Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Донорсем - çын пурнăçне çăлакансем

Категория: Общество Опубликовано: 23.04.2021, 13:50 Просмотров: 369

Çулсерен, 2007 çултан пуçласа, апрелĕн 20-мĕшĕнче Раççейре социаллă пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕрине - Донорсен наци кунне - паллă тăватпăр. Çак куна чăн малтанах донорсене - хăйсен юнне тата унăн компоненчĕсене пациентсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн паракан çынсене - халалланă.

Апрелĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче районти хисеплĕ донорсемпе тĕлпулу иртрĕ. Чи малтанах район пуçлăхĕ Владимир Мурайкин, райадминистраци пуçлăхĕ Иван Михопаров пухăннă ватăсене сывлăх сунчĕç. Темиçе çул хушши юн паракансем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланине палăртрĕç. Çынсем донор пулса юн параççĕ, çапла вĕсем инкеке лекнĕ, чирлĕ çынсен пурнăçне çăлма пулăшаççĕ. Район ертỹлĕхĕ малалла та донорсемпе тĕлпулусем йĕркелессине, вĕсене май çитнĕ таран тимлĕх уйăрассине пĕлтерчĕ.

Пухăннисем умĕнче райадминистрацин финанс пайĕн ертỹçи Ольга Музякова, районти тĕп больница поликлиникин заведующийĕ Людмила Кчеткова калаçрĕç, тĕрлĕ пулăшусем пирки каласа пачĕç. Людмила Кузьминична сăмах илнĕ май, донорсем валли район больницинче УЗИ, юн тымарĕсен тĕрĕслевĕсене, эмелсемпе тивĕçтерессине йĕркеленине каларĕ. Паянхи куна коронавируспа чирленине палăртакан анализа та пĕр чăрмавсăр пама пулать вĕсен.

Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Вера Ярабаева районти донорсем усă курма пултаракан çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ. Вера Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, районта 38 хисеплĕ донор пурăнать. 2012 çулта "О донорстве и ее компонентах" Федераллă саккун йышăннă. "Раççейре "Хисеплĕ донор" кăкăр паллипе наградăланă çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтересси" 23-мĕш статйи тăрăх, хисеплĕ донорсем çакăн пек çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ:

- çулсерен тỹлекен отпуска вĕсене çулталăкри чи меллĕ вăхăтра параяççĕ;

- медицина организацийĕсенчи пулăшусемпе черетсĕр усă кураяççĕ;

- ĕçленĕ е вĕреннĕ вырăнта санаторипе курорт сиплевне кайма çăмăллăхлă путевкăсем чи малтан илееççĕ;

- çулсерен хисеплĕ донорсене пĕр хутчен 15 пин те 109 тенкĕ те 46 пуспа танлашакан тỹлевпе тивĕçтереççĕ.

Районти 38 хисеплĕ донора кăçал пурĕ 574 159,48 тенкĕ куçарса панă. 2016 çулччен "Хисеплĕ донор" ята илнĕ пулсан, вĕсем "Ĕç ветеранĕ" ята илме пултараççĕ, пирĕн районта ку енĕпе ĕçе вĕçленĕ те ĕнтĕ. 2016 çул хыççăн хисеплĕ ята илнисем ку çăмăллăхпа усă кураймаççĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ Иван Михопаров кĕскен районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Район ертỹлĕхĕпе тĕл пулнă май хисеплĕ донорсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илме пултарчĕç.

Аварире аманнисене, ача çуратакан хĕрарăмсене, йывăр операци чăтса ирттернисене тăтăшах юн кирлĕ. Кунашкал йывăр лару-тăрăва кашниех лекме пултарать. Донор юнĕ вара пурнăçа çăлса хăварма пулăшĕ. Апла-тăк донорлăх - паттăрлăхпа танах.

М.МАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1