Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Манăн анне, кукам, асанне - чи лайăххи

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2021, 15:22 Просмотров: 1032

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 2 Б класра вĕренекенсен пултарулăхĕ, вĕсен вĕрентекенĕ - Лилия Александровна МАТВЕЕВА.

Манăн анне Ирина ятлă, вăл 28 çулта. Вăл питĕ лайăх анне. Халĕ пĕчĕк шăллăмпа килте ларать. Вăл пире пиччепе иксĕмĕре урок тума яланах пулăшать. Анне - ырă кăмăллă çын, вăл шỹтлеме те, шỹте ăнланма та пĕлет.

Анне маншăн - çут тĕнчери чи çывăх çын. Вăл чи хитри, чи ăсли. Хăш-пĕр чухне мана анне ятласа та илет. Шутласа пăхсан, вăл манăн йăнăшсене кăтартать, мана ыррине кăна сунать. Вăл манăн çитĕнỹсемшĕн савăнать, мана япăх пулăмсенчен сыхлать, упрать.

Виктория СЯДАЙКИНА.

ххх

Манăн аннене Алина Николаевна тесе чĕнеççĕ. Вăл 1976 çулта Серенкасси ялĕнче çуралнă. Анне Атнарти шкулта вăтам пĕлỹ илнĕ. Халĕ анне 45 çулта.

Манăн анне тирпейлĕ. Эпĕ аннене урай, чашăк-тирĕк çуса пулăшатăп. Эпир аннепе кукăль пĕçеретпĕр. Эпĕ аннене юрататăп.

Анастасия ОРИНОВА.

ххх

Анне вăл - пур çыншăн та чи тăван тата çывăх çын. Манăн аннене Алина тесе чĕнеççĕ. Вăл питĕ ĕçчен те ăста. Анне питĕ тутлă апат хатĕрлет, эпир яланах тепĕр хут ярса пама ыйтатпăр. Анне пирĕншĕн яланах тăрăшать, мĕн те пулин тĕрĕс мар пулсан - пăшăрханать. Манăн анне питĕ ырă. Эпĕ аннене питĕ юрататăп, вăл - манăн чи лайăх тус. Ăна хамăн вăрттăнлăхсене пĕтĕмпех каласа паратăп. Анне яланах ăнланĕ те пулăшĕ.

Владимир КАПРАЛОВ.

ххх

Манăн кукам Надежда Николаевна ятлă. Хальхи вăхăтра вăл ĕçлемест. Вăл кашни кунах килте. Кукамай килти йĕркелĕхшĕн тăрăшать, апат хатĕрлет. Вăл чи тутлă икерчĕсем пĕçерет.

Екатерина СОЛДАТКИНА.

ххх

Манăн анне тĕнчере чи лайăххи. Ăна Надежда тесе чĕнеççĕ, вăл 26 çулта. Анне машинсем валли саппас пайсем сутакан лавккара сутуçăра ĕçлет.

Анне питĕ тутлă апат пĕçерет. Вăл апат хатĕрленĕ чухне эпĕ те ăна пулăшма тăрăшатăп.

Эпир Хĕрлĕ Чутайра виçĕ çул ĕнтĕ пурăнатпăр. Мана кунта пурăнма питĕ килĕшет.

Маргарита ПЛАТОНОВА.

ххх

Манăн аннене Валя тесе чĕнеççĕ. Вăл 43 çулта. Эпир çемьере виçĕ ача, эпĕ - чи кĕçĕнни. Пиччепе аппа шкултан вĕренсе тухнă ĕнтĕ. Эпĕ вара иккĕмĕш класа çỹретĕп. Анне ĕçрен килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Вăл килсен вара мана уроксем тума пулăшать.

Эпĕ аннене юрататăп, унпа мухтанатăп.

Инесса МАЙОРОВА.

ххх

Маншăн чи хаклă çын вăл - анне. Ăна Ирина тесе чĕнеççĕ. Вăл манăн хитре те çамрăк. Анне алăксем тунă çĕрте ĕçлет. Вăл мана уроксем тума пулăшать. Анне пирĕн-шĕн яланах тăрăшать. Пире вăл юратать. Анне мана яланах ăнланать. Манăн анне чи лайăххи. Эпĕ ăна питĕ юрататăп.

