ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пĕчĕк ачан пĕрремĕш сӑмахĕ вӑл - АННЕ. Пĕтĕм ҫынна ҫĕр ҫинче анне пурнӑҫ панӑ. Анне нихӑҫан та сана пӑрахмасть, йывӑр вӑхӑтра пулӑшать, ырӑ сӑмахпа чĕрене ӑшӑтать. Анне вӑл – чи ҫывӑх тус, ырӑ вĕрентекен тата чи юратнӑ ҫын.
Манӑн анне Наталия Александровна ятлӑ. Вӑл Мучикассинчи вӑтам шкулта вĕреннĕ, кайран Канашри педагогика училищинче пĕлӳ илнĕ. Нумай вӑхӑт хушши Тралькассинчи Культура ҫуртĕнче ĕҫленĕ. Кĕлеткипе пысӑках мар пулин те унӑн алли мĕн кӑна туса ĕлкĕрмест пулĕ. Ĕҫе вӑл яланах тĕплĕн тӑвать. Нихӑҫан та, нимĕнрен те ӳркенсе тӑмасть.
Мĕн пĕчĕкрен вӑл тĕрлĕ ӳнер тĕсĕсемпе паллашнӑ. Юрӑ-кĕвĕ тĕнчи аннешĕн нихӑҫан та ют пулман. Район, республика, Раҫҫей конкурсĕсене хутшӑннӑ. Хисеп грамотисемпе дипломĕсене вара шутласа пĕтереймĕн.
Анне мĕнле кӑна ташӑ пĕлмест пулĕ. Интернетра кирлĕ видеоролик тупатпӑр та пĕрле вĕренетпĕр. Эпĕ вара ҫак ташша хамӑн юлташсене вĕрентме тӑрӑшатӑп.
Пушӑ вӑхӑтра та вӑл ĕҫсĕр ларма пултараймасть: хитре кĕпе ҫĕлеме те, алсиш-нуски ҫыхма та, тутлӑ апат-ҫимĕҫ пĕҫерме те пит ӑста. Ҫак ӑсталӑха мана та вĕрентме тӑрӑшать.
Анне – манӑн чи ҫывӑх тус та. Вӑл мана яланах ӑнланма тӑрӑшать, кирлĕ сĕнӳсем парать. Унпа нихӑҫан та тунсӑхлӑ мар.
Манӑн аннене яланах хаваслӑ курас килет. Ҫавӑнпа та: «Анне, аннеҫĕм, ырӑ кӑмӑллӑ аннеҫĕм, юратнӑ аннеҫĕм», – тесе калама тӑрӑшатӑп эпĕ ӑна. Ҫак сӑмахсене манӑн яланах каласчĕ. Аннесем яланах пурӑнччӑр, вĕсем пурӑнсан пире пурӑнма ҫӑмӑл.
Дарья Волкова, Мӑн Этмен шкулĕ.
Сентябрь 2023 |