Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕçе юратсан ỹсĕмсем те кĕттермеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 04.03.2022, 15:40 Просмотров: 1071

mayorovaКирек хăш коллективри "сывлăш" та ертỹçĕрен килет тесе пĕр эпĕ çеç шутламастăп пуль. Ара, вăл йышри çынсемпе хутшăнăва мĕнле йĕркелеме пултарнипе тỹрремĕн çыхăннă-çке çакă. Паллах, организацири ĕç-хĕл кал-кал пулса пытăр, ĕçченсем хушшинче ăшпиллĕ лару-тăру хуçалантăр тесе чунне парса тăрăшакан ертỹçĕ чи малтан çакăн çинчен шутлать.

Районти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Венера Майорова шăпах çакнашкал ертỹçĕсен йышĕнчен. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма, çĕнĕлĕхпе кăсăклантарса яма, ĕçченсене умри тĕллев патне хăюллăн утма хавхалантарма пĕлет вăл. Кунти ултă преподавательтен тăракан коллектив пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе вăй хурать. Вĕрентекенсенчен иккĕшне Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотипе наградăлани хăех вĕсем çамрăксене пахалăхлă пĕлỹ панине çирĕплетет. Кашниех çитĕнекен ăру тĕрлĕ енлĕн аталантăр, музыка, ỹнер тĕнчипе анлăрах паллаштартăр тесе тимлет ертỹçĕ. Музыкăпа хореографине вĕрентнипе çеç мар, кунта воспитанниксен культура шайне куллен-кун çĕклесе пырассишĕн те тăрăшаççĕ. Тăрăшни хăйĕн çимĕçне паратех, тĕрлĕ конкурс-фестивальсенчен Дипломсемпе таврăннăшăн педагогсемпе пĕрле ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хĕпĕртеççĕ. Искусство шкулĕнче музыка, хореографи, ỹнер уйрăмĕсенче малтанхи пĕлỹ илнисем хушшинче хăйсен профессине, пурнăçне çав енĕпех çыхăнтарнисем те чылаййăн. Вĕсем - шкулăн, преподавательсен мухтавĕ, мăнаçлăхĕ. Апла пулсан, вĕрентекенсем акнă вăрлăх ырă çĕре лексе хăйĕн паха çимĕçне панă.

Директор хулпуççийĕ çине вĕрентỹ ĕç-хĕлне йĕркелесе-тĕрĕслесе тăнипе пĕрлех нумай енлĕ хуçалăх ĕçĕ те тиенет. Венера Вячеславовна ертсе пынипе юлашки çулсенче шкулăн пур-лăхпа техника бази самаях пуянланнă. 2017 çулта вĕрентỹ учрежденийĕ "Чи лайăх муниципаллă ача-пăча искусство шкулĕ" номинацире çĕнтерỹçĕ пулса тăрса 150 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнипе те пурнăçа кĕртме май килнĕ çакна. 2020 çулта вара хальхи шкул вырнаçнă çурта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Шанса панă ĕçне юратса, чунтан парăнса пурнăçлама хăнăхнă Венера Майорова мĕн тунипе лăпланса лармасть, яланах çĕннине курма, хăйсем патĕнче пурнăçа кĕртме ăнтăлать. Çитĕнỹсем шăп çавăнтан килеççĕ те ĕнтĕ. Ỹнер искусствине вĕренме мĕнпур услови пулнине урăх мĕн çиттĕр тата?

Ĕçне кура - хисепĕ. Çитĕнекен ăрăва пĕлỹпе воспита-ни парас енĕпе пысăк çитĕнỹсем тунăшăн, районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннăшăн Венера Вячеславовнăна район администрацийĕн пуçлăхĕн, ытти ведомствăсен Хисеп грамотисемпе наградăланă. "Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм-директор" республикăри конкурса хутшăнса вăл "Стремление к совершенству" номинацире çĕнтерỹçĕ пулнă. Кунсăр пуçне вĕрентỹпе воспитани процесне ăнăçлă йĕркеленĕшĕн, ачасен ăс-тăн, культура тата кăмăл-сипетне аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕн Николай Маловăн ятран паракан стипендине тивĕçнĕ.

Иртнĕ çул вара Венера Майорован ячĕпе сăнне район Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Хăйĕн пурнăçне çамрăк ăрăва пĕлỹ парассине халалланăскершĕн питĕ пысăк чыс-сум çакă, мĕншĕн тесен унăн воспитанникĕсем çак стенд патĕнчен иртнĕ чухне аслă юлташĕшĕн савăнаççĕ, ун пек пулма тăрăшаççех.

 Л.ШУРЯШКИНА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1