ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Аслă Отечественнăй вăрçă пĕтнĕренпе 77 çул çитет ĕнтĕ. Апла пулин те Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ паттăрсене халăх манмасть, вăл шутра - вăрçă ачисене те. Вĕсен ачалăхĕ ĕçре пиçĕхнинчен пуçланнă.
Шĕмшеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, паянхи кун Енкĕлтре пурăнакан Ольга Шурбя - ултă ачаран чи кĕçĕнни. Вăл "атте" тесе курман, ăна астумасть те. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне Ольга ултă уйăхра кăна пулнă. Мăшăрне вăрçа ăсатсан ачасен амăшĕ: "Малалла мĕнле пурăнмалла?" - тесе макăрнă. Çакна курнă Микулай мучи ăна фермăна ĕçлеме каймашкăн сĕннĕ. "Унта çын выçă вилместех", - тенĕ. Чăнах та, пĕр ачине те выçăпа вĕлермен хĕрарăм. Ывăлĕсем лашасем, сурăхсем пăхнă. Ольга та мĕн пĕчĕкренех ферма ĕнисене астунă. Амăшĕ кашни çулах колхозпа килĕшỹ тунă. Çăва тухсанах мĕн юр çăвиччен Ольга килте пурăнман. Аслисемпе пĕрле вăрманта ĕнесене пăхнă. Юр çăвасса тем пекех кĕтнĕ хĕрача. Тепĕр чухне вăл сентябрь уйăхĕнчех ỹкнине астăвать вăл. Вара выльăхсене фермăна хăваласа килнĕ. Пĕр уйăх кĕтỹ пăхнăшăн пĕр пăт çăнăх, пĕр литр сĕт панă. Каникул вăхăтĕнче ирĕклĕн выляса та, канса та курайман ачасем. Кĕтỹçсене шăрăх аптăратнă. Пиçнĕ вĕсем хĕвел пайăркисем айĕнче. Çанталăк çумăра кайсан та выльăхсене пăрахса тарман. Кĕтỹçсем те, дояркăсем те вăрманти ферма çуртĕнче пурăннă. Сĕтне вара кашни кун лашапа турттарнă.
"Анне пире çирĕп тытатчĕ, анчах алă çĕклемен. Эпир те ăна тарăхтарман. Хушнине итленĕ, ĕçленĕ. Пĕчĕклех халăхпа пĕрле уя çум çумлама каяттăм, тырă та выраттăм. 12 çултах аслисемпе тăрса утă çулаттăм. Çăм арлаттăм, алса-нуски çыхаттăм. Пирĕн патра станокпа виçкĕтеслĕ ула тутăр çыхатчĕç. Халĕ вĕсен татăкĕ те çук. Тата мĕн кăна çимен пулĕ эпир? Шăнса крахмалланнă çĕрулми икерчи, тем тĕрлĕ курăк, мăян та. Анкартинче майра кĕпçи хăварман вăл вăхăтра. Хальхи ачасем ăна куçпа та курман, палламаççĕ те. Халĕ кĕпçе те ун чухлĕ тухмасть. Вăрçă ачисемех çисе янă пулĕ. Сахăр çисе курман, кăшман шывĕ ĕçнĕ. Ĕлĕк пурнăçа укçасăрах епле майлаштаркаласа пурăннă-ши? Качча кайма кĕрĕкне те, сăхманне те çĕлеттернĕ. Арча тултарнă. Мĕн тиесе килнине питĕ тимлĕ пăхатчĕç", - аса илет Ольга Шурбя.
Пулас мăшăрне Çтаппана ăна тупса панă. Унччен вăл пĕр каччăпа та çỹресе курман. "Качча илессишĕн тăна илчĕç те анне парса ячĕ мана", - тет вăл. - Эпĕ тиркемен. Кил-йышĕнчи çыннисем те лайăхчĕ. Хунямапа хуняçа усал пулман".
Çтаппанăн ашшĕпе амăшĕ Шĕмшеше тăванĕсем патне хăнана кайнă. Хайхискерсем ывăлне авлантарасшăн пулнине, анчах хĕр тупайманнине пĕлтернĕ. "Никихвăр арăмĕн пур та... Те парать, те памасть вăл", - тенĕ тăванĕ. Вара Никифор арăмĕ патне калаçма кайнă. Хĕрĕн амăшĕ хирĕçлемен. Кайран лашапах çураçма килнĕ. "Четвĕрт кăларма юрать-и?" - ыйтнă малтан. "Юрать", - темесĕр ăна пуçламан. Пухăнса ĕçкĕ тунă та Ольгăна качча парса янă. Хĕр тантăшĕсем макăрса юлнă ун чухне.
Пĕрре те курман, палламан яшпа çемье çавăрнăшăн хĕрарăм нихăçан та ỹкĕнмен. "Каялла каяс шухăш та пулман. Çемьешĕн тăрăшакансемччĕ пурте. Тăванĕсем те лайăхчĕ. Нихăшĕнпе те хирĕçсе курман. Хунямапа хуняçан 10 ачаччĕ. Эпĕ качча пынă чухне кĕçĕн ачисем ỹссе çитейменччĕ. Хам та виçĕ ывăл çуратрăм. Мăшăрпа 51 çула яхăн лайăх пурăнтăмăр. Çтаппан хуралçăра та, бригадирта та, аслă конюхра та ĕçлерĕ. 11 çул каялла чире пула пурнăçран уйрăлчĕ", - тет кинемей.
Кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать Ольга Шурбя. Хыпарсемпе интересленсех тăрать, ун аллинчен хаçат-журнал татăлмасть. Ачалăхĕ йывăр тивнĕ пулин те кашни кунпа, сенкер тỹпепе савăнса пурăнать.
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |