Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ишессипе "Артекра" та малта

Категория: Общество Опубликовано: 14.01.2022, 10:17 Просмотров: 502

MashaAlivankinaВĕренỹри, спортри çитĕнĕвĕсене кура çĕршыври çамрăксене "Артекра" пухасси йăлана кĕчĕ. Унта тĕрлĕ регионти яшсемпе хĕрсем пĕрле пухăнса акцисене, конкурссене, ăмăртусене хутшăнаççĕ, унпа пĕрлех çĕнĕ тус-тантăшсем тупаççĕ. Районтан та çулсерен асăннă центра çамрăксем кайса кураççĕ. Хальхинче вара çак чыса Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен, "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн ишевçĕсен уйрăмне çỹрекен Мария Аливанкина тивĕçнĕ. Декабрĕн 27-мĕшĕнчех çула тухнă вăл, ыран тăван тăрăха та çитĕ ĕнтĕ.

Çамрăксен кану центрĕнче вăхăт кашнийĕншĕн сисĕнмесĕрех иртет. Кунта кунсерен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕрине те ирттермен Мария, ишевçĕсен ăмăртăвĕнче палăрма та пултарнă вăл. Хĕрсем хушшинче ирĕклĕ майпа ишсе 50 метр тăршшĕ дистанцие пĕрремĕш парăнтарнă. Суйланнă ăмăртусенче хĕр чи лайăх кăтарту кăтартнă, ылтăн медале тивĕçнĕ. Эстафета ишевĕнче вара, унта Мария та пулнă, команда иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Палăртма кăмăллă, Мария - ишессипе хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче районăн абсолютлă чемпионĕ тата рекордсменĕ. Вăл - республика шайĕнче акватлон енĕпе иртнĕ ăмăртусен призерĕ. Унăн ку енĕпе пĕрремĕш спорт разрячĕ пур. Акватлон, триатлон, ишесси тата çăмăл атлетика илĕртеççĕ ăна. Пултаруллă наставникĕсем - Юрий Столяров тренер-преподавателĕ тата Эдуард Романов физкультура учителĕ - çитĕнỹ çулĕпе утма пулăшаççĕ ăна. Паллах, ашшĕ-амăшĕ те хавхалантарса пыраççĕ пикене. Вăл аслисен кашни сăмахне ăша хывать, пуçланă ĕçе тĕплĕн пурнăçлать. Ахальтен мар Мария мĕн 1-мĕш класран тытăнса "5" паллăсемпе кăна вĕренет. Çулсерен предмет олимпиадисене, литература конкурсĕсене, акцисене, интеллектуаллă вăйăсене, унсăр пуçне шкулта, районта иртекен культура мероприятийĕсене хутшăнать, вĕсене ертсе пырать. Музыкăпа та интересленет хĕр, ăна тăтăшах сцена çинче куратпăр. Хăйĕн шăпчăк евĕр сассипе пурне те тыткăнлать вăл. Пурин те унран ырă тĕслĕх илесчĕ.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1