Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ырă кỹршĕшĕн савăнатăп

Категория: Общество Опубликовано: 24.11.2017, 08:57 Просмотров: 1123

Хальхи вăхăтра çемьесем йышлă мар, чылай ашшĕ-амăшĕ пĕр е икĕ ача çуратнипех çырлахать. "Тумлантарма, вĕрентсе кăларса çын тума чылай укçа кирлĕ, нишлĕх пире кирлĕ мар", - çапла ăнлантараççĕ хальхи çамрăксем. Хаçат вулаканĕсене пилĕк ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă кỹршĕпе, Штанаш салинче пурăнакан ĕç ветеранĕпе, Галина Алексеевна Манинапа паллаштарасшăн.

Кỹршĕ-аршă пирки ваттисен сăмахĕсем чылай. "Кỹршĕ-аршă аякри тăвантан паха. Пускил лайăх пулсассăн çук пурнăç та палăрмасть, пускил усал пулсассăн пур пурнăç та саланать", - тенĕ ваттисем. Пире кỹршĕсенчен ăннă тесе шутлатăп эпĕ. Пĕр енчи кỹршĕсем - пирĕнпе пĕр хушаматлă Зотовсен çемйи, тепĕр енче Манинсен çемйи тĕпленнĕ. Пилĕк ача амăшĕ Галина Алексеевна Манина Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕш ялĕнче çуралса ỹснĕ. Амăшĕн пирвайхи мăшăрĕ вăрçăра пуçне хунă, унран пĕр ывăл тăрса юлнă. Хĕрарăм тепре качча тухнă, çемьере 3 хĕр çуралнă, анчах та телей курма пỹрмен-мĕн хĕрарăма. Галина ашшĕне пачах та астумасть. - Анне колхозра ĕçлетчĕ, пăрусем, унтан сыснасем пăхнă çĕрте те тăрăшрĕ. Эпĕ çуралнă çул вăрçă пĕтнĕренпе 11 çул иртнĕ пулин те пирĕн çемьене пурăнма пачах та çăмăл пулман, сахăр катăкне, вăл вăхăтра пысăк катăклă сахăр сутатчĕç лавккара, çулталăкне темиçе хутчен кăна астивсе курнă. Пирĕн аннен пĕр тăванĕ сусăр пирки кăштах пенси укçи илетчĕ, çавă пире сахăр çитерсе кăтартатчĕ. - Тăван анне 91 çула çитсе вилчĕ, хам ăна пăхаймарăм, йывăр чирлекенскере манăн йăмăк Надеж-да темиçе çул хăйĕн хваттерĕнче пăхса усрарĕ. Тавах йăмăкăма аннене ыр тунăшăн, - тет Галина Алексеевна. Кивĕ Мĕлĕшри сакăр çул вĕренмелли шкултан пĕлỹ илсе тухнă хыççăн хĕрача Шупашкара çул тытнă, повар профессине алла илме шутланă. - Укçа çук, çимелли çук, тăхăнмалли çи-пуç та çук, анне пулăшаймасть, вĕренесси пулмарĕ, - аса илет Галина Алексеевна. Хĕр Шупашкарти куç больницине санитаркăна вырнаçать, ултă çул хушши врачсене чирлĕ пациентсене пăхма пулăшать.

- Çĕр çинче ыр çынсем нумай. Элĕк районĕн хĕрĕ Римма Тимофеева (вăл та больницăра санитаркăра ĕçлетчĕ) манăн тăхăнмалли çи-пуç та, пурăнмалли кĕтес те çуккине курсан мана пĕр уйăх хушши тỹлевсĕрех хăйĕн пĕчĕк пỹлĕмĕнче усрарĕ, унтан хваттер те тупса пачĕ, укçа илме тытăнсан пурнăç майлашса кайрĕ. Ун хыççăн та мана вăл, хамăн анне пек, хулари кăткăс пурнăçа хăнăхма пулăшса пычĕ. Паянхи куна та унпа хутшăнатпăр, мăшăрпа иксĕмĕр те тав сăмахĕ калатпăр. Больницăри врачсемпе медсестрасем те, сани-таркăсем те мана яланах пулăшма тăрăшатчĕç. Палатăсене таса та тирпейлĕ тытнă, чирлисене пултарнă таран йăпатма тăрăшнă, ăшă сăмахпа сипленĕ. Галина Алексеевнăна коллектив "Коммунизмла ĕç ударникĕ" тата "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" ят парса чысланă. Хĕр-тантăшĕсемпе пушă вăхăтра каçсерен Атăл хĕррине уçăлма çỹренĕ. Пулас мăшăрĕпе шăпах Атăл хĕрринче тĕл пулнă. Хитре кулăллă, хура хумлă çỹçлĕ, хура-хăмăр куçлă каччă та заводри шăв-шавран канас тесе тусĕсемпе Атăл хĕррине килнĕ пулнă. - Пирĕн яшлăхра каçсерен Атăл хĕрри яшсемпе хĕрсен сассипе тулатчĕ, - тет Галина. - Çапла, Атăл пăрĕ кайнине курма мĕн чухлĕ çын пуçтарăнатчĕ тата! -хушса хурать мăшăрĕ. Атăл хĕрринче паллашнă çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштереççĕ, çулталăкран çемье çавăраççĕ, Штанаша пурăнма таврăнаççĕ. Николай колхозра трактористра ĕçлеме пуçлать, унтан электрикра тăрăшать. Галина малтанах 8 çул хушши вырăнти хуçалăхра колхозницăра ĕçлет, 1985 çулта вара ăна "Маяк" колхозри фермăна пăрусем пăхма чĕнеççĕ. - Пилĕк çул хушши пăрусене пăхрăм, унтан тивĕçлĕ канăва тухичченех дояркăра ĕçлерĕм, - аса илет хĕрарăм. Çемьере йыш хушăнсах пырать, Манинсен çемйинче - икĕ ывăлпа виçĕ хĕр. - Фермăра ĕç укçи ахаль колхозниксемпе танлаштарсан ытларахчĕ, çавăнпа та темле йывăр пулсан та фермăрах вăй хурас терĕм, - тет Галина Алексеевна. - Ача-пăчана тумлантармалла, ура çине тăратмалла. Вăл вăхăтра "Маяк" колхоз ферминче унпа юнашар дояркăра Зинаида Софронова, Татьяна Кузьмина, Людмила Русскова, Елена Софронова тата Валентина Кашкирова ĕçленĕ.

