Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хăтлăхра ыр курса пурăнасчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 26.03.2021, 10:37 Просмотров: 567

Вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ бюджетпа усă курса республикăра кăна мар, пирĕн районта та юлашки çулсенче чылай проект пурнăçланнă. Асăннă проектсем вырăнти йывăрлăхсене татса параççĕ, инфратытăма аталантараççĕ, салара кăна мар, ялта пурăнакансен пурнăçне те хăтлăрах тума пулăшаççĕ. Сăмах май, пуçарулăх çинче никĕсленнĕ бюджетпа усă курас енĕпе хĕрлĕчутайсем хастар ĕçлекенсен йышĕнче. Çакă влаçпа ял çыннисем хушшинчи çыхăну çирĕпленсе пынине кăтартать.

Иртнĕ çул районта 66 858,1 пин тенкĕлĕх 79 проект пурнăçа кĕнĕ. Вĕсенчен 37-шĕ ял тăрăхĕсенчи çулсене юсассипе çыхăннă. Асăннă проектсемпе усă курса 23,6 километр çула щебеньпе сарнă.

Кăçал та ку ырă практикăна малалла тăсас тĕллевлĕ. Райадминистрацин экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вунă ял тăрăхĕнче пурĕ 75 проект пурнăçа кĕртме палăртаççĕ.

. Акă Ачкасси ял тăрăхĕ Калкасси, Пĕрремĕш Липовка, Шулю, Ваçкаçырми ялĕсенче тата Серенкасси салинче пĕвесене йĕркене кĕртесшĕн. Кунсăр пуçне Пĕрремĕш Липовка ялĕнчи Липовка урамĕнче çул юсасшăн.

. Атнарсем 10 проект ĕçе кĕртесшĕн: Туканашри Тĕп урамри, Атнар салинчи Заречнăй, Черемушки поселокĕнчи Вăрман урамĕсенчи çулсене юсасшăн; Атнар салинчи Çамрăксен, Шоровăри Шкул çумĕнчи урамсенче шыв пăрăхĕсен сетьне юсасшăн; Сорăм тата Красный Яр ялĕсенчи пĕвесене тасатасшăн; Атнарта, Березовкăра тата Иккĕмĕш Липовкăра ачасем валли вылямалли площадка вырнаçтарасшăн.

. Мăн Этмен ял тăрăхĕнче пилĕк проект пурнăçланмалла: Шĕмшешпе Уйпуç ялĕсен çăвисем патне çул юсасшăн; пушарпа кĕрешме май пултăр тесе Шĕмшеш, Мăн Этмен тата Çĕн Ирчемес ялĕсенче пĕвесене хăтлăх кỹресшĕн.

. Тралькасси ял тăрăхĕ çичĕ проект пурнăçа кĕртесшĕн. Виçĕ проекчĕпе Кив Ирчемес ялĕнчи Тĕп тата Арман урамĕсенче, Мучикассинчи Пĕчĕк тата Падинка урамĕсенче, Турханти Тĕп урамра çулсене лайăхлатасшăн. Тралькассинче спортпа ача оборудованийĕсем вырнаçтарасшăн. Мучикассинчи тата Турханти пĕвесене тасатасшăн. Кунсăр пуçне Турханти çаврăнмалли площадкăна хăтлăлатĕç.

. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче 14 проект пурнăçлама палăртнă. Пиллĕккĕшĕпе çул юсамалла: Хĕрлĕ Чутай салинчи Пионер, Çĕнĕ, Завод тата Карл Маркс урамĕсенче; Туктамăш ялĕнчи Пĕчĕк урам вĕçĕнче, Тумликассинчи Симĕс урамра. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай салин Октябрь, Пионер, Ленин урамĕсенчи шыв пăрăхĕсен сетьне юсамалла; Хĕрлĕ Чутай салинчи Красноармейски, Октябрь урамĕсенчи тата Туктамăш ялĕнчи пĕвесене пушар хăрушсăрлăх тĕллевĕпе тасатмалла. Хĕрлĕ Чутай салин Комсомольски тата Советски урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта кану вырăнне хăтлăлатмалла. Кунсăр пуçне Хĕрлĕ Чутай салин Придорожнăй урамĕнчи шыв юхтарса кăлармалли тытăма юсамалла.

