Уй-хир пушанать, пỹлме тулать

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 06.09.2017, 09:35 Просмотров: 933

img 98491Район уй-хирĕнче вырма ĕçĕсемпе танах кĕрхи культурăсене акас ĕç пырать. Чи малтан çитес çулхи тыр-пул никĕсне "Нива" тата "Коминтерн" ялхуçалăх предприятийĕсем хывма тухрĕç, вĕсенчен "Свобода" колхоз та юлмарĕ. Тунтикун тĕлне вĕсем пĕтĕмпе 780 гектар çинче кĕрхи тулă акнă, вăл шутра "Коминтерн" - 380 гектар, "Нива" - 320, "Свобода" - 80 гектар.

Çак виçĕ хуçалăхах тыр-пул пухса кĕртессипе те малта пыраççĕ. Сентябрĕн 4-мĕшĕнчи кăтартусемпе "Коминтерн" ЯХПК тырпула 1122 гектар çинче (83,54 процент) тирпейленĕ, 3229 тонна тырă тĕшĕлесе илнĕ. Тепĕр икĕ хуçалăхĕнче тыр-пул анине 76-шар процент тирпейленĕ.

Çав хушăрах кăçалхи çанталăка пула хăш-пĕр хуçалăхсем çухату тỹснине те палăртмалла. Акă, "Коминтерн" хуçалăхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 105 гектар çинче пĕтнĕ, "Нивăн" - 200 гектар, "СТК21" ТЯО-н - 35 гектар, Ю.Е.Тибогайкин фермерăн - 98 гектар çинче.

Çав хушăра: Çĕр ĕçченĕшĕн вăрлăхпа çыхăннă ыйту пĕлтерĕшлисенчен пĕри шутланать. Кĕракинче çитес çул тухăç лайăх илме шанчăк пуррине пĕлес тесен вăрлăх пахалăхне, вăл шутра тыр-пул шăтаслăхне, нỹрĕклĕхне, тасалăхне специалистсене тĕрĕслеттермелле. "Россельхозцентрăн" Чăваш Республикинчи филиалĕн кăтартăвĕсемпе сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсен 152 тонна вăрлăхне (планпа пăхнин 27 проценчĕ) тĕрĕслев витĕр кăларнă, вăрлăх пĕтĕмпех кондици шайне ларнă.