Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                                     *******************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ырă ячĕ манăçмĕ

Категория: Общество Опубликовано: 08.12.2017, 10:49 Просмотров: 654

Кашни çын пурăннă чух хăйне майлă йĕр хăварать. Çав çул-йĕре, кĕске пулнă-и вăл е вăрăм, мĕнле утса тухнине кура ăна халăх хаклать, асăнать...

Шулю ялĕнче çуралса ỹснĕ, нумай çул хушши çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çар службинче тăнă, юлашки вунă çул Çĕмĕрле хулин, Çĕмĕрле тата Пăрачкав районĕсен çар коммиссариатне ертсе пынă Леонид Шуськинăн кун-çулĕ вăрăмах мар пулнă пулин те халăх ăна ырăпа кăна аса илет. Леонид Иванович хăй вăхăтĕнче Ульяновскри аслă çарпа техника училищинчен вĕренсе тухнă, каярахпа Афганистанра та пулнă. Воин-интернационалист ĕçре пысăк профессионализмпа, яваплăхпа палăрса тăнă, çамрăксене патриотизмла воспитани парас енĕпе нумай тăрăшнă, ĕçтешĕсем хушшинче хисепре пулнă.

Унăн ĕçне патшалăх та асăрхаса тивĕçлипех хакланă, "СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсене 70 çул", "Лайăх службăшăн" виççĕмĕш степеньлĕ, "Çар службинче палăрнăшăн" Суворовăн пĕрремĕш степеньлĕ, "Çарти хастарлăхшăн" иккĕмĕш степеньлĕ медальсемпе чысланă. Пултаруллă çар комиссарĕ, ырă кăмăллă та шанчăклă ентеш, воин-интернационалист çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа декабрĕн 5-мĕшĕнче шăп та лăп çулталăк çитнĕ. Çавна май хулапа район администрацийĕсем унăн çутă сăнарĕ, ырă ячĕ халăхра ĕмĕрлĕхе упранса юлтăр тесе ытларикун Çĕмĕрлери çар комиссариачĕн çурчĕ çинче Асăну хăми уçнă.

А.ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4