Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çăкăр та пĕçернĕ, окоп та чавнă

Категория: Общество Опубликовано: 10.12.2021, 12:27 Просмотров: 203

Кăçал паллă пулăма палăртса Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă çĕрте паттăрлăх кăтартнă çынсене асăну медальне парса хавхалантараççĕ. Медале илме тивĕç пулнисен шутĕнче Яманкассинчи Ирина Кузьминична Максимова ячĕ те палăрчĕ. 103 çулхи кинемей пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тĕллевпе ăна пăхса пурăнакан тăван пиччĕшĕн хĕрĕпе Зинаида Ивановнăпа çыхăнтăмăр. Зинаида Ивановна пире Ирина Кузьминичнăн пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

Ирина 1918 çулхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче Яманкасси ялĕнче Кузьмапа Вера Майоровсен çемйинче çуралнă. Çемьере вĕсем икĕ ача кăна пулнă - пиччĕшĕ Иван тата вăл. Ачалăхĕ вĕсен вăл вăхăтра çăмăлах пулман. Иринăн вĕренме те май килмен. Маларах амăшĕнчен вăрттăн çỹреме шутланă-ха вăл шкула, анчах та килĕнче пĕлсен ăна питĕ хытă хулăпа лектернĕ. Çемьере вĕреннишĕн тỹлеме ытлашши укçа пулман. Паянхи кун Ирина Кузьминична хут пĕлмен çын шутланать. Çав вăхăтрах вăл укçа шутлама пĕлет иккен.

23 çулхи хĕрарăма хăйсен ялĕнчи çынсемпе пĕрле окоп чавнă çĕре янă. Унăн упăшкине Гаврила (ялта ăна Карикка тесе чĕннĕ) вăрçа илсе кайнă. Гаврилĕ маларах салтакра пулнă, унтан вăрçăран суранланса таврăннă. Çавăнпа та вĕсен çемйинче ача сассине илтме Турă çырман.

Ирина Кузьминична окоп чавнă çĕрте малтанласа çăкăр пĕçерсе пурăннă. Вĕсем ĕçленĕ вырăнтан чугун çулĕ инçех пулман. Пĕрре Ирина çăкăр йăтса упăшкине тĕл пулас шухăшпа чугун çулĕ патне кайнă. Анчах та эшелонпа пыракан чылай салтак хушшинче ăçтан курăн ăна? Вара вăл çăкăрне Кариккана пама ыйтса пĕр салтака тыттарнă. Паянхи кун кинемей çав вăхăта аса илсе çапла калать: "Кариккана кураймарăм. Çапах та, çăкăра салтака тыттарса хамăн упăшкана чĕлĕ панăнах туйăнчĕ".

Çамрăк хĕрарăма çăкăр анчах пĕçерттермен, окопне те чавтарнă. Вăл вăхăтра нумайăшĕн çи-пуçĕ начар пулнă, урисене те çăпатасем кăна сырнă. Ирина Кузьминична та ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăман. Тем вăхăтран унăн çăпати çĕтĕлсе кайнă, ăна тыттарса паракана та тупайман. Окоп чавнă вырăнта пушăчĕсене те тупма йывăр пулнă. Нумай вăхăт иртет-и, сахал-и - хĕр киле кайма тухнă. Уринчи çĕтĕк çăпатине алла мĕн лекнĕ, çавăнпа тыттарса лартнă та çула тухнă. Çанталăкĕ сивĕ пулнă, юлашкинчен уринчи çăпати те тĕппипех татăлса тухнă. Килне çитиччен унăн ик урине те тăм тивнĕ. Чи йывăрри кайран пулнă иккен - урисенчи ỹчĕ сĕвĕннĕ. Ялти пĕр хĕрарăм пылпа тата эрехпе сиплеме пулăшнине аса илет ватă. Кун пек йывăрлăха чăтса ирттернĕ хыççăн вăл Элĕк районĕнчи Çирĕккасси ялĕнче кирпĕч тунă çĕрте ĕçленĕ. Каярахпа ялти колхозра вăй хунă. Унта вара 72 çула çитичченех колхоз ĕçченĕнче тăрăшнă.

Çамрăкла чирлени, шăнса пăсăлни паянхи кун та хăйсем çинчен пĕлтерсех тăраççĕ ăна. Вунă çула яхăн ĕнтĕ Ирина Кузьминичнăна тăванĕсем пĕччен хăвармасăр пăхса пурăнаççĕ. Пиччĕшĕн ачисем, вĕсем улттăн пулнă, ăна тунсăхлама памаççĕ. Çуллахи кунсенче тăван ялĕнче пурăннă вăхăтра ăна тăванĕн ачи Валерий пăхать. Хĕл кунĕсене вара Зинаида патĕнче Шупашкарта ирттерет вăл. Пиччĕшĕн ачисем, мăнукĕсем ăна хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. "Эпир мăнакăн, асаннен çирĕплĕхĕпе, паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр. Вăл пулман пулнă пулсан, пурнăç темле пулĕччĕ паян", - калаçăва вĕçленĕ май шухăшне пĕлтерчĕ Зинаида Ивановна.

М.РОДИОНОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1