Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Савăнса пурăнма пĕлеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 20.12.2017, 10:31 Просмотров: 738

IMG 9267Паянхи пурнăçа эпир кашни хамăра май йышăнатпăр. Пĕрисем самана çине йăвантарса йĕри-тавра йывăрлăх кăна кураççĕ, теприсем вара пурнăçăн кашни кунĕпе савăнса пурăнма пĕлеççĕ. Пурнăçра йывăрлăхсăр пулмасть, паллах, тепĕр чухне хуйхи-суйхи те алăкран килсе шаккать. Çавсене пĕтĕмпех парăнтарса малашлăха чун хавалĕпе, ырă кăмăлпа пăхакансем тем тесен те ытларах пирĕн хушăра, шăпах çавăн пек çынсем çинчен каласа парас килет те манăн.

Кил-çуртĕнче тирпейлĕх хуçаланать

Районта нумаях пулмасть иртнĕ "Чи пултаруллă аттепе анне" конкурсра çĕнтернĕ Яков-левсем пирки сăмах пуçарсан атнарсем: "Питĕ лайăх çемье, кăмăллă мăшăр, килĕштерсе пурăнаççĕ, кил-çуртĕнче яланах тирпейлĕх хуçаланать", - терĕç.

Çак сăмахсем чăннипе тỹр килнине Яковлевсен хапха алăкне уçса кĕрсессĕнех ăнлантăм. Кил хушшийĕпех плитка сарнă, хуçалăхра кирлĕ пулакан пур япала та хăй вырăнĕнче, карти-хуралтисем çирĕп. Пỹрте кĕрсен те ăшă та çутă, таса та тирпейлĕ пỹлĕмсен ытамне лекетĕн.

Кил хуçисем, Николай Васильевичпа Людмила Евгеньевна, тараватлăн кĕтсе илчĕç. Çемье пуçĕ выльăх карти таврашĕнче пуçланă ĕçĕсене вĕçлеймесĕр пỹрте кĕреймерĕ, çавăнпа чи малтан эпир сăмах çăмхине Людмила Евгеньевнăпа сỹтрĕмĕр.

Ташăпа юрă пĕрлештернĕ

Яковлевсем çемье вучахне чĕртнĕренпе кăçал 40 çул çитнĕ. Муркаш районĕн хĕрĕпе Атнар каччине ташă-юрă пĕрлештернĕ теес килет. Шăпах "Коминтерн" хуçалăхăн пултарулăх коллективĕ-сене çỹренĕ чух паллашнă вĕ-сем. "Эпĕ ташă коллективĕнче ташлаттăм, Коля хорта юрлатчĕ. Пирĕн коллективсем республикăра кăна мар, ун тулашĕнче пулакан конкурссене те тухса çỹретчĕç. Мускав, Белгород хулисене те çитнĕ эпир. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсем те пулнă", - мăшăрĕпе мĕнле паллашнине аса илнĕ май каласа пачĕ Людмила Евгеньевна.

Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Людмила Евгеньевна направленипе пирĕн районти Березовкăри шкулта пуçламăш классене вĕрентме пуçланă. Икĕ çултан Саланчăкри интернат шкула куçнă, унта тăхăр çул ытла ĕçленĕ. Кайран вара Атнарти вăтам шкулта вăй хума тытăннă. Людмила Яковлеван педагогикăри пĕтĕмĕшле стажĕ - 39 çул. Çак хушăра вăл тăрăшуллă ĕçĕшĕн тĕрлĕ шайри чылай хисеп хутне тивĕçнĕ. 2005 çулта ăна "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ят парса чысланă.

Николай Васильевич Атнарти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Етĕрнери училищĕре пĕлỹ илнĕ, унтан лесхозра водительте ĕçленĕ. Лесхоз салансан Атнарти вăтам шкулта автобуспа ĕçлеме пуçланă, халĕ те унтах тăрăшать - ирсерен таврари ачасене шкула илсе çитерет, уроксем хыççăн каялла çитерсе хăварать. Яковлевсем çемье çавăрнă хыççăн та ташлама-юрлама çỹренĕ.

Людмила Евгеньевна халĕ те халăх хорне пăрахман, "Айхал" фольклор ушкăнне те çỹрет. Николай Васильевич вара шкула куçнăранпах хорта юрлать. Пĕлтĕр Яковлевсем фольклор ушкăнĕпе пĕрле Крымра иртнĕ "Акатуйра" та пулса курнă. "Эпĕ çамрăк чух тинĕс хĕрринче пулса курнăччĕ-ха, Коля вара пĕрре те пулман. Çавăнпа малтанах Крыма ăна ярасшăнччĕ, хам кил-тĕрĕшри ĕçсене тума юласшăнччĕ. Анчах та Оля хĕрĕмĕр çемйипе киле юлма, хуçалăха пăхса тăма килĕшрĕ те, инçе çула иксĕмĕр те тухрăмăр. Питĕ килĕшрĕ пире Крым тăрăхĕнче, атнарсен пултарулăхне те куракансем хапăл тусах йышăнчĕç", - тет Людмила Евгеньевна.

"Юрлас, купăс калас ăсталăх сире камран куçнă, эсир ташша-юрра ăçта вĕреннĕ?" - ыйтрăм эпĕ кăмăллă мăшăртан. Вăл вăхăталла çемье пуçĕ те ĕçĕсене пĕтерсе пỹрте кĕнĕччĕ ĕнтĕ.

