ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
"Йышпа ĕç те ăнать", - тесе ахальтен каламан ваттисем. Çакна тĕпе хурса пурăнаççĕ те хурапырсем. Вĕсем чылай ĕçе халăхпа пĕрле кар тăрса тума тăрăшаççĕ. Кун пек чухне ертсе пыракансем пурри паха. Хурапырта ун пек çынсем пур тесе иккĕленмесĕрех калама пулать. Акă Виталий Семенович Артемьевпа Александр Абрамович Дадюков старостăсем пирки Питĕркасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем те, вырăнти депутатсем те ыррине кăна калаççĕ. Манăн сăмахăм паян шăпах çак икĕ хастар юлташ пирки пырĕ. Виталий Семенович çак ялтах çуралса ỹснĕ. Вăл 1946 çулта çут тĕнчене килнĕ, виçĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Шăпа ăна ашшĕпе ỹсме пỹрнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăнхи çулсенче çуралнă ытти ачасем пекех йывăрлăхне самаях тутанма тивнĕ унăн. Вăл вăхăтри ачасем пĕчĕклех ĕçе кỹлĕннĕ.
- Ача чухне килте çĕлесе панă тумтирпе çỹрени, çăпата сырса чупни, килте ăсталанă конькипе ярăнни асрах. Крахмал пуçтарттаратчĕç аслисем. Унран çав тери тутлă икерчĕ пĕçеретчĕç. Хытă сахăр катса çисен мĕнле савăнаттăмăр. Пĕр ĕçрен те юлман. Эпир ача чухне кашни килте тенĕ пек лаша тытатчĕç. Лашине вара ачасене пăхтаратчĕç. Уй-хир ĕçĕсене те яланах хутшăнаттăм. Атте килĕнче арçынсем пухăнса ларса ĕçленине те лайăх астăватăп. Шупашкарта приборсем тăвакан заводра чылай çул ĕçленĕ хыççăн мăшăрпа пĕрле 1996 çулта тăван яла таврăнтăмăр, çурт лартрăмăр, хуралтăсене çавăртăмăр. Выльăх-чĕрлĕх усратпăр. Халĕ пурнăç пачах урăхла. Сĕтел тулли апатпа пурăнатпăр. Пур ĕçе те тенĕ пек техникăпа усă курса пурнăçлатпăр. Кил-çурта шыв кĕрет, кăмака хутмастпăр ĕлĕкхи пек, газпа ăшăтатпăр. Яла газ кĕртме çăмăлах пулмарĕ вара. Ыттисен пек пирĕн ялăн проекчĕ те пулман. Ун валли ял халăхĕнчен укçа пухма тиврĕ. Ку ĕçе мана та шанчĕç. Халăх тĕрлĕ шухăшлă, укçа пухма çăмăл пулмарĕ. Апла пулин те газ кĕртме пултартăмăр. Юлашки çулсенче ялти çулсене йĕркене кĕртес тесе тăрăшатпăр. Ял тăрăхĕн администрацийĕ май пур таран пулăшать, ялти хастар çынсем те аякра юлмаççĕ.
Акă район Пухăвĕн депутачĕ Владимир Егоров тата ял тăрăхĕн депутачĕ Николай Федоров ял çыннисемшĕн сахал мар ырă ĕç тăваççĕ, - сăмах çăмхине тăсрĕ ĕç ветеранĕ Виталий Артемьев. Ял çыннисем палăртнă тăрăх, Виталий Семенович яла куçса килнĕренпе староста пулса нумай ырă ĕç тунă, документсемпе тĕрлĕ ертỹçĕсем патне чупмалла-и, обществăлла ĕçе хутшăнмалла-и, пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама халăха пухса йĕркелемелле-и - нумай шутласа тăман, мĕн кирлине тума тăрăшнă. Мăшăрĕ Галина Матвеевна çемье пуçне ăнланмасăр, пулăшмасăр, хавхалантарса пымасăр, паллах, пулман. Ахальтен мар вĕсем 47 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Кил-çуртра тирпейлĕхпе хăтлăх хуçаланни те çакна аванах çирĕплетсе парать. Александр Абрамович та Хурапыртах 1952 çулта çуралнă. Вăл тăватă ачаллă çемьере çитĕннĕ. Салтак тивĕçĕсене пурнăçласа таврăнсан Питĕркассинчи комплекса тунă тата центрти çуртсене çĕкленĕ çĕрте ĕçленĕ. Волгоградра та ĕçлеме тỹр килнĕ унăн. Районти пушар хурал чаçĕнче вара вăл 23 çула яхăн ĕçленĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех караул начальникĕнче вăй хунă, вут-çулăмпа куçа-куçăн сахал мар кĕрешме тивнĕ унăн. Строительствăра тăрăшнă чухне Александр Абрамович социаллă ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи те пулнă, çавна май вăл "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе Юлия Ивановнăпа çемье çавăрнă-ранпа 44 çул çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсене çемье интересĕсем кăна мар, ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнни те пĕрлештерсе тăрать. Ял уявĕ-и, ял тăрăхĕн чысне хỹтĕлесе тĕрлĕ концерта хутшăнмалла-и, ял халăхĕпе пĕрле ĕçе тухмалла-и - вĕсем яланах пĕрле.