. Пантьăк ял тăрăхĕнче ултă проект ĕçе кĕртесшĕн: Хирлỹкассинчи Мир, Хватукассинчи Комсомольски, Пухтанкассинчи Буденный урамĕсенчи çулсене юсасшăн; Утаркассинчи пĕвене тасатасшăн; Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисене асăнса Хватукасси ялĕнче стелăпа палăк вырнаçтарасшăн.

. Питĕркасси ял тăрăхĕ вунпĕр проект пурнăçлама планланă. Хурапырта тата Питĕркассинче пушарпа кĕрешме меллĕ пултăр тесе пĕвесене йĕркене кĕртесшĕн. Вишенерте тата Питĕркассинчи Культура çурчĕн территорийĕнче кану вырăнĕсене тирпей-илем кỹресшĕн. Çавăн пекех Кỹпешпе Хурапыр ялĕсенче выляма тата спортпа туслашма ача площадкисем вырнаçтарасшăн. Хурапырти шыв пăрăхĕсен сетьне тата Кỹпешри скважинăна юсама палăртнă. Питĕркассинчи пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме кирлĕ пĕвесемпе çăва патне каякан, Хурапырти Тĕп тата Çĕн урамсенчи çулсене юсасшăн.

. Кив Атикассинчи ял тăрăхĕнче пурăнакансем Вырăсушкăнь, Анат Çĕрпỹкасси, Акташ ялĕсенче спорт площадкисем вырнаçтарассипе, Вырăсушкăньпе Яманкассинче шыв башнисене юсассипе тата Яманкассинче пĕве тасатассипе çыхăннă проектсене ырланă.

. Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче сакăр проект пурнăçланмалла. Çуррипе çул юсама пăхса хунă. Проектсем пурнăçа кĕрсен Тури Çĕрпỹкассинчи Мир тата Николаев урамĕсенчи, Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнчен масар патне каякан, Сĕнтĕкçырминчи Октябрь урамĕнчи çулсем лайăхланма тивĕç. Иккĕмĕш Хурашашри çăва картине тытма, çак ялтах ача площадки, Тракушкăнче вара спорт площадки вырнаçтарма, Иккĕмĕш Хурашашри пĕвене пушар хăрушсăрлăх тĕллевĕпе йĕркене кĕртме палăртнă.

. Штанаш ял тăрăхĕнче икĕ проект пурнăçланмалла: Штанаш салинче пĕве тасатмалла тата Арайкассинчи çăва территорине тирпей-илем кĕртмелле.

Пĕлме: кăçал 59134,1 пин тенкĕлĕх (республика бюджетĕнчен - 47307,3 пин тенкĕ, ытти - вырăнти бюджетсемпе халăх укçи) 75 проект пурнăçланмалла. Çулсемпе çыхăннă - 26, пĕве тасатассипе - 21, ача тата спорт площадкисем вырнаçтарассипе - 11, шыв пăрăхĕсен сетьне юсассипе - 6, кану вырăнне хăтлăлатассипе, шыв башнисене юсассипе тата çăвасене тирпей-илем кỹрессипе - 2-шер, стела тата палăк лартассипе, скважина тата шыв юхмалли тытăма юсассипе, территорие хăтлăх кỹрессипе 1-шер проект пурнăçлама пăхса хунă.

Асăннă пур проект та вырăнта тивĕçлĕ шайра пурнăçланасса шанас килет. Йĕри-тавра тирпейлĕ, хăтлă-тăк, шыв çителĕклĕ тата ялсенче çулсем яка пулсан пурăнма та аванрах. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5