ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çурхи ака ĕçĕсене вĕçлесен ĕлĕкренех çĕр ĕçченĕ халăхпа пухăнса Акатуйра савăннă, маттур ĕçченсене чысланă, юрланă-ташланă, савăннă. Акă кăçал çак уява хĕрлĕчутайсем 68-мĕш хут паллă турĕç. Июнĕн 12-мĕшĕнче - Раççей кунĕнче - Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерỹ лапамĕ ир-ирех халăха илемлĕ юрă-кĕвĕпе йыхравларĕ.
Хĕрлĕчутайсене Раççей кунĕпе тата Акатуй ячĕпе саламлама ентешĕмĕр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев килсе çитрĕ. Çавăн пекех уява Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Игорь Моляков, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Павловпа Владимир Офаринов тата ытти хăнасем хутшăнчĕç.
Чи малтанах сумлă хăнасем район ертỹлĕхĕпе пĕрле ял тăрăхĕсен тата вĕренỹ учрежденийĕсен ĕçченĕсем хатĕрленĕ "кил картишĕсенче" пулчĕç. Хăнасене кунта çăкăр-тăварпа, наци апат-çимĕçĕпе сăйларĕç, юрă-ташăпа кĕтсе илекен те пулчĕ. Уява хутшăнакансем валли суту-илỹ ярмăрккипе алăстисен "Маттур-çке, Чутай ен!" куравне йĕркеленине те палăртмалла.
- Акатуй чăваш йăли-йĕркипе иртет. Ăна çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн, пулас тухăç ăнăçлă çитĕнтĕр тесе йĕркелеççĕ. Уява ирттерме тата йăлана пăхăнма пире аслă ăрăвăн халалĕ пулăшать. Пирĕн ăна пурнăçа кĕртмеллех тесе шухăшлатăп, - палăртрĕ Олег Николаев. - Паян - Раççей кунĕ. Хăш наци çынни, мĕнле тĕне ĕненнине, ăçта пурăннине пăхмасăр эпир пĕрле савăнатпăр, хамăр аслă çĕршывăн историйĕпе мăнаçланатпăр, малашлăха палăртатпăр. Пирĕн хамăрăн йăла-йĕркене упрамалла, хамăр вăя шанмалла, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртмелле, малалла çирĕп утмалла. Чăваш йăлине, нимене, тĕпе хурса пĕрле ĕçлесен эпир тата вăйлăрах пулатпăр, тĕллевсем патне хăвăртрах çитетпĕр, - терĕ регион ертỹçи.
Çĕр ĕçченĕсен савăнма сăлтавĕ пур. Кăçал çурхи ака ĕçĕсене вăхăтра вĕçленĕ. Акнă-лартнă лаптăксем 9205 гектар йышăннă, çав шутра пĕрчĕллĕ культурăсем - 5188 гектар (иртнĕ çулхин 119 проценчĕ), çĕрулмипе пахчаçимĕç - 19,5 гектар. Выльăх апачĕлĕх культурăсене 631,3 гектар çинче акса хăварнă. Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ 3276,2 гектарпа танлашать. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче 161 тонна элита вăрлăх, 327 тонна минерал удобренийĕ туяннă. Ялхуçалăх техникине çулталăк пуçланнăранпа 43,54 миллион тенкĕлĕх илнĕ е пĕлтĕрхинчен 1,8 хут ытларах. Аса илтеретпĕр, районăн аграри секторĕ виçĕ ялхуçалăх предприятийĕнчен, тулли мар яваплă тăватă обществăран, 19 уйрăм предпринимательпе хресченпе фермер хуçалăхĕнчен тăрать.
Сцена çинче - ĕçри хастарсем
Ĕçре хастарлăхпа палăрнисене чысласси ырă йăлана кĕнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçри ỹсĕмсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн ЧР ĕç ветеранне Зоя Канцелярована Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тỹпе хывнăшăн, халăха ăс-хакăлпа патриотизмла воспитани панăшăн Владимир Кузьмин "Чăваш автономи облаçне 100 çул" асăну медальне тивĕç пулчĕ. Чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райадминистрацин право секторĕн заведующийĕ Валентина Кондратьева тата райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Алина Мурайкина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне тата сехетне илчĕç. Творчествăлла ăнтăлушăн "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Арина Элеменкина çамрăксен ятарлă стипендине тивĕçрĕ. Çак кун хăйсен тĕп документне - Раççей гражданинĕн паспортне - 14 çул тултарнă Вероника Лентюкова, Александра Кириллова, Александра Егорова тата Вадим Иванов алла илчĕç.
Хăйсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, лайăх кăтартусем тума пултарнăшăн РФ муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Пĕтĕм Раççейри Конгресĕн Хисеп грамотипе Николай Малов депутат "Нива" ЯХПК директорне Владимир Мурайкина тата райадминистрацин физкультурăпа çамрăксен политикин секторĕн заведующине Алексей Никитина наградăларĕ. Ялхуçалăх отраслĕнче чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн асăннă Конгресăн Тав сăмахне "Красночетайский мед" СПСК Правленийĕн председателĕ Светлана Ильина тата хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Виталий Музяков тивĕçрĕç. Унтан Николай Владимирович професси ăсталăхĕпе производствăри пысăк кăтартусемшĕн "Нива" ЯХПК слесарьне Сергей Быкова, ку хуçалăхрах машинăпа сăвакан операторсене Татьяна Беловапа Ольга Османована тата хушма хуçалăх тытса пыракан Надежда Воробьевана Тав çырăвĕпе чысларĕ. "Свобода" колхозри выльăх-чĕрлĕх пайĕн заведующийĕ Раиса Филиппова тата кунти инженер Юрий Чертов Игорь Моляков депутатăн Тав çырăвне илчĕç. Чăваш Патшалăх Канашĕн Тав сăмахне Валерий Павлов депутат вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райадминистрацин вĕренỹ пайĕн информаци технологийĕсен методистне Ольга Порейкинана тата райадминистрацин экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертсе пыракан эксперт специалистне Марина Ухтерована пачĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Кузьмин регионсем хушшинчи "Чăваш наци конгресĕ" общество организацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. "Чăвашпотребсоюзăн" Хисеп грамотине "Заготовки" ТЯО ĕçченĕ Надежда Бродюкова, "Питание" ТЯО-н аслă поварĕ Елена Чернова тата Наталья Петрова кондитер, лавкка заведующийĕ Надежда Михатайкина илме тивĕç пулчĕç.
