ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин ачасен интересĕсене хỹтĕлемелли наци стратегийĕсен Координаци канашĕнче çĕршывра ача çуралассине ỹстерес тĕллевпе 2018 çулхи январь уйăхĕнчен çĕнĕлĕхсем кĕртмелли пирки каланă. Чи малтанах пĕрремĕш ачашăн укçа тỹлевĕ памаллине палăртнă, ăна ача çулталăк çурă тултариччен тỹлесе тăрĕç. Асăннă тỹлеве сахал тупăшлă çемьесем тивĕçĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ноябрĕн 29-мĕшĕнче Пра-вительство çуртĕнче иртнĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра пĕрремĕш ачашăн паракан тỹлев 8910 тенкĕпе танлашĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, 2018 çулта çак тỹлеве республикăра 4500 çемье илсе тăма пултарĕ. Раççей Президенчĕ çавăн пекех амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсмаллине каланă. Унсăр пуçне, сахал тупăшлă çемьесем амăшĕн капиталĕнчен уйăхсерен тỹлевсем илсе тăма пултарĕç. Кăмăл тăвакансем амăшĕн капиталĕн укçипе ача икĕ уйăх тултарсан ăна пăхнăшăн тỹлеме те усă курĕç. Аса илтеретпĕр, хальхи вăхăтра амăшĕн капиталĕн сумми 453 пин тенкĕпе танлашать. Ăна çитес вăхăтра индексацилеме палăртман. Михаил Игнатьев виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн тивĕçекен республи-кăри амăшĕн капиталне (100 пин тенкĕ) парассине те 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсассине каланă. Владимир Путин çавăн пекех ипотека кредитне илмелли ятарлă программăна хута яма сĕннĕ. Унпа 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуралнă çемьесем усă курма пултарĕç. Ку программăпа килĕшỹллĕн, ипотека илекен çемьесене патшалăх процент ставкин 4,5 процентне тỹлесе пулăшать. Паян республикăра паракан ипотекăн вăтам процент ставки 11 процентпа танлашать. Патшалăх ăна 4,5 процент чухлĕ субсидилени çемьесемшĕн пурăнмалли условисене лайăхлатнă май сумлă пулăшу пулнине палăртнă республика ертỹçи. Раççей Президенчĕ çавăн пекех икĕ уйăхран пуçласа виçĕ çула çитичченхи пепкесем валли яслисемпе ача сачĕсенче çителĕклĕ вырăнсем хатĕрлемеллине каланă. Çапла майпа çак ỹсĕмри ачасен садиксенчи черечĕсене пĕтермелле. Чăваш Енре пурăнакан çемьесене пырса тивекен тепĕр çĕнĕлĕх вăл - ноябрĕн 29-мĕшĕнче республика ертỹçи Михаил Игнатьев виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи пама пуçласси çинчен калакан Указа алă пусни. Асăннă Указпа килĕшỹллĕн 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн виççĕмĕш е хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесем кăçалхи ноябрĕн пĕрремĕшĕнчен каллех пособи илме пуçлаççĕ. Ку пособие ача виçĕ çул тултариччен параççĕ.
Алина ЯРАБАЕВА, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн ертỹçи:
- Çак эрне пуçламăшĕнче илнĕ ырă та пĕлтерĕшлĕ хыпарсем чи малтанах амăшĕсене, çемьесене пырса тивеççĕ: пĕрремĕш ача çуралнăшăн та, виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн те пособисем параççĕ. Амăшĕн капиталĕн программине те тата тăватă çуллăха тăснă. Ман шутпа, патшалăх çамрăк çемьесене пулăшни - питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чылай çамрăк çемье паян хăйсене валли пурăнмалли вырăн та, тивĕçлĕ шалуллă ĕç те тупаймасть. Пĕрремĕш ача çуралсан паракан тỹлев вĕсене валли хăйне евĕр тĕрев пулса тăрĕ. Çĕршыв тата республика шайĕнче ачаллă çемьесене пулăшассине çирĕплетсе пыни демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшасса шанатăп.
Валентина Казакова, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ:
-Ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе çĕнĕлĕхсем кĕртнине ырласа йышăнатăп. Пирĕн районта пурăнакан çемьесем хушшинче ачасемшĕн тĕрлĕ пособи илсе тăракан çемьесем чылай, малашне вĕсем тата нумайланасса шанас килет. Хальхи вăхăтра ачасемшĕн уйăхсерен паракан пособие (унăн виçи çемьере миçе ача, вĕсем миçе çулта пулнинчен, çемье тупăшĕнчен килет) районти 528 çемье илсе тăрать. Республикăн 100 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне программа ĕçлеме пуçланăранпа районти 151 çемье тивĕçрĕ, вĕсенчен 39-шĕ çак укçапа усă курчĕ те ĕнтĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ниçта та ĕçлемен 36 хĕрарăма ача çуратнăшăн пĕр хут тивĕçекен, 16350 тенкĕпе танлашакан пособи патăмăр. Ĕçсĕр амăшĕсем ачисем çулталăк çурă тултариччен те пособисем илеççĕ. Унăн виçи пĕрремĕш ачашăн 3065 тенкĕпе танлашать, иккĕмĕш тата хыççăнхисемшĕн - 6131 тенкĕпе. Кăçал ку пособие ĕçсĕр 142 хĕрарăм илсе тăчĕ. Çавăн пекех эпир тăлăх ачасене усрава илнĕ 39 çемьене тата 36 опекуна пособи тỹлетпĕр.
А.КАРПОВА хатĕрленĕ.
Ноябрь 2024 |