- Ачалăхăм питĕ интереслĕ иртрĕ. Хаяр вăрçă хыççăн йывăр пулнă пулин те пурнăç хаваслăччĕ. Ачасем лаша пăхаттăмăр, уй-хир ĕçĕсене хутшăнаттăмăр. Хĕллехи вăхăтра çырмара сахал мар ярăннă, çавăн пекех хоккейла, футболла, лапталла вылянă, катаччи ăсталанă. Хальхи ачасем урамра выляма пĕлмеççĕ, компьютер умĕнчен пăрăнмаççĕ. Утăçи вăхăтне еплерех интереслĕ ирттереттĕмĕр. Ялта ỹснĕ, хулара ĕçлесе пурăнакан ентешсем утăçи вăхăтне ятарласа отпуск илсе килетчĕç. Красный Яр патĕнчи "Соколово" ятлă уя каяттăмăр. Ĕçленĕ те, шỹтленĕ те ун чухне. Ỹплесенче пурăнаттăмăр, утăçи вĕçленсен колхоз така пусса хăналатчĕ ял çыннисене. Пирĕн ялăн малтан "Гвардеец" ятлă колхоз пулнă вĕт. Каярах вăл Кỹпешпе пĕрлешсе "Свет", унтан "Ка-линино" ятлă пулнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Михуткин тăрăшнипе, пулăшса пынипе пур ĕçе те хаваспах хутшăнатпăр, Виталий Семенович Артемьев пире вĕрентсе, ертсе пырать, депутатсем те сахал мар пулăшаççĕ. Çапла ял-йышпа пĕрле ĕçлесе ял пурнăçне çăмăллатма тă-рăшса пурăнатпăр. Пирĕн, тивĕçлĕ канăва тухнисен, пурнăç лайăх. Киле килсех пенси укçине параççĕ. Çамрăксене вара манăн ĕçре тытăнса тăма сĕнес килет. Ĕç пулсан çемье те выçă лармĕ. Ĕç - пурнăç тыткăчи, - терĕ Александр Абрамович.
Валерий МИХУТКИН, Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Виталий Семеновичпа Александр Абрамович пек хастар çынсем пулни ĕçре питĕ пулăшса пырать. Вĕсем калама çук пысăк пулăшỹ кỹреççĕ. Хуть те мĕнле ĕç пирки сăмах пуçарсан та нихăçан та туртăнса тăмаççĕ, техника кирлĕ пулсан та пулăшаççĕ. Владимир Егоров тата Николай Федоров депутатсем те пирĕн маттур. Çавăн пекех çак ялти çутă лампочкисене улăштарса е пăхса тăракан Валерий Геннадьевич Михуткина та ырăпа асăнмалла. Çỹлерех асăннă çынсен тăрăшулăхне пулах ял халăхĕ пĕрле ĕçлесе, кивĕ фермăри вак чулсене турттарса ял вĕçне хытарнă çул çитерме май килчĕ. Ку ĕçе пĕлтĕр пуçларăмăр, насыпь турăмăр, щебень сартăмăр, кăçал тата çĕр метр тăсрăмăр.
Сăмах май, Питĕркасси ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе 1103 çын пурăнать пулсан, Хурапырта паянхи куна 107 кил шутланса тăрать, пурĕ 143 çын пурăнать. Шел те, çулталăк пуçланнăранпа ку ялта пĕр ача та çуралман, 5 çын пурнăçран уйрăлнă. Апла пулин те ялăн пуласлăхĕ пур тесе калас килет. Çамрăк çемьесем пур-ха кунта. Нумай ачаллисем хушшинче Марина Валерьевнăпа Анатолий Степанович Артемьевсене палăртмалла, вĕсем пĕр хĕрпе тăватă ывăл çитĕнтереççĕ.
Чи асли вара ку ялта - Анастасия Николаевна Горланова, вăл 1924 çулта çуралнă, ывăлĕпе Геннадий Алексеевичпа пĕрле пурăнать. Хурапырсем питĕ туслă пурăнаççĕ. Вĕсемех ра-йонта чи малтан халăхпа пухăнса Кỹпешпе Хурапыр ялĕсен çăвине тасатма пуçланă. Халĕ пур ял тăрăхĕнче те çулсерен çăвасене тасатса тăраççĕ, мала-рах ун пек пулман. Кỹпешсем те вĕсем хыççăн ĕçлеме тухнă. Çак çăва картине 2015 çулта ял çыннисенчен укçа пухса, халăхпа пĕрле тытма пултартăмăр. Çуртне вара çитес çул тăвасшăн. Ку енĕпе эпир документсем хатĕрлерĕмĕр ĕнтĕ. Кирлĕ укçан 80 процентне республика бюджетĕнчен параççĕ, 15 проценчĕ - ял тăрăхĕн укçи, 5 проценчĕ - халăхăн.
Çавăн пекех 2018 çулта урамри çутă лайăхрах пултăр тесе тăрăшасшăн. Ку енĕпе "Инициативлă бюджетировани" программа валли кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитертĕмĕр, программăна кĕтĕмĕр. Хурапыр ялĕн Çĕнĕ урамне кăçал насыпь турăмăр, çитес çул щебень сарасшăн. Çул, çутă пулсан ял çыннисене те пурăнма хăтлă. Çамрăксем ялах юлччăр тесе тăрăшатпăр та эпир, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама ĕçчен те хастар ял çыннисем пулăшнишĕн чун хĕпĕртет, çакă малалла тата тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантарать. Н.МИДАКОВА калаçнă.
Ноябрь 2024 |