Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕнер районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 30.07.2021, 13:17 Просмотров: 419

DSC 0004Ĕнер хĕрлĕчутайсемшĕн пĕлтерĕшлĕ кун пулчĕ. Район центрĕнчи "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи çĕнĕ футбол уйĕ савăнăçлă лару-тăрура хута кайрĕ. Ăна уçнă çĕре пирĕн ентешĕмĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та килсе çитрĕ. Çавăн пекех мероприятие Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновапа Леонид Черкесов, Николай Маловпа Игорь Моляков, район ертỹлĕхĕпе ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

Искусственнăй газонлă футбол уйĕн виçи 105х68 метрпа танлашать. Çавăн пекех кунта чупмалли 400 метрлă тăватă çул пур, тăршшĕне сикме те, сывлăха çирĕплетме пулăшакан ытти хăнăхтарусене тума та условисем çителĕклĕ.

Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев хĕрлĕчутайсене искусственнăй сийлĕ футбол уйĕ хута кайнă ятпа саламларĕ, нумай ăмăрту ирттерме, спортсменсем хăйсен ăсталăхне туптаса, аталантарса республика, Раççей, тĕнче шайĕнче хăйсене кăтартма пултарччăр тесе сунчĕ.

Унтан Олег Алексеевич республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тỹпе хывнăшăн, халăха кăмăл-сипетпе патриотизмла воспитани панăшăн тата республика умĕнчи ытти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Александр Иванович Крикова "Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул" медальпе наградăларĕ. Олег Николаев "Хастар" ФСК-на тренировка комплектне (ун-та 10 футбол мечĕкĕ, 10-шар çемçе тата хытă барьер, 20 конус, координаци пусми, 20 манишка кĕрет) тата футбол тренерне вĕрентме 20 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. ГТО комплексĕн ылтăн паллине Хĕрлĕ Чутай шкулĕн виçĕ маттур та спортпа туслă вĕренекенĕ - Мария Аливанкина, Дарья Романова, Александр Вазиков - тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров та сăмах илчĕ, пурне те çак савăнăçлă кунпа саламларĕ. "Паянхи куна пурнăçланă ĕç çурри кăна темелле, çитес çул вара трибуна, саксем тата çутă юписене вырнаçтарассипе пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçламалла. Çапах та паянхи куна тунă ĕç пирĕншĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.DSC 0051

Хĕрлĕ Чутай районĕ хăйĕн спортсменĕсен çитĕнĕвĕсемпе яланах палăрса тăнă. Темиçе хушамат кăна каламалла. Тумликасси мăнукĕ Сергей Игнашевич - Мускав хулин "Торпедо" футбол командин тĕп тренерĕ. Туктамăш хĕрĕ Елена Николаевна Грузинова Олимпиада вăййисене хутшăнса палăрнă. Эпир ăна паянхи уявра курма питĕ хавас.

Çак футбол уйĕ çамрăк ăрăва хăйĕн патне туртса тăрасса шанас килет. Ку стадионта яланах ача сасси илтĕнсе тăрĕ тесе шутлатăп. Ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисене ăçта шырамаллине пĕлсех тăрĕ. Паян уçакан уй республика шайĕнчи ăмăртусене ирттерме меллĕ вырăн пулса тăрасса шансах тăратăп. Çакна пурнăçлама хамăртан мĕн килнине тума шантарсах тăратăп", - тесе палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Иван Николаевич.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин мăнаçлă Гимнĕсене итленĕ хыççăн уява пухăнйнисем стадионти 400 метрлă çул тăрăх чупса иртрĕç. Унтан çĕнĕ уй уçăлнă ятпа савăнса футбол тусĕсем туслăх матчĕ ирттерчĕç.

Хамăр корр. 

DSC 0080 DSC 0086

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5