йывăр ĕç те хĕрарăмсем çине тиеннĕ, вĕсем хăйсемех сухаланă, акнă, тухăçа пуçтарса илнĕ. Дарья Никитична вăрçă вăхăтĕнче трактористра вăй хунă.

"Дарья Никитична Григорьева Социализмла Ĕç Паттăрĕ Туктамăш ялĕнчен пулнине çамрăксем кăна мар, ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ те пĕлмест. Хамăрăн маттур ентешсем пирки пирĕн пĕлмеллех, вĕсем пирки ырă астăвăм хăвармалла, çитĕнекен ăрăва каласа памалла", - тет ГСВГ ветеранĕ, Дарья Никитичнăн тăван килĕпе кỹршĕлле пурăнакан, астăвăм хăмине çакас сĕнỹпе тухнă, хăй те çак ĕçе хастар хутшăннă Иосиф Окайкин.

Нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕ хыççăн Дарья Григорьева каллех повар ĕçне кỹлĕннĕ, анчах та кăшт вăхăт иртсен хăйне дояркăра ĕçлесе тĕрĕслесе пăхма шут тытнă. Фермăра ĕçлеме тытăннă пĕрремĕш кунтанах ентешĕмĕр хастарлăхĕпе, ĕç дисциплинипе, тăрăшулăхĕпе, сăпайлăхĕпе уйрăлса тăнă. Çавăнпах кăтартăвĕсем те лайăхлансах пынă. 1960 çул пĕтĕмлетĕвĕпе унăн пĕр ĕнерен илнĕ сăвăм 5 пин килограмм сĕтпе танлашнă. Фермăра ĕçленĕ хушăра вара вăл пĕтĕмпе 1,5 миллион килограма яхăн сĕт суса илнĕ. Дарья Никитична çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартнă, вĕсене пулăшса тата вĕрентсе пыма та вăхăт тупнă.

Ĕçри тăрăшулăхшăн Дарья Никитичнăна пĕр хутчен кăна мар Хисеп тата Тав хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Вăл СССР халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне тăтăшах хутшăннă. 1961 çулта ăна Свердлов облаçĕн Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ. Çỹлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, сĕт туса илес кăтартăва ỹстерес ĕçре çитĕнỹсем тунăшăн 1966 çулта Дарья Григорьевана Социализмла Ĕç Паттăрĕн ятне панă. Район центрĕнчи Çĕнтерỹ лапамĕнче ентешĕмĕре асăнса мемориаллă хăма та пур.

Тăван яла Дарья Григорьева 1992 çулта таврăннă. Вăл 2001 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче 88 çула кăшт çитеймесĕр пурнăçран уйрăлнă. Ăна ял-йыш Туктамăш ялĕн масарĕ çинче пытарнă.

Шел те, çак паттăр хĕрарăм районти ялхуçалăх аталанăвне тỹпе хывайман, апла пулин те ентешĕмĕр ĕçчен чăваш халăхĕн сумне аякра хастар ĕçлесе çĕкленĕ.

doska3doska2

Н.МИДАКОВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1