Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Иван Михопаров, район администрацийĕн пуçлăхĕ: "Халăх çыравне хастар хутшăнар"

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2021, 12:54 Просмотров: 486

Кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен çĕршывра Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртет. Çыравăн тĕллевĕ - çĕршывра миçе çын пурăннине шутлассипе пĕрлех халăх мĕнле условисенче пурăннине палăртасси. Больницăсемпе шкулсем çителĕклĕ-и? Ăçта çĕнĕ çулсем туса хута ямалла? Çак самантсене палăртни малашне социаллă тата вĕрентỹ программисене хатĕрленĕ чух кирлĕ пулĕç.

Çырава районта пурăнакансем виçĕ меслетпе хутшăнма пултараççĕ:

- октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 8-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă (Госуслуги);

- октябрĕн 18-мĕшĕччен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен çыравçă ыйтăвĕсем çине килтех хурав пама пулать. Ку тапхăрта районта 24 çыравçăпа 4 тĕрĕслевçĕ ĕçлĕç;

- октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен Нумай функциллĕ центрта тата стационарлă çырав участокĕнче.

Çыравçăпа вăтамран 20 минут хушши калаçса çырав ĕçне туса ирттерме пулать. Ку вăхăт харпăр хăй çинчен, çемьен ытти членĕсем тата килти условисем пирки каласа пама çителĕклĕ. Паллах, электронлă майпа çырав хутне çырса тултарма татах та хăвăртрах пулĕ.

Халăх çыравĕ вăхăтĕнче пухнă информацие шанчăклă упраççĕ. Çын каланă тăрăх кăна çыраççĕ, нимĕнле документ та ыйтмаççĕ.

Сентябрĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн хĕрỹ линийĕ ĕçлеме пуçланă. Çыравпа çыхăннă ыйтусене 8-800-707-20-20 телефонпа 9-21 сехетсенче йышăнаççĕ. Вăл çырав вĕçленичченех ĕçлĕ.

Пурте çырава хутшăнсан пуласлăха çул хывăпăр. Ентешсем, эсир çырава хастар хутшăнасса шансах тăратăп! Районшăн кашни çын пĕлтерĕшлĕ!

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31