Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вакцинаци кăна чире çĕнтерме пулăшĕ

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2021, 15:03 Просмотров: 384

Чăваш Енре пулăшупа тивĕçтерекен сферăра ĕçлекенсен ноябрĕн 1-мĕшĕччен коронавирусран вакцинаци тумалла.

Çакăн пек йышăнăва Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн сайтĕнче октябрĕн 8-мĕшĕнче пичетленĕ. Регионăн тĕп санитари врачĕ организацисен ертỹçисене тата уйрăм предпринимательсене çак ĕçе ноябрĕн 1-мĕшĕччен туса ирттерме хушнă. Çак кун тĕлне ĕçлекенсенчен 80 процентĕнчен кая мар прививка тутармалла.

Унсăр пуçне ĕçпе тивĕçтерекенсем коронавирусран пĕрре те прививка туман ĕçченсене ноябрĕн 1-мĕшĕнчен ĕçрен хăтарма, вĕсене дистанци мелĕпе ĕçлеме куçарма пултараççĕ, декабрĕн 1-мĕшĕнчен вара - вакцинаци курсне вĕçлеменнисене те.

Çакă власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче, организацисенче тăрăшакансене, уйрăм предпринимательсене, çавăн пекех вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă хỹтлĕх сферисенче ĕçлекенсене пырса тивет. Кунсăр пуçне такси водителĕсен, бассейнсенче, кинотеатрсенче, суту-илỹ центрĕсенче, илем салонĕсенче, столовăйсенче, нумай функциллĕ центрсенче тата ытти çавăн пек вырăнсенче ĕçлекенсен вакцинациленмелле. Профилактика прививкине тума врачсем хушманнисене çеç "тĕкĕнмĕç".

Сăлтавĕ мĕнре-ха? Юлашки вăхăтра республикăра кăна мар, районта та коронавируспа чирлекенсем хушăнни куçкĕрет. Коронавирус инфекцийĕ чакни кăшт сисĕнсенех районта пурăнакансем пĕр хушă хăйсене ирĕкрех тытма пуçларĕç. Чылайăшĕ маска тăхăнма пăрахрĕ. Лавккасене кĕрсен те кун пеккисем çук мар. Дистанци тытмалли пирки вара пач та манса кайрăмăр пулас. Анчах та коронавируспа çыхăннă лару-тăру районта япăхланса пырать. Яваплăха туйма пăрахрăмăр.

Кĕрхи йĕпе-сапа пуçланнă май ОРВИ-пе, гриппа чирлекенсен йышĕ ỹсет. Коро-навируспа чирлекенсен йышĕ те чакмĕ. Республикăра кунсерен коронавируспа чирлекен 100 ытла çынна тупса палăртаççĕ. Вилекенсен шучĕ те чакмасть: кунсерен 10-12 çыннăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлать. Эпидеми пуçланнăранпа республикăра çак амакпа 36233 çын чирленĕ. Çак чире пула 2585 çыннăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă.

Районта октябрĕн 21-мĕшĕ тĕлне коронавируспа 722 çын чирленĕ. Паянхи куна 105 çын чирлет, 17-ĕн вилнĕ.

Кĕр кунĕсенче уйрăмах сывлăха тимлĕх уйăрмалла, кашнийĕнех грипран прививка тутарма тăрăшмалла. Ку енĕпе район больници те, фельдшерпа акушер пункчĕсем те ĕçлеççĕ. Коронавирусран прививка тунисен шикленме кирлĕ мар. Вакцинаци тунă хыççăн уйăх иртсенех грипран прививка тума юрать.

Çавăн пекех Чăваш Енĕн штатра тăман тĕп специалисчĕ, Татьяна Дерипаско акушер-гинеколог, хĕрарăмсене çие юлнăранпа 22 эрне иртсен коронавирусран прививка тума юранине пĕлтернĕ. Унччен ачасем чирлемеççĕ тесе шутланă. Кăçал вара республикăра коронавирус ернĕ икĕ пепке пурнăçĕ татăлнă. Вĕсенчен пĕри 1,5 уйăхра, тепри 3 уйăхра пулнă. Асăннă чир ернĕрен йывăр диагнозпа çуралакан ачасем пур-мĕн. Çавăнпа та врачсем ача кĕтекен хĕрарăмсене "Спутник V" препаратпа прививка тума сĕнеççĕ, вăл чи хăрушсăрри тесе йышăннă.

Мобильлĕ ушкăнсем çỹрени пирки те манса кайрĕ халăх. Вĕсем лавккасем, вокзал тăрăх тĕрĕслевсемпе çỹрĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енĕпе ĕçе вăйлатма хушнă. "Кирек хăш района кайсан та массăллă çитменлĕхсене курăпăр. Апла пулсан ăнлантарусем ĕçлемеççĕ, малашне айăплав урлă ĕçлĕпĕр, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманнисене явап тыттарăпăр", - тенĕ вăл.

Унсăр пуçне октябрĕн пуçламăшĕнче коронавируса пула республикăра çĕнĕ чарусем ĕçлеме пуçланă. Вакцинаци тунине çирĕплетекен сертификата пĕтĕмĕшле апатлану, культура учрежденийĕсене, спорт тата массăллă мероприятисене, библиотекăсене, архивсене кайсан тĕрĕслеме пуçланă. Кун пек пĕлтерỹсене обществăлла апатлану учрежденийĕсен алăкĕсем çинче асăрхама пулать. Ятарлă çынсем коронавирусран прививка тунине ыйтаççĕ, маска тăхăннине тĕрĕслеççĕ.

Хисеплĕ район çыннисем, хăрушсăрлăх мерисем патне яваплăрах пулăр, кĕртнĕ чарусене те шута илĕр. Чи кирли - коронавирусран вакцинаци тăвăр.

Аса илтеретпĕр: вакцинаци пỹлĕмĕ çак адреспа вырнаçнă: Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнĕ урам, 16-мĕш çурт, 7-мĕш кабинет. Çавăн пекех халăха прививка тăвас тĕллевпе мобильлĕ бригадăсем те ĕçлеççĕ. Коронавирусран вакцинаци тăвас тесен çумра паспорт, СНИЛС, медицина полисĕ пулмалла. Унччен маларах врач патне çырăнсан вырăнлăрах. Регистратура телефонĕ: 8 (8351) 2-11-93. Прививка кабинечĕн телефонĕ: 8 987 576 49 84.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5