ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Тралькасси пики Валентина Петровна Майорова - кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятарлă стипендине тивĕçнĕ пин пултаруллă çамрăкран пĕри.
Валентина икĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Вăл - кĕçĕнни, унăн аслă пиччĕшĕ пур. Ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ, аслисене хисеплеме, çынсемпе ырă кăмăллă пулма вĕрентнĕ. Малаллахи пурнăç мĕнле пуласси хăйĕнчен килнине ăнланнă вăл, çавăнпах хĕр пĕрчи шкулта лайăх вĕренме тăрăшнă, ашшĕ-амăшĕ унпа мăнаçланма пултартăр тесе малалла ăнтăлнă.
Мăн Этмен шкулĕнче тăххăрмĕш класс пĕтернĕ хыççăн Валентина професси пĕлĕвĕ илме шутланă. Çак тĕллевпе хĕр 2018 çулта Етĕрнери агротехника техникумне çул тытнă. Халĕ вăл 4-мĕш курс студентки ĕнтĕ, "Повар, кондитер" профессийĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хывать, алла диплом иличчен вăхăт нумаях та юлман ĕнтĕ.
Техникумра вĕренме тытăнсанах хастар хĕр пур енлĕн аталанма тăрăшнипе, нумай пĕлес туртăмлă студент пулнипе палăрма пуçланă. Вăл ытти тантăшĕсенчен хăйне евĕр шухăшлавĕпе, анлă тавракурăмĕпе, лайăх астăвăмпа, хăйне пур облаçре те тĕрĕслесе пăхма ăнтăлнипе уйрăлса тăнине палăртаççĕ вĕрентекенĕсем. Валентинăн студент пурнăçĕ салху иртмест, вăл общежитире тата техникумра иртекен пур культурăпа массăллă мероприятисене активлă хутшăнать, çамрăксене пĕрлештерекен мероприятисене хăй те ертсе пырать. Кунсăр пуçне республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисене хастар хутшăнать. Ăна регионсем хушшинчи "Проектно-исследовательская деятельность как средство становления профессиональной компетенции обучающегося системы профессионального образования" наукăпа практика конференцийĕн лауреат Дипломĕпе чысланă. Вăл регион аталанăвĕн Çамрăксен "МолГород-2019" тата "МолГород- 2021" форумĕсене те хутшăннă. Предмет олимпиадисемпе тĕрлĕ конкурссенчен те аякра юлмасть хĕр. Биологипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра 1-мĕш вырăн (2020 ç.), Пĕтĕм Раççейри "Планета талантов" конкурсра 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ те Диплома тивĕçнĕ (2020 ç.), сăвă вулакансен "Поэзия - моя держава, я вечный подданный ее..." республикăри конкурсĕнче (2021 ç.) ăна çĕнтерỹçĕ Дипломĕпе чысланă.
Валентина районта тата техникумра йĕркелекен волонтерсен ĕç-хĕлне те хутшăнсах тăрать, Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ волонтерĕсем" обществăлла юхăмне аталантарас ĕçре те активлăхпа палăрать вăл.
Хĕр сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрашать, тантăшĕсене те явăçтарать. Пушă вăхăт тупăнсанах юлташĕсемпе волейболла выляма çỹрет Валентина. Çавăн пекех вăл психологипе интересленет, ку енĕпе нумай вулама, аталанма тăрăшать. Маларах сăвă çырнине те пытармасть хĕр.
Малалла аталанас, вĕренес, аслă пĕлỹ илес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать çамрăк. Хастарлăх, ăнтăлу, тăрăшулăх пулсан, ĕмĕт-тĕллев пурнăçланасси иккĕлентермест. Мĕнех, ăнăçу сунатпăр, Валентина!
Н.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |