Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тимлĕ те сыхă пулар, вут-çулăма алхасма парар мар

Категория: Общество Опубликовано: 30.07.2021, 10:44 Просмотров: 357

Июль те вĕçленет. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 29 пушар алхасрĕ. Иртнĕ çул вара ку тапхăрта 26 пушар тухнăччĕ, вилекенсем пулманччĕ. Кăçал вара, шел те, ултă çын пурнăçĕ татăлчĕ. Пĕтĕмĕшле тăкак кăçал 2050 пин тенкĕпе танлашрĕ, пĕлтĕр - 2596 пин тенкĕччĕ.

Пушарсем ытларах вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран тухни палăрать, кăçал кун пек 15 тĕслĕх (пĕлтĕр - 12) пулчĕ. Пилĕкшер вут-çулăм инкекĕ электрооборудование вырнаçтарнă тата унпа усă курнă чух (2020 çулта - 7), кăмака тунă тата унпа усă курнă чух (пĕлтĕр - 2) пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснăран тухнă. Кăçал аçа çапнăран икĕ пушар алхасрĕ, пĕлтĕр кун пекки пулманччĕ. Юри вут тивертнипе тата ачасем шăрпăкпа вылянăран кăçал пĕрер пушар пулчĕ (иртнĕ çул вут тивертнипе - 3, ачасене пула - 0).

 Çулталăк пуçланнăранпа вут-çулăм ытларах пурăнмалли çуртсенче алхасрĕ - 10 тĕслĕх (пĕлтĕр - 5). Хуралтăсенче пилĕк (иртнĕ çул - 6), нумай хваттерлĕ çуртра пĕр пушар (2020 çулта пулман) тухрĕ. Кăçал та, пĕлтĕр те автотранспорт çуннă пĕрер тĕслĕх пулчĕ. Çавăн пекех усă курман икĕ çуртра (2020 ç. - 3), çỹп-çаппа типĕ курăк çуннăран 10 хутчен (пĕлтĕр те çавăн чухлех) вут-çулăм алхасрĕ.

Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан кăçал вут-çулăм инкекĕсен хисепĕ Ачкасси (кăçал 4 пушар пулчĕ, пĕлтĕр - 1), Пантьăк (5/2), Питĕркасси (4/3), Хусанушкăнь (2/1), Кив Атикасси (2/1), Штанаш (1/0) ял тăрăхĕсенче ỹсрĕ. Атнар ял тăрăхĕнче пĕлтĕр те, кăçал та виçшер пушар алхасрĕ. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче 2021 çул пуçланнăранпа ултă вут-çулăм инкекĕ пулчĕ, 2020 çулта икĕ тĕслĕх ытларахчĕ. Мăн Этменпе (пĕлтĕр 3 пушар пулнă) Тралькасси (иртнĕ çул - 4) ял тăрăхĕсенче "хĕрлĕ автан" пĕрер хутчен ташларĕ.

Район çыннисене тепĕр хутчен вут-çулăмпа асăрхануллă та сыхă пулмалли пирки аса илтересшĕн. Электрооборудовани вырнаçтарнă, кăмака тунă тата вĕсемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма, вут чĕртсен асăрхануллă пулма та чĕнсе калатпăр. Ачасене тата пĕччен пурăнакан ватăсене те тимлĕхсĕр ан хăварăр.

Енчен те пушар тухсан е асăрхасан тăхтаса тăмасăр сотовăй телефонпа 101 е 112 номерсемпе, ахаль теле-фон урлă 01 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

А.ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1