Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Коронавируспа чирлисем хушшинче ачасем те пур

Категория: Общество Опубликовано: 28.01.2022, 10:53 Просмотров: 388

Районта черетлĕ хут коронавируспа çыхăннă эпидеми алхасать. Çак амакпа чирлекенсен шучĕ кунсерен хушăнса пырать. Иртнĕ эрнере кăна, январĕн 17-23-мĕшĕсенче, коронавирус инфекцине ертнĕ 27 çынна регистрациленĕ. Тимлĕ пулăр: чирлисем хушшинче ачасем те пур. "Омикрон" тата "дельта" штамсем сарăлма пуçланине те ан манăр.

Хисеплĕ район çыннисем, сире яваплăрах пулма ыйтатпăр. Чире сарăлма парар мар. Обществăлла вырăнсенче маска тăхăнма ан ỹркенĕр, перчеткесемпе усă ку-рăр. Алăсене тăтăшах супăньпе çăвăр, антисептиксемпе сăтăрăр. Пите хура алăсемпе ан тытăр, вăл шутра - перчеткепе те. Ỹсĕрнĕ тата сунасланă чухне çăварпа сăмсана салфеткăпа картлăр. Кирек хăш вырăнта та 1,5-2 метрлă дистанци тытма тăрăшăр. Аслă ỹсĕмрисене, 60 çултан иртнисене, çавăн пекех вăраха кайнă чĕре-тымар тытăмĕн, сывлав органĕн чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе чирлекенсене обществăлла вырăнсене сахалрах тухса çỹреме ыйтатпăр. Иммунитет хавшать пулсан та çавах. Обществăлла транспорт пирки те манăр. Лавккара туяннă апат-çимĕç продукчĕсене (улма-çырлана, пахча çимĕçе) усă куриччен лайăх çăвăр. Ỹт температури хăпарса кайсан, хăвăра япăх туйсан врача киле чĕнĕр. Район больници çумĕнче кунсерен васкавлă пулăшăвăн мобильлĕ бригади ĕçлет.

Çавăн пекех район больницинче дистанци мелĕпе консультаци паракан центр пур. Унта коронавируспа çыхăннă ыйтусем пама пулать: врача киле чĕнесси, тестировани витĕр тухасси, вакцинаци тăвасси пирки. Центр кунсерен 8 сехетрен пуçласа 23 сехетчен ĕçлет. Телефон номерĕ: 8 987 575 99 03.

Паянхи кун коронавирус инфекцийĕнчен вакцинаци кăна пулăшĕ. Çавăнпа та пурне те прививка тума чĕнсе калатпăр. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене çак хăрушă чиртен сыхлăр.

Район больницине 12 çулхи тата аслăрах ачасене коронавирусран прививка тумалли вакцина килнĕ.

Район больници.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31