ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2021 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе регионти 1000 çамрăк кăçал ятарлă стипенди илсе тăрĕ. Пултаруллă çамрăксем хушшинче районта çуралса ỹснĕ яшсемпе хĕрсем пулни кăмăла çĕклет. Çак чыса вĕсем вĕренỹре, спортра, ĕçре тата ытти тытăмра палăрнипе, пысăк çитĕнỹсем тунипе тивĕçнĕ.
Хаçатăн паянхи номерĕнче вулакансене çав хастарсенчен пĕринпе паллаштарасшăн. Сăмахăм "Чăвашэнерго" филиалĕн Çур-çĕр производство уйрăмĕн бухгалтери тата налук учет пайĕн ертсе пыракан бухгалтерĕ Оксана Павлова (хĕр чухнехи хушамачĕ - Чертова) пирки пулĕ.
Çак маттур та ĕçчен хĕрарăм тытса тума пĕлмен-пултарайман пĕр ĕç те çук пек туйăнать. Энергетика сферинче вăл ултă çул ытла вăй хурать. Унăн тивĕçĕ - Çурçĕр производство уйрăмĕн (унта вара сакăр район кĕрет) ĕçченĕсене шалу укçине шутласа парасси. Унсăр пуçне, налук органĕсене, социаллă страхлав тата пенси фончĕсене уйăхсерен отчет туса памалла. Çак ĕçе ансат та çăмăл тесе калаймăн: пĕр цифрине те арпаштарма юрамасть, пĕтĕмпех вăхăтра, тĕрĕс тумал-ла. Оксана Юрьевна - питĕ яваплă ĕçчен, документсене тĕплĕ, тирпейлĕ йĕркелеме хăнăхнă, çавăнпа ĕçĕ кал-кал та ỹсĕмлĕ пулса пырать. Тепĕр чухне сиксе тухакан кăткăс ыйтусемпе бухгалтери енĕпе пысăк опыт пухнă аслă юлташĕсемпе канашласа илме те тивет. Уçă кăмăлне кура тăван коллективра пуринпе те пĕр чĕлхе тупма, ĕçтешĕсен хисепне çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ вăл.
Таканари шыв та хумханмасăр пулмасть теççĕ, çавăн пекех çĕршыври тĕрлĕ саккунсемпе нормативсем те час-часах улшăнса тăраççĕ. Вĕсем хыççăн ĕлкĕрсе пырас тесен шут ĕçченĕсен пĕрмаях çĕнĕлĕхсене вĕренмелле, хăйсен пĕлĕвне ỹстермелле. Оксана çапла тăвать те, ятарлă тата хушма литературăна тăтăшах шĕкĕлчет. Хăйне кирлĕ информацие интернет уçлăхĕнчен те шыраса тупать, вулать, тишкерет.
Пысăк яваплăхпа дисциплинăна çирĕп пăхăнни Оксана Павлова спорта юратнинчен те килетех. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл волейбол секцине, бассейна тренировкăна çитсе килет, çакна чи лайăх кану тесе шутлать. Сăмах май каласан, Оксана - спортăн çак тĕсĕсемпе район тата республика призерĕ. Ахальтен мар вăл нормативсене пурнăçласа ГТО-н ылтăн паллин хуçи пулса тăнă. Предприяти, район тата республика шайĕнче йĕркелекен спорт ăмăртăвĕсенче, обществăлла мероприятисенче яланах курма пулать хастар хĕрарăма.
Унăн тепĕр пысăк юратăвĕ - ял пурнăçĕ. Оксана Юрьевна Çĕн Атикасси ялĕнче 1987 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче Валентина Петровнăпа Юрий Иванович Чертовсен çемйинче çуралса ỹснĕ. Оксана Володя шăллĕпе мĕн ачаранах ĕçе хăнăхса çитĕннĕ. Вĕренỹре яланах малта пулнă. Çĕн Атикасси шкулĕнче, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче, Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн экономика факультетĕнче, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют чĕлхе факультетĕнче лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Хĕрлĕ Чутай гимназине, Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн экономика факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. 2008 çулта Оксана Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.
Ĕç хыççăн Оксана киле васкать, çемйине тутлă тăрантарать, ывăлĕпе урок тăвать, кукăль пĕçерет. Канмалли кунсенче вара çемйипе яла ашшĕ-амăшĕ патне васкаççĕ. Ялта вара пушшех те ĕç нумай, ара, хуçалăхĕ пысăк-çке - ĕнине сумалла, теплицăна тĕрĕслеме те ĕлкĕрмелле. Харсăрскерĕн аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать. Яра куна вăл çемйипе пĕрле пахчине çум курăкран тасатма, утă пуçтарса кĕртме, мунча хутма, выльăх пăхма тата ыттине тума та ĕлкĕрет. Чечексене питĕ юратать, вăтăр ытла тĕрлине ỹстерет. Вĕсем пахча çимĕç нумай çитĕнтереççĕ, кĕркунне вара пысăк тухăç пухса кĕртеççĕ. Хăйсем туса илнĕ паха çимĕçе консервлаççĕ, тăварлаççĕ, хĕл каçиччен çисе киленеççĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, Оксана Павлова çемье, ĕç, обществăлла пурнăç валли те вăхăт тупать. Талăкра уншăн 24 мар, ытларах сехет тейĕн, темĕн тума та ĕлкĕрет. "Вăхăта тĕрĕс пайлама çеç пĕлмелле, çав вăхăтрах пур çĕрте те дисциплина кирлĕ", - тет йăл кулса Оксана. Паллах, çывăх çыннисен - мăшăрĕн, ашшĕ-амăшĕн, тус-юлташĕпе ĕçтешĕсен - пулăшăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпах кăсăклă, нумай енлĕ пурнăç валли вăй-хал та тупăнать.
Л.ШУРЯШКИНА.
Ноябрь 2024 |