Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Михаил ИГНАТЬЕВ: "Тĕреклĕ çемье - патшалăх çирĕплĕхĕн никĕсĕ"

Категория: Общество Опубликовано: 15.12.2017, 09:36 Просмотров: 539

Республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне пĕтĕмлетеççĕ. Çакна май тĕрлĕ мероприяти иртет. Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйсен ирĕкĕпе тĕрлĕ юхăма, тĕрлĕ проекта хутшăннă май пĕр-пĕрне тупнă мăшăрсемпе тĕл пулнă. Çамрăк çемьесемпе йĕркеленĕ ăшă тĕлпулура мăшăрсем хăйсен çемье историйĕпе паллаштарнă. Аннăпа Дмитрий Верияловсем студент чухнех туслашнă. Вĕсем туйпа çемьене планламалли центр йĕркеленĕ, татăклă шухăш тытнă чылай мăшăра тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹреççĕ. Верияловсем кăçал республикăри çемье йăли-йĕркине халалланă "Пĕрлешỹ" фестивальте "Ĕçлекен çамрăксен чи лайăх çемйи" номинацире мала тухнă. Пĕр-пĕринпе студентсен ĕç отрячĕсенче тĕл пулнă тăватă çемье çавра сĕтел хушшинче вĕренĕве ĕçпе ăнăçлă çыхăнтарса пыни çинчен каласа кăтартнă. Çамрăксенчен чылайăшĕ малашлăхне тăван республикăпах çыхăнтарать.

"Пирĕн республика - пурăнма, юратма, пултарулăха аталантарма, ĕçлеме, ачасене ỹстерме лайăх вырăн", - теççĕ çамрăк мăшăрсем.

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе тимлĕхе чакармасса шантарнă, кĕçех вăя кĕмелли çĕнĕ йышăнусемпе паллаштарнă. "Эсир пирĕн тĕрев, мĕншĕн тесен тĕреклĕ çемье - патшалăх çирĕплĕхĕн никĕсĕ", - тенĕ Михаил Васильевич.

Çулталăк вĕçленнĕ май республика Пуçлăхĕ "Амăшĕн мухтавĕ" хисеп палли пирки Указ кăларнă. Ку патшалăх награди амăшĕсен тимлĕхне хаклĕ тата çемьесене çирĕплетĕ. Ăна виçĕ е ытларах ача çуратса (усрама илсе) ỹстернĕ амăшĕсене памалла тăвасшăн. Çак хисеплĕ паллăна тивĕçнисем "Ĕç ветеранĕ" ята илнисемпе танах уйăхсерен 1100 тенкĕ илсе тăрĕç тата абонентсен çыхăну линийĕшĕн 50 процентне кăна тỹлĕç. Владимир ПУТИН, Раççей Президенчĕ: - Сăмах çĕршывăн пуласлăхĕ пирки пырать - Раççейре май пур таран ытларах ача çуралтăр, вĕсен пурнăç шайĕ ỹссе пытăр.

А.ТИМОФЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5