Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕçе - лайăх кăмăлпа

Категория: Общество Опубликовано: 04.03.2022, 15:39 Просмотров: 764

matuchkinaКашни çын хăйне шанса панă тивĕçе яваплăха туйса пурнăçланипе ĕçе илем кĕртет, çынсен хутшăнăвне илемлетет, малашлăх ырă пуласса шанса пурăнать. Çак сăмахсене сăнỹкерчĕкри Галина Александровна Матюшкина пирки те пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать.

Хĕрлĕ Чутай хĕрĕ Галина вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти экономикăпа технологи техникумне çул тытнă. Унта тарăн пĕлỹ илсе тухса бухгалтер-аудитор пулса тăнă.

1997 çулта вара пурнăç çулĕ хĕрарăма "Росгосстрах" страхлав компанийĕн Хĕрлĕ Чутайри центрне илсе çитернĕ. Страхлакан агентра Галина Александровна çирĕм тăватă çул ытла тăрăшать. Куллен-кун ял çинче, çын хушшинче вăл. Ара, унсăрăн епле-ха, халăхпа калаçмасан, тăван компанийĕн страхлав политикине тĕплĕн ăнлантарса памасан плана тултарма та çăмăл мар, клиентсене çухатасси те часах. Унчченрех çак енĕпе ĕçлекенни пĕртен-пĕр "Росгосстрах" çеç пулнă пулсан, паянхи кун унашкал организацисене шутласа кăларма ик алăри пỹрнесем те çитмеççĕ.

Кашни клиентăн пỹрт-çуртне, хуралтисене, ытти пурлăхне, килти шултра выльăхне страхламалли самант хăçан çитнине Галина Александровна пит аван астуса тăрать, çав кун çитиччен кил хуçисене асăрхаттарса хурать. Çавăнпа та уçă кăмăллă, ăшпиллĕ, тарават агента ял-йыш хисеплет, унпа канашламалли ыйтусем те тупăнсах тăраççĕ. Хăйне шанса панă участокшăн пысăк яваплăх туйса вăй хурать Галина Матюшкина. Ĕçне чунтан юратнăран, яланах лайăх кăмăлпа çỹрет ĕçчен хĕрарăм. Документсене тĕрĕс, тĕплĕн хатĕрлеме тăрăшать. Пĕр-пĕр инкек сиксе тухсан унăн йăнăшĕшĕн клиентсем страховка илейменни ан пултăр тесе тимлет. Хăйĕн ĕç-хĕлне тăтăшах тишкерсе тăрать, хăçан мĕн тумаллине малтанах палăртса хурать. Çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене çăмăллăн йышăнма хăнăхнă Галина. Вĕсене вăл çийĕнчех алла илет те тỹрех ĕçре усă курма пикенет.

Л.ШУРЯШКИНА.                                                                                  

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5