Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

РАБОТА 

В редакцию требуется уборщица-курьер. 

Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62

oknaVasya

ПРОДАЮ:

2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:

с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.

Состояние хорошее. Цена 2600000 руб. 

Тел.: 8 960 303 78 88

 П Р О Д А Ю:

Дрова  колотые:

Дуб, береза, липа. 

Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Савăнтарасчĕ аннене яланах

Категория: Общество Опубликовано: 05.11.2021, 12:59 Просмотров: 596

Манӑн аннене Лариса Александровна тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл хитре. Аннен куллине, пысӑк хăмăр-симӗс куҫӗсене юрататӑп, вӗсем вут-ҫулӑм пек йӑлтӑртатаҫҫӗ. Унӑн аллисем, маншӑн хаклӑ икӗ ал лаппи. Манӑн анне питӗ ырӑ. Паянхи кун вӑл ялти почта уйрăмĕн начальникĕнче ĕҫлет, ҫынсемпе килӗштерет, пурте ӑна хисеплеҫҫӗ тата юратаҫҫӗ.

Хуть те хăш вӑхӑтра та вӑл мана пулӑшать. Анне пире мӗн ҫуралнӑранпах хӑйӗн ырлӑхне, тӑрӑшӑвне, ачашлӑхне тата амӑшӗн юратӑвне парнелет. Эпӗ аннене пирӗншӗн тăрăшнăшăн тав тӑватӑп. Эпӗ те ӑна яланах пулӑшма тӑрӑшатӑп. Аннене йывӑр сумкӑсене йӑтса ҫӳреме, килте тирпейлеме пулӑшатӑп. Манӑн анне питӗ тутлӑ апат хатӗрлет, ӑна ҫак ӗҫре пулӑшма юрататӑп. Апат хатӗрленӗ чухне ман пулӑшу усӑллӑ пулнине туятӑп. Анне мана пурнӑҫра кирлӗ те усӑллӑ сӗнӳ парать. Тата эпӗ унпа уҫӑлса ҫӳреме питӗ юрататӑп. Эпир кукам патне час-часах ҫӳретпӗр, уҫӑ сывлӑшпа сывлатпӑр. Анне нихӑҫан та ан кӳрентӗр, яланах савӑнӑҫлӑ та хавас пултӑр, куҫӗсем вара икӗ хӗвел пек ҫутатса тӑччӑр. Унӑн кулли мана та, ытти ҫынсене те ытларах савӑнтартӑр тетӗп. Манӑн аннене телей, сывлӑх тата ырлӑх ҫеҫ сунас килет. Унӑн пӗтӗм ӗмӗчӗ пурнӑҫлантӑр.

Пире кӑна мар, аннесене те юрату, тимлӗх тата тӑрӑшулăх кирлӗ. Хаклӑ анне, эпӗ сана питӗ юрататӑп! Эпӗ сана кашни кун хамӑн вӗренӳпе, хама лайӑх тытнипе савӑнтарма тӑрӑшӑп тата сана яланах пулӑшӑп. Анне, тавтапуҫ сана эсӗ пурришӗн!

Анна Ятманова, Мăн Этмен шкулĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1