Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Яваплăх туйăмĕ пысăк

Категория: Общество Опубликовано: 04.03.2022, 15:36 Просмотров: 855

midakovaNХĕрарăмсен кунĕ çывхарнă май ĕçчен те ырă кăмăллă ĕçтешĕмĕр пирки сăмах пуçарас терĕм.

Надежда Анатольевна Мидакова (Петрова) 1980 çулта çуралнă. Унăн ачалăхĕ "Сельхозтехникăра" иртнĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ăс пухнă вăл. Аван паллăсемпе вĕренсе пыракан хĕр 9-мĕш класс хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытать. 2000 çулта пуçламăш классен учителĕн дипломне алла илет. Çав çулах "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн редакцине ĕçлеме вырнаçать. Чи малтан корректорта тăрăшать, унтан корреспондентра та ĕçлет. Хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕнче ĕçлени вара ăна яваплăрах тăрăшма хистет. Паян вара Надежда Анатольевна редакцире яваплă секретарьте вăй хурать. Хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ вăхăтрах Надежда 2003 çулта Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухса аслă пĕлỹ илет.

Надежда Анатольевна ĕçтешĕсемпе хăйне кăмăллă тытать. Вĕсене яланах пулăшма, вĕрентме тăрăшать. Вăл мĕн пĕлни çинче чарăнса тăмасть, тата ытларах пĕлес тесе тĕрлĕ семинарсене хутшăнать. Уйрăмах хальхи вăхăтра компьютерпа ятарлă программăсемпе ĕçленĕ чух унăн канашĕсем пулăшса пыраççĕ. Редакцинче унпа пĕрле ĕçленĕ май унтан вĕренсе пымалли питĕ нумай. Хăйĕн ĕçĕнче тивĕçлĕ йышăнусем тума та, малашлăха тĕллевсем лартма та пĕлет. Пушă вăхăтра вара вăл чун канăçне ал ĕçĕнче тупать, çекĕлпе илемлĕ япаласем çыхма, бисертан ỹкерчĕксем тĕрлеме тата йăлтăркка пайсене сыпăнтарса ỹкерчĕк хатĕрлеме (алмазная вышивка) кăмăллать.

Надежда Анатольевнăна ĕçре те, ял-йышра та хисеплеççĕ. Хăйне шанса панă ĕçе вăл яваплăха туйса тĕплĕн пурнăçлать. Çавăнпа та пулĕ ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне те хастар хутшăнать Надежда. Вунă çул ытла ĕнтĕ Туктамăш ялĕнчи участокри суйлав комиссийĕнче тăрăшать вăл. Чи малтанах унăн суйлав комиссийĕн секретарĕнче ĕçлеме тỹр килнĕ, унтан комисси членĕнче тăрăшнă, юлашки çулсенче вара участокри суйлав комиссийĕн председателĕнче вăй хурать. Туктамăш ялĕнче пурăнакан кашни çынна пĕлни те пулăшать ăна. 20 çул вăл ку ялта пурăнать-çке.

2002 çулта вăл Туктамăш ял каччипе Александр Ми-даковпа çемье çавăрнă. Шăп та лăп çулталăкран çемьере йĕкереш ывăлпа хĕр Дениспа Дина çуралаççĕ. Халĕ вĕсем вунсакăр çулта ĕнтĕ. Ывăлĕ Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче программиста вĕренет, хĕрĕ вара Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче фармацевт профессине алла илет. Кĕçĕн хĕрĕ Ангелина пурри ашшĕпе амăшĕшĕн чăн-чăн чун киленĕçĕ, вăл тунсăхлама памасть. Хĕр пĕрчи Хĕрлĕ Чутайри шкулта 3-мĕш класра ăс пухать. Ашшĕпе амăшне шкулта тăрăшса вĕренсе лайăх паллăсемпе савăнтарать.

Туктамăшри суйлав участокĕ - районта пысăккисенчен пĕри. Кунта 660 ытла суйлавçă шутланса тăрать. Шел те, çулсерен суйлавçăсен шучĕ чакса пыни пăшăрхантарнине палăртать Надежда Анатольевна. Суйлав ĕçне йĕркелес тытăма юлашки çулсенче тăтăшах çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ. Апла пулин те суйлав комиссийĕн председателĕ ертсе пынипе комисси членĕсем пур çĕнĕлĕхе те хăвăрт ăша хываççĕ, хăйсен тивĕçĕсене тĕрĕс пурнăçлама тăрăшаççĕ. Хăшĕ бюллетень парассишĕн, тепри суйлавçăсен списокĕшĕн, виççĕмĕшĕсем вара сасăлав пỹлĕмне хатĕрлессишĕн яваплă. Суйлав кунĕсенче ĕçленипех пĕтмест çав комисси членĕсен тивĕçĕ. Вĕсем чылай маларах ĕçе пикенеççĕ. Уйăрса панă участокри кашни суйлавçă патне çитесси, суйлава йыхравласси, тĕрлĕ информаципе тивĕçтересси те вĕсен тивĕçнех кĕрет. Сасăлава комисси членĕсем яланах пăтăрмахсăр ирттерме тăрăшаççĕ. Кунта кашнин тỹпи пысăк. Суйлав комиссийĕн председателĕпе секретарĕ, çумĕ тата пур член та пĕр командăри пек ĕçленĕрен, пĕр шухăшлă пулнăран, пурте хăйсен яваплăхне туйнăран кашни суйлав йĕркеллĕ иртет. "Надежда Мидакова суйлав тытăмĕнче вăй хума тытăннăранпа тĕрлĕ шайри 16 суйлав кампанине ирттернĕ. Надежда Анатольевна ĕçлес туртăмĕ пысăк пулнипе, суйлав процесне лайăх ăнланнипе, ăна хатĕрленес тата йĕркелесе ирттерес ĕçе пĕлсе тунипе палăрса тăрать. Ăна вырăнти комисси членĕсем те хисеплеççĕ", - палăртрĕ районти территорири суйлав комиссийĕн секретарĕ Светлана Ербулаткина.

Надежда Анатольевнăн суйлав комиссийĕн председателĕнче тăрăшнă май саккунсене, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли йĕркене тата ыттине те сахал мар пĕлмелле. Юлашки çулсенче ирттернĕ суйлавсем çамрăк хĕрарăм хăйне шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине çирĕплетеççĕ. Çакна Чăваш Республикин территорийĕнче суйлава хатĕрленес тата ирттерес енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн тата республикăри суйлав тытăмне 20 çул çитнĕ май 2015 çулта тивĕçнĕ районти территорири суйлав комиссийĕн Хисеп грамоти, 2018 çулта РФ Президенчĕн суйлавне ăнăçлă йĕркелесе ирттернĕшĕн илнĕ РФ Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн Элла Памфилован Тав сăмахĕ тата район администрацийĕн Хисеп грамоти, 2020 çулта чысланă ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп грамоти те аванах çирĕплетсе параççĕ.

М.МАМУТКИНА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31