ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Нумаях пулмасть иртнĕ пресс-конференцире Владимир Путина çакăн пек ыйту панă: "май уйăхĕнчи указсене" регионсенче пурнăçланине Президент мĕнле хак парать? "Çителĕклĕ шайра", - тенĕ Президент. 2018 çул ку енĕпе пĕтĕмлетỹсем тумалли çул пулать. Чăваш Республикинче Президент указĕсене пурнăçлани пирки отчет тума хатĕр.
Аса илтеретпĕр, 2012 çулхи май уйăхĕнче çирĕплетнĕ 11 указăн тĕрлĕ сферăри (оборонăран пуçласа тулашри поли-тика, бюджет сферинче тăрăшакансен шалăвĕ) ĕç-хĕле лайăхлатмалла пулнă. Çакна ăнланмалла. Бюджетниксен ĕç укçи пысăк мар, унăн шайĕ тариф сеткинчен килет, уйрăм çыннăн ĕç пахалăхĕ шалу çине витĕм кỹмест. Промышленноçра тата ытти сферăра тăрăшакансен шалăвĕ яланах пысăкрах пулнă. Çак танмарлăха пĕтерме кирлĕ пулнă та Президентăн май уйăхĕнчи указĕсенчен пĕри.
Чи малтанах ĕç укçи ỹснине врачсемпе учительсем туйнă. Унтан - бюджет сферинче тăрăшакан ытти ĕçченсем. Анчах та нумайăшĕ шалу сисĕнмеллех ỹсесси çинчен ĕмĕтленнĕ кăна. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта ку енĕпе пысăк улшăнусем пулмалла. Палăртнă тăрăх, 2018 çулта уйăхри вăтам ĕç укçи республикăра 24040 тенкĕ пулмалла (ăна ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви шутласа палăртнă, РФ Экономика министерстви унпа килĕшнĕ). Чылай ĕçченĕн шалăвĕ çитес çулта çак кăтартупа танлашмалла. Ку вăтам пĕлỹпе тивĕçтерекен вĕренỹ учрежденийĕсенчи педагогика ĕçченĕсене, социаллă ĕçченсене, медицина органи-зацийĕсен ĕçченĕсене е тăлăх ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтерекенсене, вăтам тата кĕçĕн медицина (фармацевтика) персоналне, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсене пырса тивет. Вĕсенчен чылайăшĕшĕн шалỹ сисĕнмеллех ỹсĕ.
Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсен шалăвĕ 22381 тенкĕпе танлашмалла, ачасене хушма пĕлỹ паракан патшалăх (муниципаллă) организацисенче тăрăшакансен - 24424 тенкĕпе. Аслă пĕлỹпе тивĕçтерекен вĕренỹ учрежденийĕсенче тăрăшакансен, тухтăрсен тата медицина организацийĕсенчи аслă медицина (фармацевтика) пĕлĕвĕ е урăх аслă пĕлỹ илнĕ ытти ĕçченсен шалăвĕ 48080 тенкĕ пулмалла. "Пĕтĕмĕшле илсен, 2018 çулта асăннă категорири ĕçченсене шалу тỹлеме, малтанласа палăртнă тăрăх, бюджетран 9695 миллион тенкĕ ямалла, çав шутра - ĕç укçине 2017 çулхинчен хăпартса тỹлеме - 1475,3 миллион тенкĕ", - пĕлтернĕ Светлана Енилина.
Ку тăкаксене республикăн 2018 çулхи бюджетне хывнă та ĕнтĕ, ăна ЧР Патшалăх Канашĕ ырланă. Апла пулсан, бюджетниксен шалăвĕ ỹсесси саккунлă вăя кĕрет. Лайăх хыпар!
Паллах, Владимир Путинăн указĕсене мĕнле пурнăçланине пĕтĕмпех пĕр материалта çутатса пама май çук. Анчах та пĕтĕм Чăваш Ене пырса тивекен тепĕр темăна çутатмасăр иртейместпĕр. Сăмах яллă вырăнсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси пирки пырать. Пресс-конференцире Владимир Путин ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулнине каланă. Унтан та ытла, Президент вĕсен майĕсене анлăлатмалли пирки каланă, тĕслĕхрен, ФАП-сем урлă халăха пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсемпе тивĕçтермелле. Халăх сахал пурăнакан çĕрте ФАП туни вырăнлă мар пулсан кунта куçса çỹрекен фельдшерпа акушер пункчĕсем йĕркелемел-лине каланă Президент. Ку енĕпе Чăваш Енĕн мĕнпе мухтанмалли пур. Пирĕн республика - упраса хăварнă тата çĕнĕрен уçнă медицина пункчĕсен шучĕпе малтисен йышĕнче. 2013 çултан пуçласа Чăваш Енре 146 модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Пирĕн районта та нумаях пулмасть Кив Атикассинче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. 2020 çул тĕлне вара республикăра 200 модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртнă.
Владимир ПУТИН 2017 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцире каланинчен:
- Уйрăммăн тимлĕх уйăрмалли вăл - 100-тен пуçласа 2000 çын таран пурăнакан вырăнсенче медицина пулăшăвĕ памалли майсене упраса хăварасси тата вĕсене çĕнетесси. Унта çĕнĕ ФАП-сем уçмалла, унччен мĕн çухатнине чĕртсе тăратмалла. Иккĕмĕшĕ - 100 çынтан та сахал пурăнакан вырăнсенче медицина пулăшăвĕн куçса çỹрекен пункчĕсемпе усă курмалла.
А.СЕМЕНОВА.
Ноябрь 2024 |