Семен БОГАТНАЕВ.

ххх

Манăн анне тĕнчере чи лайăххи! Вăл - питĕ ырă кăмăллă çын. Пирĕншĕн, ачисемшĕн, кашни кунах тăрăшать. Вăл мана яланах лăплантарĕ, никама та кỹрентерме памĕ. Анне мана питĕ юратать, эпĕ те ăна питĕ юрататăп. Вăл мана яланах пулăшĕ. Анне хăш чухне ятлаçать пулин те, мана уроксем тума яланах пулăшать. Вăл - чи лайăххи!

Василиса КАТЮКОВА.

ххх

Манăн мамака Нина тесе чĕнеççĕ. Вăл вулама, çыхма тата çĕлеме юратать. Мана уроксем тума пулăшать. Эпир унпа пушă вăхăтра урама уçăлма тухатпăр.

Никита САПОЖНИКОВ.

ххх

Манăн юратнă кукамай пур. Ăна Валентина Александровна тесе чĕнеççĕ. Кукамай 57 çулта. Кукамай - ăслă, ырă кăмăллă, ĕçчен тата лайăх çын. Вăл 40 çула яхăн районти тĕп библиотекăра ача-пăча уйрăмĕнче библиотекарьте ĕçлет.

Эпир кукамайран инçе мар пурăнатпăр. Çуллахи каникулта эпĕ ун патĕнче канатăп. Кукамайпа пĕрле пахчара çырла пуçтаратпăр, кил картинче чăх-чĕпсене çитеретпĕр. Кукамай апат та питĕ тутлă пĕçерет. Мана яланах хуран кукли, икерчĕ пĕçерсе çитерет. Çывăрас умĕн юмахсем вуласа пама юратать.

Эпĕ хамăн кукамая питĕ юрататăп. Манăн кукамай - чи лайăххи.

Костя МАДЮШКИН.

 

Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕсен пултарулăхĕ, вĕсен вĕрентекенĕ - Татьяна Васильевна ГОРБУНОВА.

Манӑн анне - чи лайӑххи. Эпӗ ӑна питӗ юрататӑп, хаклатӑп. Манӑн анне, Алена Ивановна Богатеева, 1973 ҫулта Пӗчӗк Этмен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӑн Этмен шкулӗнче 11 класс пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Шупашкарта повар профессине алла илнӗ. Унтан "Путь коммунизма" колхоз столовӑйĕнче поварта ӗҫленӗ. Вӑл пире халӗ те тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫитерет. Анне хитре. Ун куллине тата тӑрӑшуллӑ, ӑшӑ аллисене юрататӑп. Аннепе пушӑ вӑхӑт ирттересси - манӑн савӑнӑҫ, эпир пӗрле телевизор пӑхатпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ҫемьепе тӗрлӗ конкурссене хутшӑнатпӑр, вĕсенче тӗрлӗ вырӑн йышӑнатпӑр. Манӑн йывӑрлӑхсем пур пулсан, эпӗ аннерен пулӑшу ыйтма пултаратӑп, вӑл пĕтĕмпех ӑнланӗ те кирлӗ канаш парӗ. 

Эпӗ аннене питӗ юрататӑп. Вӑл - манӑн чи лайӑх тус, ҫавӑнпа ӑна хамӑн ӗҫсемпе кӳрентерес мар тесе тӑрӑшатӑп. Маншӑн ҫӗр ҫинче аннерен лайӑххи ҫук.
Юлиана БОГАТЕЕВА.

ххх

Манăн аннене Галина Николаевна тесе чěнеççě. Вăл Хватукасси ялӗнче ҫу-ралса ӳснӗ. Манӑн анне 11 класс пӗтернě те хулана вӗренме кайнă. Унтан вӗсем аттепе тӑван яла куҫса килнě.

