Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Юрпике те хаçат вулать

Категория: Общество Опубликовано: 22.12.2017, 08:35 Просмотров: 734

Кашни çынра хăйне майлă пултарулăх, талант пытаннă. Чылай чухне çав Турă панине аталантарма май килменни чăрмав кỹрет. Теприсем вара хăйсем мĕн ăсталама пултарнине халăха кăтартма именсе тăмаççĕ, майне тупаççĕ. Ачкассинче пурăнакан Еленăпа Олег Патьяновсене илер. Кашни хĕл лармассерен вĕсен кил умĕ юмахри сăнарсемпе тулать. Çакă ял-йышшăн та, ача-пăчашăн та ырă пулăм. Ял тăрăхĕн администрацийĕ, паллах, ỹркенмен, ĕçчен çемьене асăрхамасăр хăвармасть, кашнинчех парнесемпе хавхалантарма тăрăшать. Елена Патьянован юртан тем те пĕр ăсталас пултарулăхĕ çăлкуç шывĕ пек тапса тăрать. Унăн тăрăшулăхне пула кăçал та урама хитре те капăр елка, Хĕл Мучипе Юрпике, çулталăк символĕ - Йытă - тухса ларнă. Вĕсем Çĕнĕ Çул килессе систерсе, яла уяв сĕмĕ кĕртсе лараççĕ. Çавăн пеккине кашниех ăсталама пултарасси иккĕлентермест мана, чи юратнă уява халалласа харпăр хăйĕнче ачалăх туйăмне кăна вăратма шикленмелле мар. А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31