ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Февралĕн 15-мĕшĕнче районта çарпа патриотизмла юрăсен фестивалĕ иртрĕ. Çамрăк талантсем кăçалхипе 17-мĕш хут районти ача-пăча искусство шкулĕн сцени çинче патриотла юрăсен фестивальне хутшăнчĕç. "Чĕррисем асра тытчăр, ăрусем ан манччăр" фестивале районти воин-интернационалистсене - Геннадий Ивановпа Юрий Макарова тата Чечен вăрçинче пуçĕсене хунă Валериан Быковпа Сергей Эзенкина - асăнса ирттереççĕ.
Фестивале хутшăнакансене район администрацийĕн культура, туризм тата архив ĕçĕн пай ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алина Михуткина, Чăваш Республикинчи "Афганистан ветеранĕсен канашĕ" обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Александр Хозайкин саламларĕç. Вĕсем çакăн пек мероприятисем патриотла туйăма аталантарма, Тăван çĕршыва юратма пулăшнине палăртрĕç.
Уявра çемьене, аннене юратмалли, çĕршыв тата тăнăçлăх пирки нумай юрă шăрантарчĕç. Жюри членĕсем конкурсантсене темиçе ушкăнра - кĕçĕн (8-12 çулхисем), вăтам (13-15 çулхисем), аслă (16-22 çулхисем) - хакларĕç. Кĕçĕн ушкăнра пĕрремĕш вырăна Анна Александрова, иккĕмĕшне Ангелина Зарубина, виççĕмĕшне Денис Сорокинпа Даниил Егоров тивĕçрĕç. Вăтам ушкăнта Диана Сядайкина пĕрремĕш, Нелли Чубайкина иккĕмĕш, Диана Даниловапа Анастасия Ремизова виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Аслă ушкăнта Мария Аливанкина пĕрремĕш вырăна, Кира Булаткина иккĕмĕш, Ксения Осеева виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Çĕнтерỹçĕсем пурте Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.
Фестивале чылай ача хутшăнчĕ. Юрă-кĕвĕпе туслă çыннăн кăмăлĕ ырă, чунĕ пуян. Апла пулсассăн çак асамлă илемлĕх тĕнчине çĕнĕ ятсем хушăнса пире пурнăçра татах та иксĕлми вăй-хăват пама пултарччăр.
М.МАМУТКИНА.
Ноябрь 2024 |