Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Юрăпала ташăпа ирттерет ĕмĕрне

Категория: Общество Опубликовано: 04.03.2022, 15:35 Просмотров: 795

Серафима Моисеевна Денисова (Алексеева) Яманкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шкул хыççăн Канашри медицина училищине вĕренме кайнă. Ăна 1977 çулта пĕтернĕ те Çĕн Атикасси ялне таврăннă. Кунта вăл 10 çул хушши фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ. Ĕçĕ вăтам пĕлỹ паракан шкулпа юнашар пулнăран çамрăк хĕре шкул коллективĕ питĕ ăшшăн йышăннă. Алексей Владимирович Власов завуч пĕрле килĕштерсе ĕçлеме ăнăçу суннă ăна. Шăпах çав вăхăтра шкулпа колхозăн отчет ирттермелле пулнă. Вара Серафима Моисеевна та пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле концерта хутшăннă. Чылай çул хушши шкул коллективĕнчен уйрăлмасăр сцена çине тухнă Серафима Денисова. Каярахпа, 1997 çулта, тăрăхра фольклор коллективĕсем йĕркеленме пуçланă. Лариса Петровна Бармина ял Канашĕн председателĕнче тăрăшнă май, Кив Атикассинче те фольклор коллективне йĕркелеме палăртнă. Шкулăн пултарулăх ушкăнне, вĕсен шутĕнче Серафима та пулнă, чĕнсе илсе вĕсемпе "Шупуç" фольклор коллективне йĕркелес ыйтăва сỹтсе явнă.

"Халĕ унтанпа 25 çул иртрĕ пулин те, эпĕ фольклор коллективĕнче юрлатăп-ха. Малтанласа фольклорта эпир нумаййăнах марччĕ. Çапах та эпир пур çĕре те çитме тăрăшаттăмăр. Юнашар ялсене кайса çуралнă кунпа, нумай çул хушши пĕрле пурăнакансене саламлама çỹреттĕмĕр. Пирĕн, çамрăксен, савăнăçне, пултарулăхне тата хавхаланăвне курса тăрса пулĕ ял хĕрĕсем те коллектива килме пуçларĕç", - тет Серафима Моисеевна. Халĕ вара "Шупуç" фольклор коллективĕнче аслăраххисенчен вăл тата вулавăш библиотекарĕ Ираида Аксакова юлнă. Ыттисем вара пурте çĕнĕ çынсем. Коллектив ĕçне пуçарса яраканĕсем Людмила Шишковапа Лариса Бармина пулнă. Вĕсем пурте çĕнĕ юрăсем шыраса ялти ватăсем патне çитнĕ. Коллектив репертуарĕнче вĕсем паянхи кун та илтĕнеççĕ. Серафима Моисеевнăн амăшĕ те хĕрне юрăсемпе паллаштарнă, вĕрентнĕ.

Серафима ытларах савăнăçлă юрăсене шăрантарма юратнине палăртать. Кĕç-вĕç ташласа ямалли çемĕллĕ пулсан татах та аванрах пулнине калать вăл. Фольклор коллективĕ авалхи йăласене сыхласа хăварас енĕпе хастар ĕç кăтартать. Вĕсем ĕне ырри, улах каçĕ, урам вăййисен, утăçи йăли-йĕркине сцена çинче кăтартса панă. Кашни çул çĕнĕ юрăсем вĕренсе çынсене савăнтарма тăрăшаççĕ. "Ташша яра пар!" ташă коллективĕн йышĕнче те курма пулать Серафима Моисеевнăна. Вăл 2012 çултанпа кашни ташă фестивальне хутшăнать. Спектакльсенче те выляма именсе тăмасть Серафима Денисова.

Çамрăк чух та, халĕ те ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать Серафима Моисеевна. Хăй вăхăтĕнче тăватă созывра ял депутачĕ пулнă. Каярахпа суйлав комиссийĕн председателĕнче тăрăшса чылай сасăлав ирттернĕ. Ял тăрăхĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытса тăрать вăл. Вĕсене пулăшма тăрăшать. Яманкасси ялĕнче çул юсама палăртсан та ял çыннисенчен укçа пухма ỹркенмен вăл. Тăван ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне çĕклес ыйтăва хускатсан та хăраман. Строительсен ĕçне тимлесех тăнă. Çĕнĕ ФАП-ра ĕçлес тесе пĕлĕвне ỹстерме те кайнă.

Пултаруллă та хастар Серафима Моисеевна - аслă категориллĕ фельдшер. 45 çул ытла çынсен сывлăхне вăл эмелпе кăна мар, сцена çинче юрласа, ташласа савăнăç кỹрсе сипленĕ темелле. Алсиш-нуски çыхма та вăхăт тупать Серафима Денисова. Мăшăрĕ Анатолий Михайлович чылай çул хушши "Марксист" колхозра ĕçленĕ. Икĕ хĕр çитĕнтерсе ура çине тăратнă, 5 мăнук çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнаççĕ вĕсем. Килĕнче ватă ашшĕпе амăшне тимлĕхре тытаççĕ.

М.МАМУТКИНА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1