Анне мана йывӑр вӑхӑтра пулӑшать, эпӗ те ăна пулăшма тӑрӑшатӑп. "Анне вӑл - тӗнчери чи лайӑх ҫын", - тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Эпир аннепе час-часах вӑхӑта пӗрле ирттеретпӗр. Эпӗ ӑна хуҫалӑхра выльăхсене пăхма, тирпейлеме пулӑшатӑп, тепӗр чухне эпир пӗрле апат та хатӗрлетпӗр.
Маншӑн анне - тӗнчери чи хаклӑ та ырӑ ҫын. Эпӗ ӑна вӑл яланах пулӑшса тӑнӑшӑн юрататӑп.
Дарья Журавлева.

ххх

Аннеҫӗм - ҫут тӗнчери чи хаклӑ ҫыннӑм. Эпӗ ӑна питӗ хытӑ юрататӑп. Темшӗн мар, ахаль юрататӑп, хаклатӑп.

Манӑн аннене Татьяна Николаевна тесе чӗнеҫҫӗ. Анне кулли, пысӑк хӑмӑр куҫӗсем тата унӑн тӑрӑшакан, ӑшӑ, хаклӑ икӗ алли яланах умра. Вӑл питӗ ырӑ, ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнать, пурте ӑна хисеплеҫҫӗ тата юратаҫҫӗ. Йывӑр вӑхӑтра вӑл мана пулӑшма, ӑшӑтма пӗлет.

Анне пирӗншӗн (маншӑн, Сашӑшӑн, Наташӑшӑн) мӗн ҫуралнӑранах тӑрӑшать, ырӑкӑмӑллӑх, ачашлӑх тата амӑшӗн юратӑвне парнелет. Эпӗ аннене пуриншӗн те тав тӑватӑп. Ӑна вӑрӑм кун-ҫул, сывлӑх, телей тата пур ӗҫре те ӑнӑҫу сунатӑп. Аннен куҫӗсем пирӗншӗн кӑна мар, пӗлӗшсемшӗн те, тус-семшӗн те ҫиҫсе тӑччӑр тетӗп эпӗ.

Аннеҫӗм, эпӗ сана питӗ хытӑ юрататӑп, хисеплетӗп.
Надежда Антонова.

ххх

Кашни ҫыншӑн чи тӑван, чи хаклӑ икӗ ҫын пур - аттепе анне. Манӑн хамӑн анне ҫинчен каласа парас килет. Аннене Ольга Михайловна Воронова тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл 1978 ҫулта Хӑмаркка ялӗнче ҫуралнӑ. Районти "ЭСТЕТ" компанире алӑксем тунӑ ҫӗрте ӗҫлет. Вӑл лӑпкӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, анчах кирлӗ пулсан, ҫирӗп пулма та пултарать. Анне питӗ хитре. Унӑн ҫӳҫӗ хура, куҫӗсем хӑмӑр. Вӑл савӑнать пулсан, куҫӗсем ҫуллахи вӑрман пек ӑшшӑн та ачашшӑн пӑхаҫҫӗ, чун савӑнать, хурлӑх та чакать. Манӑн анне ырӑ, ачаш, хаваслӑ, вӑтам пӳллӗ. Вӑл ҫутӑрах тӗслӗ тумтир тӑхӑнма кӑмӑллать: кӑвак, ҫутӑ симӗс тата ытти те ун юратнӑ тӗсӗсем. Анне питӗ тутлӑ апат хатӗрлет. Пуринчен ытла мана унӑн яшки килӗшет. Пушӑ вӑхӑт пулсан эпир унпа тӗрлӗ торт тӑватпӑр. Тӗслӗхрен, «Медовик», «Шарлотка», «Шоколадный торт» тата ытти те.

Анне – чи ҫывӑх, тӑван тата хаклӑ ҫын. "Анне" – нумай ҫутӑ, ӑшӑпа юрату йӑтса пыракан пысӑк сӑмах. Мӗн пуррине пире пурне те анне панӑ. Эпӗ хамӑн аннене юрататӑп.
Карина Воронова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1