ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
Требуются рабочие на хлебозавод
в город Королев МО.
Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.
Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.
Тел.: 8 987 122 55 25.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан 56 çулхи Петр Журавлев спортпа туслă, уйрăмах волейбол, футбол, теннис, бильярд вăййисене килĕштерет. Сĕтелçи теннисне ача чухнех юратса вылянăскер, ку енĕпе район чемпионĕ ятне вунă хут тивĕçнĕ вăл.
Хăй вăхăтĕнче Петр Степанович ПМК-ра экскаваторщикра, СХТ-ра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Тăватă çул каялла кил-тĕрĕшĕнче сиксе тухнă инкеке пула вăл пỹрнесемсĕр юлнă, çапла ăна виççĕмĕш ушкăн инвалидлăхне панă. Апла пулин те Петр Степанович ĕçсĕр те лармасть, спорт ăмăртăвĕсенчен те юлмасть. Кашни çулах районти, республикăри тĕрлĕ ăмăртусене активлă хутшăнать.
Республикăри инвалидсен спорт фестивалĕнче кăçал вăл сĕтелçи теннисне выляса çĕнтерỹпе таврăннă, медале тата Диплома тивĕçнĕ. Çапла республикăри паралимпиецсем хушшинче теннисла выляс енĕпе ăна çитекен çук тесен те йăнăш мар.
А.ЗАМУТКИНА.
Апрель 2024 |