Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕçне пĕлет, яваплăха туять

Категория: Общество Опубликовано: 21.01.2022, 10:16 Просмотров: 812

Иртнĕ çул вĕçĕнче районта тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем ĕçре палăрнăшăн наградăсене тивĕçрĕç. Вĕсен йышĕнче - "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн тренер-преподавателĕ Петр Кузьмин. Вăл Раççей Федерацийĕн Спорт Министерствин Тав сăмахне илме тивĕç пулчĕ.

KuzminPПетр Александровича районта пĕлмен çын çук. Вăл чылай çул хушши ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уйрăмне ертсе пырать. 1987 çултанпах вăл спорт тĕнчипе туслă, çамрăксене те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентет. Тренер-преподаватель тăрăшулăхне, ăсталăхне, тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине пула унăн вĕренекенĕсем район, республика, регионсем хушшинчи спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ачасен спортри çитĕнĕвĕсем тренер-преподавателе те, ашшĕ-амăшне те савăнтараççĕ.

Палăртмалла, Петр Кузьмин чи малтанах районти çамрăксен спорт шкулĕнче тухăçлă тата кăтартуллă ĕçлеме пуçланă. Çак тапхăртан вара районти çĕр-çĕр шкул ачипе çамрăк хăйсене спортра тупма, ирĕклĕ майпа кĕрешессине чунтан юратма пултарнă. Вĕсем хушшинче çак спорт тĕсĕпе пĕрремĕш разряд илекенсем те йышлă.

Район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ Алексей Никитин пĕлтернĕ тăрăх, Петр Александрович - хăйĕн ĕçне чунтан парăннă тренер-преподаватель. 34 çул ытла ĕçлет вăл ачасемпе. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уйрăмне аслă классенче вĕренекенсем кăна мар, кĕçĕннисем те хавхалансах çỹреççĕ. Пĕтĕмпе 50 яхăн ача çỹрет ун уйрăмне. Ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет тренер, вĕсемпе çыхăну тытсах тăрать. Хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр çамрăксен спортри пултарулăхне аталантарма тăрăшать вăл. Ачасемпе республика, регион шайĕнчи ăмăртусене хутшăнать, пĕр спорт мероприятийĕнчен те юлмасть. Ĕçне пĕлсе, яваплăха туйса вăй хурать. Ĕçри пĕлĕвне ỹстерсех пырать. Çĕнтерỹ патне утăм тума чылай тăрăшмаллине туять вăл. Тỹрĕ кăмăллă, яланах тĕрĕслĕхшĕн вăл. Ĕç коллективĕнче те вăл хисепре.

Асăнса хăвармасăр май çук: Петр Кузьмин хăй те ачаранах спортпа туслă. Çавна пулах икĕ мăнукне те пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарать. Вĕсем кукашшĕпе пĕрле "Хастар" ФСК-на хаваспах çỹреççĕ, бассейнра ишеççĕ, тренажер залне çỹреме кăмăллаççĕ, футболла выляççĕ - пур спорт тĕсĕпе те интересленеççĕ. Çемйинче тăнăçлăх хуçаланать унăн, мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем, пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ. Хурт-хăмăр ăсти те вăл, утар та тытать çемье. Ку çеç те мар, строительство ĕçне те пĕлет Петр Александрович - хăйĕн тус-юлташĕсемпе районта сахал мар çурт çĕкленĕ. Пур енĕпе те пултаруллă, маттур тренер-преподавателе спортри пархатарлă ĕçĕнче çитĕнỹсем тума сунатпăр.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31