ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çемье - кашни çын пурнăçĕнче чи кирли. Вăл хитре те телейлĕ пулнине нимĕн те çитмест. Лайăх çемьере кăна ырă та лăпкă ачасем çитĕнеççĕ. Ỹссен те вĕсем тĕрĕс те тỹрĕ çул çинчен пăрăнас çук. Çĕршыва юрăхлă çын пуласси те никамран та мар, чи малтан çемьерен килет. Чăваш Енре кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çавна май районта пурăнакан чылай çемьене ырăпа палăртас килет, вĕсенчен пĕри - Туктамăшри Галинăпа Сергей Таеровсен çемйи. Ытти çемьесенчен Таеровсем мĕнпе палăрса тăраççĕ-ха? Çирĕппĕнех калама пулать, ĕçченлĕхпе. Çемье пуçĕн, Сергей Витальевичăн, пушă вăхăт та, канмалли кунсем те çук темелле. Ир-каç вăл картишĕнче - выльăх-чĕрлĕхпе аппаланать, ĕне, вăкăр усранисĕр пуçне Таеровсем лашасем ĕрчетсе услам тăваççĕ. Ĕç кунĕсенче Сергей Витальевич Росреестрăн районти уйрăмĕн çĕр ыйтăвĕсен специалистĕнче тăрăшать. Канмалли тата çу кунĕ-сенче ăна тăтăшах уйра тата ял çыннисен анкартийĕсенче курма пулать: хăйĕн МТЗ-82 тракторĕпе çĕр сухалать, курăк çулать, утă тĕркемĕсем те тăвать... Пĕр сăмахпа каласан, ялан ĕçре.
Сергей Витальевич 1967 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче Туктамăш ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ку тăрăхра унăн ашшĕ-амăшне пĕлмен çын çук та пулĕ. Ашшĕ, Виталий Петрович, пурнăçне ялхуçалăхне халалланă, чылай çул ферма заведующийĕнче те, совхозра уйрăм управляющийĕнче те ĕçленĕ. Амăшĕ, Клавдия Николаевна, 40 çул ытла ачасене шкулта вĕрентнĕ. Çемьере 9 пĕртăван ỹснĕ, юлашкинчен иккĕмĕшĕ - Сергей. - 1983 çулта Çеруш Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕн студенчĕ пулса тăчĕ. Унтан вĕренсе тухсан тỹрех районти вăрман хуçалăхне çул тытрĕ. Ăна Пантьăк лесничествин иккĕмĕш участок маçтăрне лартрĕç. Ĕçленĕ хушăрах Йошкар-Олари политехника институтĕнчен вĕренсе тухрĕ, - Клавдия Николаевна ывăлĕ çинчен 1998 çулта çакăн пек пĕлтерни халĕ те асрах-ха. Шел те, паянхи кун Виталий Петровичпа Клавдия Николаевна çут тĕнчере пирĕнпе пĕрле мар, йывăр тăпри вĕсен çăмăл пултăр. Палăртмалла, Таеровсем яланах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă.
Тивĕçлĕ канура пулин те, паянхи пекех астăватăп, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен вĕçĕнче Клавдия Николаевнăпа Виталий Петрович 13 пуç сысна, 2 вăкăр, ĕне, 10 сурăх, чăх-чĕп тытнă. Çав çулсенче Виталий Петрович çапларах калатчĕ: "Пенсире пулин те арăмпа иккĕн тăрăшатпăр. Вăй çитнĕ таран ĕçлетпĕр. Ачасене пулăшма та манса каймастпăр". Сергей Витальевич мăшăрĕпе, Галина Нико-лаевнăпа, Туктамăш ялĕнче тĕпленнĕ. Вĕсем çут тĕнчене ывăлпа хĕр парнеленĕ. Ачисем, Дмитрийпа Лилия, пурнăç çулĕ çине тăнă та ĕнтĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Дмитрий Çĕмĕрлери патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнче тăрăшать. Лилия Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн хăйĕн специальноçĕпех тĕп хуламăрта вăй хурать. Галина Николаевна Таерова çут тĕнчене 1970 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнче Питĕркасси ялĕнче Мидушкинсен çемйинче килнĕ. Паянхи кун Галина Таерова райпо тытăмĕнче тăрăшать. Таеровсем икĕ хутлă хăтлă та капмар çуртра пурăнаççĕ. Çакă та вĕсен ĕçченлĕхне çирĕплетет мар-и?!
А.САН.
Ноябрь 2024 |