"Манăн анне питĕ хитре юрлатчĕ, юрлама эпĕ унран тата мăнаккаран вĕрентĕм", - терĕ Людмила Яковлева.

"Ача чухне куккасем купăс каланине питĕ сăнаса пăхаттăм, хамăн та питĕ калас килетчĕ те хутран купăс ăсталаса çемĕсем "калаттăм", - ачалăхне аса илчĕ Николай Васильевич. - Кайран хам та калама вĕрентĕм. Улттăмĕш класра чухнеччĕ-ши - анне мана пасарта сысна çурисем сутсан купăс илсе пачĕ. Саланчăкри лавккаран туяннă купăс шăпах икĕ сысна çури хакне ларчĕ. Кайран çав купăспа выляса шкулта хĕрсене юрлаттараттăм. Ỹсерехпе клубра та çамрăксене ташлаттараттăм. Вăл купăса халĕ те упратăп, ĕçлемест пулсан та". Яковлевсен ачисем те юрлама ăста. Ашшĕ вĕсене пĕчĕк чухне каçсерен купăс каласа ташлаттарнă, юрлаттарнă. Оля студент чухне сцена çине час-часах тухнă. "Чи пултаруллă аттепе анне" конкурса хутшăннă ашшĕпе амăшне хавхалантарма районти Культура çурчĕн сцени çине тухсан та вăл чăвашла питĕ хитре юрласа пачĕ.

Ĕç - пурнăç тыткăчи

Яковлевсем икĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ачисем иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Асли, Ольга, çемйипе Шупашкарта пурăнать, мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăл ỹстереççĕ. Ольга республикăри айăплавсене пурнăçлакан федераллă службăн управленийĕнче инспекторта тăрăшать.

Çул-йĕр хăрушсăрлăх службин инспекторĕнче тимлекен Сергей ывăлĕ çемйипе Ханты-Мансийск автономи округĕнче тĕпленнĕ, мăшăрĕпе вĕсем çулталăкри ывăлне ỹстереççĕ. "Мăнуксене питĕ юрататпăр, вĕсем - пирĕн чун уççи, - теççĕ Яковлевсем.

- Мăнуксене ачасенчен те ытларах юратаççĕ тени чăнах иккен. Эпир вĕсене ĕçе хăнăхтаратпăр. Аслă мăнукăм Дима Шупашкарти гимназире çиччĕмĕш класра вĕренет ĕнтĕ, яла килсен кил-тĕрĕшри ĕçсене хутшăнать, çулла кĕтỹ те пăхать. Тепĕр çулла эпир ăна утă çулма та вĕрентесшĕн-ха".

Пĕрремĕш класа каякан Ваня мăнукĕ кукашшĕ пекех купăс патнелле туртăнать иккен. Атнара килсессĕнех купăс пама ыйтать вăл. Мăнукĕсем те кукашшĕпе кукамăшне питĕ юратаççĕ. Çакă çỹлерех асăннă конкурсра Дима кукамăшĕпе кукашшĕне халалласа хăй çырнă сăвва вуласа парсан та палăрчĕ. Сергей ывăлĕ те çемйипе кашни çулах тăван тăрăха килет. Е тата Яковлевсем инçе çула кĕскетсе хăйсем те вĕсем патне çитсе курма ỹркенсе тăмаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсене тимлĕх уйăрма вăхăт тупнипе пĕрлех Николай Васильевичпа Людмила Евгеньевна хăйсен хуçалăхне те çирĕп тытса пыраççĕ. "Халĕ выльăх малтанхи пекех нумай тытмастпăр. Унччен пилĕк ĕне усрани те пулнă. Халĕ пĕр ĕне, чупнă пăру пур. Чăх-чĕп, кăвакалсем йышлă тытатпăр", - тет ĕçчен мăшăр. Утар та пур Яковлевсен, пыл хурчĕсене мĕн çамрăкранпах тытаççĕ вĕсем. Ачисемпе мăнукĕсене техĕмлĕ пылтан татмаççĕ. "Шкулта ачасене вĕрентнĕ хушăрах выльăх та нумай усранă эсир, ташлама-юрлама çỹреме те ĕлкĕрнĕ - вăхăт мĕнле çитереттĕр?" - кăсăклантăм эпĕ.

"Хуняма питĕ лайăхчĕ манăн, нумай пулăшрĕ, ачасене те пăхатчĕ, кил-тĕрĕшри ĕçсене те пурнăçлатчĕ. Эпир унпа 40 çул килĕштерсе пурăнтăмăр, шел те, кăçал çуркунне вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ, - терĕ Людмила Евгеньевна. - Коля мăшăрăм та пĕр ĕçе те тиркемест, ку хĕрарăм ĕçĕ, ку арçыннăн тесе пайламан нихăçан та. Çакă та маншăн пысăк тĕрев".

Çакăн пек килĕштерсе, ачисемпе мăнукĕсенче, ташă-юрăра чун уççине тупса, ĕçре пурнăç илемне курса пурăнать Атнар ялĕнчи Яковлевсен çемйи. Ял çинче ырă ята тивĕçнĕ хисеплĕ мăшăр ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Пурнан пурнăçра çакăн пек çемьесенчен вĕренсе пырасчĕ пирĕн, хуть те мĕнле лару-тăрура та чун хавалне çухатас марччĕ.

Алина КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1