Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Яваплăха туйса çырава пурте хутшăнар

Категория: Общество Опубликовано: 29.10.2021, 14:11 Просмотров: 320

Октябрĕн 15-мĕшĕнче çĕршывра Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Вăл - питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти, пирĕн çĕршывра, республикăра, ялта пурăнакан çынсем çинчен ытларах пĕлме, халăх йышне палăртма май парать. Районта çырава ăнăçлă ирттерсе ярас тĕллевпе 4 тĕрĕслевçĕ, 24 çыравçă ĕçлет.

Районта пурăнакансем çырава тĕрлĕ майпа хутшăнма пултараççĕ: ноябрĕн 8-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă (Госуслуги); ноябрĕн 14-мĕшĕччен киле пынă çыравçă ыйтăвĕсем çине хуравласа е Нумай функциллĕ центра, çавăн пекех стационарлă çырав участокне çитсе. Анчах та палăртса хăварасшăн, коронавирус чирĕ алхаснă тапхăрта Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе усă курса çырава хутшăнма меллĕрех, хăрушсăртарах, вăхăт та перекетленет. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленнĕ пулсан анкетăна хăвăршăн та, çемье членĕшĕн те çырса тултарма пулать. Çакна интернетпа çыхăнтарнă смартфон, планшет, компьютер урлă та пурнăçлама пулать. Ыйтусене хуравланисене кил хуçалăхĕпе QR-код тата кашни çемье членĕ пирки цифра кодне ярса параççĕ. Ăна сирĕн пата пынă çыравçăна кăтартмалла.

ПĔЛМЕ:

çырав участокĕсем çак адрессемпе вырнаçнă:

Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнтерỹ лапамĕ, 9 çурт (районти Культура çурчĕ), тел.: 8 996 851 87 66, (ĕç вăхăчĕ - 8.00-20.00 сех.);

Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнтерỹ лапамĕ, 9 çурт (районти Культура çурчĕ), тел.: 8 996 851 88 56 (ĕç вăхăчĕ - 8.00-20.00 сех.);

Мăн Этмен ялĕ, Çамрăксен урамĕ, 93 çурт, тел.: 8 996 851 89 47, (ĕç вăхăчĕ - 8.00-20.00 сех.);

Кив Атикасси ялĕ, Тĕп урам, 165 çурт, тел.: 8 996 851 87 63 (ĕç вăхăчĕ - 8.00-20.00 сех.).

Çырава яваплăха туйса пурин те хутшăнмалла.

И.МИХОПАРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5