Мучикассисем акана тухнă

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 25.08.2017, 10:20 Просмотров: 648

На полях Красночетайского района начался сев озимых зерновых культурРайонти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем анлă сарăлнă. Вырма ĕçĕсемпе танах çĕр ĕçченĕсем çитес çулхи тыр-пул никĕсне хывассишĕн тăрăшаççĕ. Çак яваплă ĕçе районта пĕрремĕш "Нива" ЯХПК ĕçченĕсем пуçăннă. Кĕрхи культурăсене акассине пушă выртакан 170 гектар çĕр лаптăкĕнчен пуçланă. Акана икĕ сеялка кăларнă. Хуçалăх кĕрхи культурăсем валли 300 гектар çĕр уйăрма палăртнă.