- Ĕнесене ятарлă аппаратпа сăваттăмăр, хушăран электричество чарăнса ларсан кăна ĕнесене алăпах сума тиветчĕ. Кашни дояркăн 34-42 ĕне сумаллаччĕ. Тислĕкне хырса тасатмалла, вăхăтра шăвармалла, çăнăх, утă-улăм, çĕрулмипе кăшман памалла. Çулла хăш-пĕр чухне ирхи виçĕ сехетре тăрса ĕçе тухса утни те пулнă, хĕлле 5 сехет тĕлне ĕçе каяттăмăр, саккăр çурă е тăхăр сехетчен, ĕнесем уя тухиччен, йăлтах майлаштарнă. Çулла ĕнесене ятарлă вырăна - çуллахи лагере - илсе тухатчĕç. Дояркăсене Сар хурăна, ĕнесен лагерьне, ятарлă машинăпа илсе каятчĕç. Унтан чылай каçа юлса киле таврăнма тиветчĕ, - каласа парать Галина Алексеевна.

- Каçхи 11 сехетре, йĕпе-сапаллă çанталăкра тата машина кĕрсе ларсан çурçĕрччен те киле, ачасем патне, таврăнаймастăмăр. Хăй вăхăтĕнче кил таврашĕнче ăна хунямăшĕ Зинаида Федоровна пулăшнă, вăл ачасен амăшĕ ĕçре чухне мăнукĕсене те пăхатчĕ, пахчара та тăрмашатчĕ. - Тавах аннене, хам çук чухне ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел пăхса усранăшăн. Выльăх-чĕрлĕхне пăхма та, килти ĕнене сума та унăнах тиветчĕ. Мана вăл хăйĕн хĕрĕ пекех пăхса усрарĕ, нихăçан та унран усал сăмах илтмен, ыр хуняма тĕлне пулнăшăн Турра тав тăватăп. Турă ăна вăрăм кун-çул парнелерĕ, вăрçă нушине чылай чăтса ирттерме тивнĕ пулсан та вăл 92 çула çитме пултарчĕ. Вăл мăнукĕн ачисене те пăхма пулăшрĕ. Шел, ватлăхра ура хуçса утаймасăр асапланса пурăнма тиврĕ ăна, çап-липех урамра чупакан мăнукĕсен ачисене асăрхаса ларатчĕ, вĕсене вăл ĕçлеме те хăнăхтаратчĕ. Эпир ирхине фермăна каятпăр, кăнтăрла çынсемпе танах колхозра ĕçлетпĕр, тырă та акнă, утă та, пăрçа та çулнă, йăтем çинче те ĕçленĕ. Кил-çурт пĕчĕк, йышлă ача-пăчана пĕр пỹлĕмлĕ çуртрах çитĕнтертĕмĕр, 1992 çулта çеç çĕнĕ çурт çĕклесе лартма пултартăмăр, - тет пилĕк ача амăшĕ ассăн сывласа.

Галинăпа Николай Манинсен 11 мăнук тата кĕçĕн мăнукĕ пур. Ачисем пурте çемьеллĕ. Ларисăпа Ангелина тăван ялтах тĕпленнĕ. Аслă хĕрĕ Лариса, 3 ача амăшĕ, пĕр мăнукăн кукамăшĕ, шкулти ача садĕнче тир-пейлỹçĕре ĕçлет. Ангелина медучилище пĕтернĕ, хальхи вăхăтра фармацевтра тăрăшать, вĕсен икĕ хĕр. Николай, Людмила тата Геннадий Шупашкарта пурăнаççĕ. Николай - строитель, хĕрпе ывăл вĕсен çемйинче. Геннадий - çул-йĕр тунă çĕрте, Людмила сутуçăра ĕçлеççĕ. Генăсен икĕ хĕрпе пĕр ывăл, Людмилăн - икĕ хĕр. Хальхи вăхăтра килте иккĕн кăна пурăнсан та Манинсен пỹрчĕ ялан тулли, пĕр урамрах пурăнакан хĕрĕ-семпе кĕрĕвĕсем ашшĕ-амăшĕ патне килсех тăраççĕ, хулара пурăнакан ывăлĕ-хĕрĕсем мăнукĕсемпе кил-çур-та савăнăçлă шăвшавпа тултараççĕ.

- Ача-пăча сывлăхлă пултăр, телейĕсем пулччăр, мăнукăмсем лайăх çитĕнччĕр, вĕренсе тухса çын пулччăр, мăшăрланччăр. Сывлăх пултăр пурин те, сывлăх пулсан пурнăç пулать, çỹлте таса пĕлĕт пултăр, чи кирли - вăрçă тавраш ан тухтăр, манăн хуняма пек вăрçă вăхăтĕнче тỹссе ирттернисене пирĕн ачасен курмалла ан пултăр, - тет Галина Алексеевна, шанчăклă мăшăр, лайăх амăшĕ.

Галина ЗОТОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1