ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Николай Иванович ВАНЮШКИН, ял старости, ĕç ветеранĕ, "Единая Россия" парти членĕ, Сĕнтĕкçырми ялĕ:
- Çĕршывра мĕн пулса иртнине эпĕ ыттисем пекех телевизор пăхса тата хаçат вуласа пĕлетĕп. Владимир Путин хăй çитес çулхи суйлава хутшăнма палăртнине те телевизор пăхса пĕлтĕм. Вăл малтанах волонтерсемпе тĕл пулчĕ, унтан Чулхулари автозавод ĕçченĕсемпе. Çавăн чухне хăйне кандидата тăратнине пĕлсен савăнтăм, унăн йышăнăвне ырларăм. Эпĕ Владимир Владимировича мухтатăп: çак вăхăта çитсе мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр (пире хăратакансем нумай пулсан та), халăх йышĕ те ỹссе пырать, ача амăшĕсене те, пенсионерсене те пулăшаççĕ - çакă пĕтĕмпех Путин тăрăшнипе пулса пырать. Пирĕн Президент Раççее кризисран кăларчĕ, çав хушăрах Сирие те асапран хăтарчĕ, халĕ, авă, пирĕн çарсем унтан киле таврăнаççĕ. Сири халăхĕ хăйсене террористсенчен ирĕке кăларнăшăн савăнать, пирĕн çĕршыв ертỹçине, çар çыннисене тав тăвать. Владимир Путин пек ăслă ертсе пыракан, халăхшăн тăрăшакан çук пуль тесе шутлатăп эпĕ. Суйлава яланах хутшăнатăп, ыттисене те çитес çулхи суйлава хутшăнса хăйсен шухăшне палăртма, тĕрĕс йышăну тума чĕнсе калатăп.
Иван Николаевич ПРОКОПЬЕВ, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн депутачĕ, Туктамăш ялĕ:
- Çитес çулхи март уйăхĕнче иртекен Раççей Президенчĕн суйлавĕ - çĕршывра пу-рăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ политика пулăмĕ. Владимир Путин суйлава тепĕр хутчен хутшăнма кăмăл тунине ырлатăп. Пире шăпах ун пек вăйлă, ăслă-тăнлă, мал ĕмĕтлĕ, тĕнче шайĕнче çĕршыв интере- сĕсене çирĕппĕн хỹтĕлеме пултаракан лидер кирлĕ. Владимир Путина пула Раççей экономики аталанать, социаллă тата политика сферисенче стабильлĕ. Çĕршыв тилхепине йышăнмалли урăх кандидат курмастăп.
Ноябрь 2024 |