Çĕнтерỹçĕсене чыс та мухтав
Ятарлă комисси хуçалăхсен калча шăтаслăхне пăхса тухнă хыççăн çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварас-сипе "Коминтерн" тата "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕсем, "СТК 21" пĕрлешỹ тата Дмитрий Кузнецов уйрăм предприниматель аван ĕçленине палăртнă. Вĕсен ертỹçисем уявра райадминистрацин Хисеп грамотипе парнине тивĕçрĕç.
Ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисене те чысларĕç çак кун. МТЗ маркăллă урапаллă тракторсемпе ĕçлекенсем хушшинче "Нива" ЯХПК тракторисчĕ Алексей Терентьев (830 условнăй эталон гектар ĕç пурнăçланă) пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Алексей Андреев (658,47 условнăй э/га ĕç) - иккĕмĕш вырăнта.
Т-150К, Кировец К-424 маркăллă тракторсемпе ĕçлекен механизаторсем хушшинче "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕн трактористне Игорь Кочеганова (1250 условнăй э/га ĕç) çитекенни пулман. "Коминтерн" хуçалăх тракторисчĕсем Александр Пушкин (380,76 условнăй э/га ĕç) тата Павел Сорокин (360,33 условнăй э/га ĕç) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Джон Дир маркăллă тракторпа ĕçлекен механизаторсем хушшинче "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Юрий Татаров палăрнă, вăл 332,42 условнăй эталон гектар ĕç тунă.
Гусеницăллă тракторпа ĕçлекенсем хушшинче "Нива" тата "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕсен тракторисчĕсем Юрий Андреевпа (120 условнăй э/га ĕç) Алексей Туйманкин (31,2 условнăй э/га ĕç) аван ĕçлесе палăрнă, пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Механизаторсем хушшинче ака тапхăрĕнче "Коминтерн" ЯХПК трактористне Евгений Федорова çитекенни пулман, вăл çурхи культурăсене 644 гектар çинче акса хăварнă. 538 гектар акса "Нива" хуçалăх тракторисчĕ Евгений Новиков иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. "СТК 21" пĕрлешĕвĕн тракторисчĕ Владимир Горланов 463 гектар акса хăварса виççĕмĕш вырăна тухнă.
Сĕт суса илессипе "Коминтерн" ЯХПК-н машинăпа сăвакан операторĕсем Галина Сергеева пĕрремĕш вырăна (пĕр ĕнерен вăтамран 7830 килограмм сĕт илнĕ), Алина Сорокина (7714 кг) иккĕмĕш вырăна, Оксана Федорова (7643 кг) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
"Коминтерн" хуçалăхра пăру пăхакан Людмила Башкирова тата Наталья Федорова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, вĕсем пурĕ 49 тонна ỹт хуштарнă, талăкри вăтам кăтарту 762 грампа танлашнă. Иккĕмĕш вырăна ку хуçалăхри Александр Юманкин тухнă, вăл пĕтĕмпе 71 тонна ỹт хуштарнă, талăкра - вăтамран 703 грамм. Виççĕмĕш вырăна "Нива" хуçалăхăн пăру пăхаканĕ Николай Шивирев тивĕçнĕ (пурĕ 7,2 тонна е вăтамран талăкне 651 грамм). Выльăх пăхакансем хушшинче "Коминтерн" хуçалăхра тăрăшакан Светлана Мурзина мала тухнă, вăл пурĕ 83 тонна ỹт хуштарнă (талăкне - вăтамран 902 грамм).
Хресченпе фермер хуçалăхĕн ертỹçи Марина Жерженова иртнĕ çулхипе танлаштарсан выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине 2,2 хут ỹстернĕ, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Виктор Устинов фермер пĕлтĕрхипе танлаштарсан продукци производствин калăпăшне 105 процент ỹстернĕ, вăл иккĕмĕш вырăна тухнă. Харпăр хăйĕн хуçалăхĕнче чи нумай продукци илессипе Петр Ямброськин палăрнă. "Нива" ЯХПК-н тĕп ветеринари врачĕ Дмитрий Галкин та пĕлтĕрхипе танлаштарсан выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине ỹстерме пултарнă.
Ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисене пурне те район администрацийĕн Хисеп грамотипе асăнмалăх парне парса чысларĕç.
"Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" этнокультура "кил картишĕсене" лайăхрах хатĕрлессипе иртнĕ конкурс çĕнтерỹçисемпе те паллаштарар. Чи малти вырăна Тралькасси ял тăрăхĕн "кил картишĕ" çĕнсе илчĕ, пантьăксем - иккĕмĕш, питĕркассисем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Ял тăрăхĕсен, вĕренỹпе культура учрежденийĕсен "кил картишĕсем" чăннипех те пуян пулчĕç, вĕсенче чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе культури уççăнах палăрчĕ.
Уяв малалла пынă май культура ĕçченĕсем илемлĕ юрă-ташăпа чылайччен савăнтарчĕç, халăха савăк кăмăл парнелерĕç.
Малалли - çитес номерте.
Ноябрь 2024 |