"Кĕр парнисем" уйăхлăх пуçланать

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 25.08.2017, 10:23 Просмотров: 768

Район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, район халăхне кăçал туса илнĕ ялхуçалăх продукцийĕпе суту-илỹ тума тивĕçлĕ майсем туса парас тĕллевпе августăн 26-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 7-мĕшĕччен "Кĕр парнисем" уйăхлăх пуçланать. Ярмăрккăсем шăматкун Кив Атикассинче, вырсарникун Хĕрлĕ Чутайра иртеççĕ. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ центрĕнче "Симĕс пасар" суту-илỹ вырăнне йĕркеленĕ. Ял çыннисем харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ ялхуçалăх продукцине унта сĕнме, туянма пултараççĕ.

А.ДМИТРИЕВА.